Archive - 2017 - Тантăш
ноябрь 16th
Чăваш Ен ятне çĕкленĕ
Кĕвĕ вăл — чун чĕлхи те, унти пурнăçа сасăпа палăртни те, туйăмпа кăмăл чикки те. Этемлĕхĕн пурнăçĕ юрă-кĕвĕсĕр епле кичем пулĕччĕ — сăмахпа та палăртма май çук. Юрă вăй хушать, савăнăç кÿрет çеç мар, халăхсем хушшинчи туслăха çирĕплетет, ламран-лама куçса пыракан йăла-йĕрке пуянлăхне упрать.
ноябрь 9th
"Тантăш ", 44 (4561) №, 09.11.2017
Пĕр-пĕрне лайăхрах ăнланăр
Кадет пулни чун-чĕререх
Пĕр-пĕрин культурине пĕлни пуласлăха çутатĕ
Федор Павловăн тĕрлĕ енлĕ талантне уçрăмăр
Федор Павлович — чăваш халăх культурин ÿсĕмĕн кун-çулĕнче паллă йĕр хăварнă çыравçă. Вăл пултаруллă драматург, прозаик, поэт лирик, ăста композитор пулнă. Унăн «Судра» комедийĕпе «Ялта» драми пирĕн литературăра чи паллă вырăнта тăраççĕ. Федор Павлов тивĕçлипех чăваш драматургийĕпе музыка культурин никĕсне хывнă çынсенчен пĕри шутланать.
Пирĕшти ячĕллĕ хĕр пĕрчи
Чăннипех те пĕр-пĕрне юратакансен çемйинче ачисем те çутă та ырă. Пурнăç тума пĕлекенсем, йывăрлăхра ÿснĕскерсем тĕпренчĕкĕсемшĕн питĕ тăрăшаççĕ. Вĕсен килĕнче туслăх хуçаланать.
ноябрь 2nd
"Тантăш ", 43 (4560) №, 02.11.2017
Мĕн-ши вăл Хэллоуин?
Хэллоуин — авалхи кельт уявĕ, ăна юпа уйăхĕн 31-мĕшĕнче паллă тăваççĕ. Нумайăшĕ "Çветтуйсен кунĕ умĕнхи каç" тет Хэллоуина. Çак каç усал-тĕселе хăваласа ярасси малти вырăнта тăрать. Уявăн тĕп палли — кавăнран туса хатĕрленĕ çуткăч. Ача-пăча шурă тăхăнса аслисене хăратать, лешсем шăпăрлансенчен хăтăлас тесе вĕсене парне параççĕ, пылак çимĕçпе хăналаççĕ. Пирĕн çĕршыва Хэллоуин 1990 çулта кĕнĕ. Европăра тата Америкăра ку уява анлă паллă тăваççĕ. Раççейре вăл ытларах çамрăксен хушшинче сарăлма пултарнă.