Комментари хушас

9 Ноября, 2017 | Тантăш | Вĕрентÿ | конкурссем

Федор Павлович — чăваш халăх культурин ÿсĕмĕн кун-çулĕнче паллă йĕр хăварнă çыравçă. Вăл пултаруллă драматург, прозаик, поэт лирик, ăста композитор пулнă. Унăн «Судра» комедийĕпе «Ялта» драми пирĕн литературăра чи паллă вырăнта тăраççĕ. Федор Павлов тивĕçлипех чăваш драматургийĕпе музыка культурин никĕсне хывнă çынсенчен пĕри шутланать.

Чăваш Республикин вĕрентÿ институчĕ, Чăваш наци конгресĕн вĕрентÿпе ăслăлăх комитечĕ, «Хыпар» Издательство çурчĕн «Тантăш» хаçачĕ чăвашсен пултаруллă писателĕ тата ăста композиторĕ Федор Павлович Павлов çуралнăранпа 125 çул çитнине халалласа «Федор Павлов — тĕрлĕ енлĕ талант» викторина ирттерчĕç.

Викторина тĕллевĕсем — Чăваш Республикинчи шкулсен 9-11-мĕш класĕсенче вĕренекенсене Федор Павловăн тĕрлĕ енлĕ пултарулăх ÿсĕмне курма, ун çинчен тĕплĕнрех пĕлме хавхалантарасси; сумлă çыравçăн кун-çулĕпе ĕçне-хĕлне лайăх пĕлекен ачасене тупса палăртасси, вĕсене вăйă ăмăртăва анлăрах явăçтарасси; шкул ачисен чăваш халăхĕн паллă çыннисем çинчен пĕлес туртăмне, шырав меслечĕпе ăсталăхне ÿстерме пулăшасси — пулчĕç. Викторина ăмăртăвĕ çу уйăхĕнчен пуçласа авăнăн 29-мĕшĕччен пычĕ. Сумлă ентеш пултарулăхĕпе кăсăкланакан ачасенчен пĕтĕмпе 150 ĕç килчĕ, 215 вĕренекен хутшăнчĕ. Пултарулăх ăмăртăвне республикăри 9-11-мĕш классенче вĕренекенсемпе пĕрле «Тантăш» хаçат тусĕсем Екатерина Яковлева /10-мĕш класс, Тутарстан, Пăва районĕ, Чăваш Киштек шкулĕ/, Роза Никонова /9—мĕш класс, Тутарстан, Аксу районĕ, Чăваш Ентрусел шкулĕ/, 9-мĕш «А» пĕтĕм класĕпех /Çĕнĕ Шупашкар, 19-мĕш шкул/, тата икĕ чăваш чĕлхи вĕрентекен И.Г.Никифорова /Çĕнĕ Шупашкар, 13- мĕш шкул/, Н.И.Павлова /Патăрьел районĕ, Нăрваш Шăхаль шкулĕ/ хастар хутшăнни пире савăнтарчĕ.

Жюри пайташĕсем Ю.Е. Анисимова, Г.Л.Никифоров, Л.Н.Петрова, Л.А.Смирнова, А.Н.Артемьева конкурса килнĕ ал çырăвĕсенчи хуравсене тимлĕ пăхса тухрĕç, хакларĕç. Пĕлес туртăмлă ачасем шырав меслечĕпе ĕçлесе Федор Павловăн тĕрлĕ енлĕ пултарулăх ÿсĕмне, пархатарлă ăсталăхĕн ырă енĕсене курма тата упрама пĕлнине палăртрĕç. Маттур ачасем викторина ыйтăвĕсен хуравĕсене библиотекăсенче тĕплĕ ларса, интернет уçлăхĕнче тĕпчевлĕ шыраса чăнлăх тупсăмне тупни ĕçсенче туллин палăрчĕ. Викторинăна хутшăннисен ĕçĕсенче усă курнă литературăна кăтартни тата хуравсене Федор Павлов кун-çулне сăнарлакан сăн ÿкерчĕксемпе çыхăнтарса пуянлатни курăнчĕ. Жюри ачасен пĕр йышне, тĕпчевлĕ-шыравлă ĕçленине кура, «Çамрăк тĕпчевçĕ» номинант ят пама йышăнчĕ. Çĕнтерÿçе, призерсене тата номинантсене ыйтусене чи тулли те тĕрĕс хурав панисенчен палăртрĕç.

Викторинăна хутшăннисене пурне те «Хыпар» Издательство çурчĕн сертификатне парса хавхалантарăпăр. Вăйă ăмăртăвăн çĕнтерÿçисемпе призерĕсене, номинанчĕсене дипломсемпе, хисеп хучĕсемпе тата парнесемпе чыслăпăр. Çĕнтерÿçе тата ыйтусене тулли хуравланă пĕр призера Пукане театрĕнче е Çамрăксен театрĕнче спектакль курма икĕ билет тÿлевсĕр парăпăр. Пĕтĕмлетÿпе чыславĕ Чăваш Республикин вĕрентÿ институтĕнче иртĕ. Хăçан ирттерессине пĕлтерĕпĕр.

Акă вĕсем, çĕнтерÿçĕсем, 1-мĕш вырăн — Ольга Григорьева /11-мĕш класс, Çĕрпÿ районĕ, Кăнар шкулĕ/, Илья Шибаев /10-мĕш класс, Йĕпреç районĕ, Пучинке шкулĕ/, Анастасия Сорокина / 9-мĕш класс, Шупашкар, 18-мĕш шкул/.

Призерсем, 2-мĕш вырăн — Юлия Адюкова /11-мĕш класс, Елчĕк районĕ, Елчĕк шкулĕ/, Диана Воробьева /9-мĕш класс, Тăвай районĕ, Йăнтăрчă шкулĕ/, Анастасия Данилова /10-мĕш класс, Улатăр районĕ, Çĕнĕ Эйпеç шкулĕ/, Фаина Егорова /11-мĕш класс, Шупашкар районĕ, Апаш шкулĕ/, Кристина Степкина /9-мĕш класс, Хĕрлĕ Чутай районĕ, Хусанушкăнь шкулĕ/; 3-мĕш вырăн — Татьяна Антонова /10-мĕш класс, Шупашкар районĕ, Вăрман Çĕктер шкулĕ/, Кирилл Григорьев /10-мĕш класс, Патăрьел районĕ, Хирти Пикшик шкулĕ/, Ольга Долгова /11-мĕш класс, Шăмăршă районĕ, Палтиел шкулĕ/, Валентина Егорова /9-мĕш класс, Шупашкар, 62-мĕш шкул/, Виктория Михайлова /10-мĕш класс, Шупашкар районĕ, Тутаркасси шкулĕ/, Кристина Никифорова /9-мĕш класс, Çĕрпÿ районĕ, Чурачăк шкулĕ/, Мария Николаева /10-мĕш класс, Шупашкар, 41-мĕш шкул/, Мария Степанова /9-мĕш класс, Шупашкар, 2-мĕш шкул/, Карина Тимофеева /9-мĕш класс, Çĕнĕ Шупашкар, 8-мĕш шкул/, Ксюша Трофимова /9-мĕш класс, Çĕмĕрле, 3-мĕш шкул/, Елена Федорова /11-мĕш класс, Шупашкар, 49-мĕш шкул/, Надежда Федотова /10-мĕш класс, Элĕк районĕ, Юнтапа шкулĕ/, Юлия Чистякова /10-мĕш класс, Шупашкар районĕ, Кăшавăш шкулĕ/, Даниил Яковлев /9-мĕш класс, Вăрмар районĕ, Кавал шкулĕ/.

«Çамрăк тĕпчевçĕ» номинаци призерĕсем — Диана Иваничева /8-мĕш класс, Шупашкар, 41-мĕш шкул/, Елизавета Исаева /9-мĕш класс, Канаш, 10-мĕш шкул/, Екатерина Козлова /11-мĕш класс, Канаш районĕ, Сиккасси шкулĕ/, Алексей Соколов /10-мĕш класс, Шупашкар, 53-мĕш шкул/, Екатерина Урмакова /9-мĕш класс, Патăрьел районĕ, Ишлĕ шкулĕ/.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.