Пирĕшти ячĕллĕ хĕр пĕрчи
Чăннипех те пĕр-пĕрне юратакансен çемйинче ачисем те çутă та ырă. Пурнăç тума пĕлекенсем, йывăрлăхра ÿснĕскерсем тĕпренчĕкĕсемшĕн питĕ тăрăшаççĕ. Вĕсен килĕнче туслăх хуçаланать.
Шупашкар районĕнчи Чантăр ялĕнче пурăнакан Павловсен виçĕ ача. Асли — Ангелина, вăтамми — Дарина, кĕçĕнни — Ваня. Ашшĕ — Сергей Вадимович — Чăваш академи драма театрĕн артисчĕ, «Кайсас» эстрада ушкăнĕн солисчĕ. Амăшĕ — Анастасия Георгиевна, вăл кĕçĕннипе хальлĕхе килте. Ашшĕ- амăшĕ пултаруллă пулнăран Ангелина та питĕ маттур. Улми йывăççинчен аякка ÿкмест тесе ахальтен каламаççĕ ĕнтĕ. Павловсен çемйи малтан Шупашкарта хваттерте пурăннă. Кайран Чантăр ялĕнче çурт çĕклеме шут тытнă. Вăй çитернĕ çитернех. Виççĕмĕш çул пурăнаççĕ вĕсем кунта.
Ахаль ларма вăхăт çук
Ангелина Павлова Шупашкарти 27- мĕш шкулта 4-мĕш «в» класра пĕлÿ пухать. Вăл вунă çулта. 3-мĕш музыка шкулĕнче «Фортепиано» уйрăмĕнче виççĕмĕш çул вĕренет. Елена Савельева вĕрентекен кашни ачине туйса вĕсен пултарулăхĕсене çÿле çĕклеме тăрăшать. Ангелина вĕрентекене питĕ кăмăллать. Пурăннă çĕртрен инçе пу-лин те Шупашкарти кăнтăр-хĕвел анăç районне эрнере виçĕ хут сукмак хывать.
Чиперук Чантăр клубĕнчи «Нон- стоп» ташă ушкăнне те çÿрет. Ташă ăсталăхне вĕрентме Шупашкартан Татьяна Николаева хореограф килет. Кунсăр пуçне Ангелина 2-мĕш шкулти ташă кружокне те çÿреме ĕлкĕрет. «Нон- стоп» ялти кашни уяв тĕлне концерт хатĕрлет. Маттур ташăçăсене курма залра лăк тулли халăх пухăнать. Унсăр пуçне ташă ушкăнĕ «Салют» культура çуртĕнче, культура институтĕнче хăйĕн ăсталăхне кăтартать. Конкурссенче хут-шăнса малти вырăнсене тухать. Çапла, пĕрре те ахаль лармасть хĕр пĕрчи, çывăрнă чухне çеç канать пулас вăл.
Пирĕшти ячĕллĕ хĕр ашшĕ-амăшне яланах итлет. Тĕпренчĕкĕнчен «Çук» тенине нихăçан та илтмен çывăх çын-нисем. Килтисене хаваспах пулăшать аслă хĕрĕ. Шăллĕпе йăмăкне астăвать, тусан тасатать, урай çăвать, апат пĕçерет. Çуллахи каникулта амăшне пахчара пулăшать. Чиперук таврана ырăлăх сарать тейĕн. Ахальтен мар ĕнтĕ ашшĕ-амăшĕ хĕрне Пирĕшти евĕр пултăр тесе Ангелина ят хунă.
Ашш-амăш пекех тарават
Павловсен çемйи хăна йышăнма юратать. Ачисем те аслисене кура тарават ÿсеççĕ. Хăнасене тасалăхра тата тирпейлĕхре кĕтсе илме, тутлă çимĕçпе сăйлама кăмăллаççĕ. Лешсем вара хĕр пĕрчисем пĕçернĕ çимĕçсене курса тата астивсе тĕлĕнеççĕ. Тăванĕсен ачисем те тăтăшах Павловсем патĕнче. «Килте ача сасси, ахăлтатса кулни, тăпăр-тăпăр утти тулли пултăр», — шухăшлать Ангелинăн ашшĕ- амăшĕ.
Ангелина пушă вăхăтра апат-çимĕç хатĕрлеме кăмăллать терĕмĕр ĕнтĕ. Йăмăкĕпе иккĕшĕ тĕпелте кăштăртатса çемьене тăрантармалăх та хатĕрлесе тултарма пултараççĕ. Манник, купăстапа çăмарта кукăлĕ, пицца, печени пĕçереççĕ. Хĕр пĕрчи хăй тĕллĕн яшка, плов пĕçереет. Амăшĕ пулăшас тесен ăна çывăха та ямасть. Сĕтел çине апат-çимĕç лартсан апатланма çеç чĕнет. Канмалли кунсем çапла çывăх çынсен хушшинче тутлă апат шăршипе иртсе каяççĕ. Ытти кун пĕçерме майĕ çукрах çав Ангелинăн, киле таврăнсан вăхăт килти ĕç валли çеç тивĕçет.
«Тăманлă каçри» Лена
Юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче «Тăманлă каç» спектаклĕн премьери пулчĕ. Ангелина Лена рольне калăпларĕ. Мĕнле лекнĕ-ха вăл çак спектакле? 2016 çулта «Пихампар» мюзикл кун çути курнă. Çак спектакль вĕçĕнче ачасем йытă çурисем пек пулса сцена çине тухнă. Ангелинăна та чĕннĕ мюзикла хутшăнма, анчах та хĕр ачан вăхăчĕ çитеймен. Куншăн хĕр пĕрчи питĕ куляннă. Çемйипе премьерăна кайса курнă та сцена çинчи ачасене ăмсаннă. Вара Çĕнĕ Çул умĕн Хĕл Мучие çырура хăйĕн ĕмĕтне çырса кăтартнă: «Эпĕ «Пихампар» спектакле лекейменшĕн питĕ ÿкĕнетĕп. Хĕл Мучи, манăн та спектакльте пĕр-пĕр роль вылясчĕ, санран питĕ ыйтатăп». Кăрлач уйăхĕнче те роль илейменрен пăшăрханнă вăл. Амăшĕ ăна лăплантарма тăрăшнă. Нарăс уйăхĕнче Ангелинăн ĕмĕчĕ пурнăçланнă. Хĕр калама çук хĕпĕртенĕ. Пĕр-пĕр уява кайнă пек савăк кăмăлпа çÿренĕ вăл репетицисене. «Тăманлă каç» кун çути курас умĕн вара виçĕ кун ирхине вуннăран пуçласа каçхине вуннăччен репетици пулнă. Шкула каймасăрах театрта кун каçнă Ангелина. Питĕ ывăнса таврăннă вăл килне. Хатĕрленни сая кайман. Спектакль питĕ çÿллĕ шайра иртнĕ. Ангелина маттур актриса пулнине куракансем сăнанă сăнанах.
Стоматолог е актер?
Шкул пĕтерсен чиперук актер тата стоматолог пулма ĕмĕтленет. Сăвăсем шăрçалама кăмăллать хĕр ача, тĕрлĕ ташăсем шутласа тупма пултарать. Кĕçĕннисемпе вылянă чухне те роле кĕрсе каять. Ангелинăн ашшĕнни пекех астăвăм вăйлă аталаннă. Тĕслĕхрен, фортепианопа каланă кĕвве пĕрре илтсенех астуса юлать, кĕвве хăй те çĕнĕлĕхсем кĕртме ăста. Анчах та ашшĕ актер енĕпе вĕренме ярасшăн мар. Мĕншĕн тесен хăй артист пулнăран çак ĕç йывăррине ăнланать. Ара пĕр-пĕр спектакле хатĕрленнĕ чух роле чун витĕр кăлармалла-çке! Ангелинăн амăшĕ каласа кăтартнă тăрăх, спектакль умĕн мăшăрĕ 1-2 эрне рольтен тухаймасть, пачах урăх ашшĕ вăл ачасемшĕн ун чухне. Анчах мăшăрĕ те, ачисем те ăна ăнланаççĕ. Стоматолог пулма ĕмĕтленни вара çакăнпа çыхăннă. Шăл тухтăрĕ патне хĕр ача хаваспах çÿрет. Вăл унта лăпкă ларнипе тухтăрсем ăна мухтани, шăла сипленĕ чухне ыраттарманни çак ĕмĕте тĕвĕленме пулăшнă. Малалла вулас...