Archive - 2017 - Тантăш

ноябрь 30th

30 Чÿк, 2017

Шупашкарти асамлăх


Аслă Устюгра пурăнакан Раççейри тĕп Хĕл Мучи чÿк уйăхĕн 18-мĕшĕнче хайĕн çуралнă кунне паллă тунă. Çакăн хыççăн çĕршыври хуласене асамлă çул çÿреве тухнă. Чÿк уйăхĕн 25-мĕшĕнче вăл Шупашкар хулине çитрĕ. Вăл кунта пĕрремĕш хут! Чи малтан Шупашкар районĕнчи «Ясна» этноэкологи комплексĕнче чарăннă. Каярах «Шупашкар-Арена» пăр керменне тата суту-илÿпе кану центрне çитнĕ.

ноябрь 24th

ноябрь 23rd

23 Чÿк, 2017

Париж та, Шупашкар та тăван уншăн

Наталия Готро Шупашкарти 10-мĕш шкулта вĕренет. Унăн ашшĕ — француз, амăшĕ вара — чăваш. Çавăнпа хĕр ачара тÿрех икĕ халăх культури палăрать. Шкула çÿреме тытăниччен Натали Парижра пурăннă.

23 Чÿк, 2017

Аннеçĕм, анне...

Анне — чи çывăх та хаклă çын. Вăл пире чĕре айĕнче тăхăр уйăх йăтса çÿрет, çын тăвассишĕн ырми-канми тăрăшать. Мĕн пĕчĕкренех хăйĕн ăшшипе юратăвне пире парса ÿстерет, тĕрĕс çул çине тăратма ăнтăлать, йывăрлăхра пулăшать. Тĕнчери пĕтĕм амăшĕ çапла ĕнтĕ. Анчах çак сăмахсене манăн хамăн аннене Наталья Кульмаковăна халаллас килет.

ноябрь 16th

16 Чÿк, 2017

Пĕтĕм Раççейри слетра хутшăнаççĕ

Çĕрпÿри 1-мĕш вăтам шкул команди пĕтĕм Раççейри «Орленок» ача-пăча центрĕнче çулçÿрев инспектрĕсен слетĕнче хутшăнать. Юпа уйăхĕнче иртнĕ тупăшура малти вырăна тухнăран çак команда пĕтĕм Раççей шайĕнчи ăмăртăва лекме тивĕçнĕ. Слет чÿк уйăхĕн 8-28-мĕшĕсенче «Звездный» лагерьте иртет. Командăри «çамрăк инспекторсем»: Богдан Краснов, Владимир Кузьмин, Арина Никифорова тата Анна Шахраманян.

16 Чÿк, 2017

Атăла ĕлĕк-авал Ра тесе чĕннĕ

Чÿк уйăхĕн 9-мĕшĕнче Республикăри ачасемпе çамрăксен библиотекинче Иван Дубановăн «Чăваш Енри шыв-шур» альбом кĕнекин презентацийĕ иртрĕ. Тĕл пулăва Шупашкарти 49-мĕш шкултан 6-мĕш класс вĕренекенĕсем килчĕç.

Иван Дубановăн «Чăваш Енри шыв- шур» альбом кĕнеки 2016 çулта пичетленсе тухнă, Пĕтĕм Раççейри «Манăн пĕчĕк тăван çĕршыв» конкурсра «Тăван çĕршыв сăнарĕ» номинацире çĕнтернĕ. Унтан Испанири курава та хутшăннă. Кĕнекере Чăваш Енри паллă юхан шывсене, кÿлĕсене, çăл куçсене пĕтĕмпех кăтартса панă.

16 Чÿк, 2017

Çĕленпе пурăнма хăрушă-и?

Шупашкарти 4-мĕш гимназире 8-мĕш класра вĕренекен çамрăк арахнолог тата герпетолог Никита Мардарьев нумаях пулмасть Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн студенчĕсемпе тĕл пулнă. Мĕн çинчен калаçнă-ши вĕсем унта?

Pages