Сăпайлă та хăюллă
Районти «Шкул пики» конкурсра ахальтен çĕнтермен ĕнтĕ вăл. Ку кăна та мар, хÿхĕмскер нумаях пулмасть Шупашкарта сăрт çине хăпаракансен /скалолазсен/ ăмăртăвне хутшăннă. Çак уйăхра кăна вăл шкулти виçĕ ачапа пĕрле сăрт çине хăпарма вĕреннĕ, çавăнпа ăмăртăва хутшăнмаллине пĕлсен питĕ хумханнă. Призер та пулин пулса тăрасчĕ тенĕ, анчах кĕтмен çĕртен çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ.
— Чи малтанах 5-6 метр çÿллĕш трасса питĕ йывăр, хăрушă пек туйăннăччĕ, — аса илчĕ Эльза. — Хăпарса курсан вара çакна çăмăллăнах пурнăçланине ăнлантăм. Урана тĕрĕс пусмалла тата ăçтан тытăнмаллине пĕлмелле кăна. Ку ăмăрту питĕ хавхалантарчĕ, йывăрлăха парăнтаратăн та çунат хушнăнах туйăнса каять.