Çĕленпе пурăнма хăрушă-и?
Шупашкарти 4-мĕш гимназире 8-мĕш класра вĕренекен çамрăк арахнолог тата герпетолог Никита Мардарьев нумаях пулмасть Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн студенчĕсемпе тĕл пулнă. Мĕн çинчен калаçнă-ши вĕсем унта?
Никитăн кăсăкланăвне шута илсен тÿрех паллă — эрешменсем тата çĕленсем пирки. Тата калаçнă кăна мар, чылайăшне хăратакан тĕлĕнтермĕшсене арçын ача мĕнле юратса пăхнине те курнă. Никита студентсене эрешменĕсемпе çĕленĕ тата скорпионĕ çинчен кăсăклине нумай каласа панă. Пуринчен ытла вара çамрăксене унăн харсăрлăхĕ тĕлĕнтернĕ. Мĕнле хăрамасть-ха вăл?
— Мĕнрен хăрамалла вара? — ăнланмасть Никита. — Вĕсем никама та усал тумаççĕ. Эпир питĕ туслă.
Арçын ачан амăшĕ, Наталья Валерьевна, çак гимназирех биологи предметне вĕрентет. Ывăлĕн чун киленĕçне ырлать вăл, хăй те сĕнÿ-канашпа пулăшма яланах хатĕр. Никита «пĕчĕк тусĕсене» мĕнле пăхнине виçĕ çулти шăллĕ те кăсăклансах сăнать. Кăштах пысăклансан вăл та пиччĕшне пулăшма тытăнĕ ĕнтĕ.
Çапах та арахнологипе тата герпетологипе Никита хăçан кăсăкланма пуçланă-ха? Пĕлтĕр çеç иккен. Интернетра тĕрлĕрен чĕр чун пурнăçне сăнланине курма юратаканскер ăнсăртран арахнидсене /эрешмен евĕрлисен класĕ/ асăрханă, унтан çĕлене килте мĕнле тытни те тĕлĕнтернĕ ăна. Вара хăй те ку ĕçе пуçăнас тенĕ. Никитăн килĕнче халĕ çĕлен, скорпион тата виçĕ эрешмен пур. Вĕсене сăнаса, тĕпчесе арçын ача хăйне валли нумай çĕнĕлĕх уçнă.
— Пăхассипе нимĕнле йывăрлăх та çук, — тет Никита. — Вăхăтра апат памалла. Эрешменсене тата скорпиона тараканпа тăрантаратăп, çĕлене вара — шăшипе. Çĕленĕн кăмăл-туйăмĕ палăрма пултарать. Хăш чухне вăл тунсăхланипе пĕр-пĕр кĕтесре çаврăнса выртать. Эпĕ пÿлĕме кĕрсенех савăннипе хăй пурăнакан контейнерта шуса çÿреме тытăнать. Халĕ вăл пĕчĕк-ха, анчах метр çурă таран ÿсме пултарать.
Çавăн пекех çамрăк ăсчах чĕр чунсен амисем аçисенчен ытларах пурăннине тĕпчесе палăртнă. Тата вĕсен вилĕмĕ апат япăх çининчен мар, тĕрлĕ ăнсăртлăхран килет иккен. Пĕрремĕш сăлтавĕ — çапăçни.
Н и к и т ă н э р е ш м е н ĕ сен тĕсĕ — кайăкçиенсем. Тĕрĕссипе, вĕсем кайăксене çимеççĕ, анчах чĕпписене тапăнаççĕ. Икĕ эрешменĕ — йывăç çинче, виççĕмĕшĕ çĕр çинче пурăнаканнисем. Хальлĕхе вĕсем çулталăкра кăна-ха. Никитăна ĕненес пулсан, эрешмен миçе çултине пĕлме вăл миçе хут сий тăкнине кăна сăнамалла.
Кăсăкланăва пĕрле пайлакан юлташсем пурри мĕн тери аван. Никитăн та ун пеккисем пур. Пĕрле вĕренекен тантăшĕсем вăл чĕр чунсене питĕ юратнине, тăрăшуллă та ăслă, лайăх юлташ пулнине, ĕмĕт пулсан ăна пурнăçа кĕртмесĕр лăпланманнине палăртрĕç. Вĕсемшĕн Никита — ырă тĕслĕх.
Арçын ача биологире кăна мар, ытти предметра та маттур. Чăваш чĕлхине юратса вĕренекенскер предмет олимпиадисенче те лайăх кăтартусемпе савăнтарать. Ку енчен ăна, паллах, урокра тимлĕ пулни кăна мар, çемьере тăван чĕлхе янăраса тăни пулăшать. Малалла вулас...