- Чăвашла верси
- Русская версия
Шупашкарти асамлăх
Аслă Устюгра пурăнакан Раççейри тĕп Хĕл Мучи чÿк уйăхĕн 18-мĕшĕнче хайĕн çуралнă кунне паллă тунă. Çакăн хыççăн çĕршыври хуласене асамлă çул çÿреве тухнă. Чÿк уйăхĕн 25-мĕшĕнче вăл Шупашкар хулине çитрĕ. Вăл кунта пĕрремĕш хут! Чи малтан Шупашкар районĕнчи «Ясна» этноэкологи комплексĕнче чарăннă. Каярах «Шупашкар-Арена» пăр керменне тата суту-илÿпе кану центрне çитнĕ.
Чăвашла вĕренме сăмах панă
Хĕл Мучи хăйĕнпе пĕрле Чăваш Ене юр илсе килчĕ. Вăл çитес умĕн тавралăх шап-шурă пĕркенчĕкпе витĕнчĕ. Шупашкар урамĕсем юмахри евĕр илемленчĕç. Кĕçех хĕлле пуçланать!
Хĕл Мучи çул çÿреме Юр кĕлеткепе тухнă. Юр пикене Кострома хулинче хăварнă. Ара, мăнукĕ çавăнта пурăнать иккен унăн.
Шурă сухаллăскере курма пухăннисем тĕрлĕ ыйту хатĕрленĕ. Хĕл Мучи хаваспах хуравсемпе тивĕçтерчĕ.
— Мĕнле чĕлхесем пĕлетĕр?
— Тĕрлĕ-тĕрлĕ чĕлхе. Кайăксемпе те вĕсен чĕлхипе калаçатăп. Чăвашла хальлĕхе пĕлместĕп-ха, анчах вĕренме сăмах паратăп.
— Сирĕн валли çи-пуç кам суйлать?
— Манăн модель çурчĕ пур. Унта ман валли çи-пуç çĕлеççĕ. Паянхи куна тумтир шкапĕнче 40 тĕрлĕ тум пур.
— Çуллахи кунсене эсир мĕнле ирттеретĕр?
— Çулла эпир çул çÿревре. Унсăр пуçне ачасем валли уявсем ирттеретпĕр.
— Эсир мĕн çиетĕр?
— Пĕр апата та тиркеместĕп. Ытларах çырлапа кăмпа çиме юрататăп.
— Санта-Клаус итлемен ачасене парне вырăнне кăмрăк хурса парать теççĕ. Эсир вара ун пек ачасене парне паратăр-и?
— Эпĕ пурне те парне тăватăп. Итлеменнисене вара ыйтнă парне вырăнне урăххине паратăп. Тĕслĕхрен, машина пирки ĕмĕтленнисене — пукане.
Хĕл Мучи социаллă сетьре пуррине те палăртрĕ. Çулĕпе çамрăк мар пулсан та пурнăçран юлманнине пĕлтерчĕ. Унăн туя евĕрлĕ селфи патакки те пур имĕш. <...>
Хĕл Мучи уява çак сăмахсемпе вĕçлерĕ: «Акă ĕнтĕ пирĕн капăр чăрăш çутăсемпе таврана илем сарать. Эппин, хаваслă Çĕнĕ çул çывхарать. Кĕçех тÿперен çăлтăр ÿкнĕ евĕр телей çитĕ пирĕн пата. Пĕр-пĕрне йăл кулă парнелĕр. Юратăр! Кăçал парнесĕр никам та ан юлтăр. Пурне те çывхарса килекен Çĕнĕ 2018 çул ячĕпе!» Тулли верси...
Комментари хушас