Комментари хушас

16 Чÿк, 2017

Атăла ĕлĕк-авал Ра тесе чĕннĕ

Чÿк уйăхĕн 9-мĕшĕнче Республикăри ачасемпе çамрăксен библиотекинче Иван Дубановăн «Чăваш Енри шыв-шур» альбом кĕнекин презентацийĕ иртрĕ. Тĕл пулăва Шупашкарти 49-мĕш шкултан 6-мĕш класс вĕренекенĕсем килчĕç.

Иван Дубановăн «Чăваш Енри шыв- шур» альбом кĕнеки 2016 çулта пичетленсе тухнă, Пĕтĕм Раççейри «Манăн пĕчĕк тăван çĕршыв» конкурсра «Тăван çĕршыв сăнарĕ» номинацире çĕнтернĕ. Унтан Испанири курава та хутшăннă. Кĕнекере Чăваш Енри паллă юхан шывсене, кÿлĕсене, çăл куçсене пĕтĕмпех кăтартса панă.

Паян Иван Дубанов — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, Чăваш наци академийĕн тата Вырăс географи обществин пайташĕ, Чăваш Республикине тата шкулта географи вĕрентес методикăна халалланă 16 кĕнеке тата нумай статья авторĕ.

Библиотекăна килнисене Иван Степанович шыв-шура тĕпчесси ăçтан пуçланнине, кам пулăшнине каласа пачĕ. Унăн «Чăваш Ен кÿллисем» /2002/, «Чăваш Енри кÿлĕсем, юхан шывсем, çăл куçсем» /2005, 2008/ тата «Чăваш Енри шыв-шур» /2016/ кĕнекисенче кăсăкли чылай. Уйрăмах виççĕмĕш кăларăмĕнче республикăмăрти хăйне евĕрлĕ шыв вырăнĕсем пирки çырса пĕлтернĕ. Кунтах кăсăклă фактсем те кăтартса панă. Сăмахран, Атăл вăрăмăшĕпе Европăра пĕрремĕш вырăн йышăнать. Чăваш Енре кăна унта 2356 тĕрлĕ шыв юхса кĕрет. 2-мĕш ĕмĕртех Авалхи Греци ăсчахĕ Птолемей хăйĕн 8 томлă ĕçĕнче Атăл юхан шывĕ пирки Ра ятпа çырнă.

Иван Дубанов кĕнекинчен ачасем пирĕн тăрăхра 754 кÿлĕ пулнине пĕлчĕç, Хура тата Кÿлхĕрри кÿллисен сăн ÿкерчĕкĕсемпе киленчĕç. Чăваш Республикинче пĕртен-пĕр шыв сикки пур иккен, вăл Муркаш районĕнче вырнаçнă, ăна Чăваш е Кĕмĕл сикĕм теççĕ. 1921 çулта Атăл юхан шывĕнче тытнă пысăк белуга сăн ÿкерчĕкĕ ачасене уйрăмах тĕлĕнтерчĕ. Сайра тĕл пулакан ÿсен-тăрана та пĕчĕккисем кăсăклансах сăнарĕç.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.