Пĕр-пĕрин культурине пĕлни пуласлăха çутатĕ
9 Ноября, 2017 | Тантăш | Культура | ачасем

Чÿк уйăхĕн 7-мĕшĕнче Шупашкарти 27-мĕш шкула кĕрсенех чăвашла тумланнă ачасем тата вĕрентекенсем кĕтсе илчĕç. Чĕрĕ пуканесем тейĕн. Чăн та, кашни халăх хăйне евĕрлĕ пулнипе илемлĕ-çке. Çакнашкал ÿкерчĕке кашни кунах курсан тата кăмăллăрах пулĕччĕ те çав. AFS программăпа килĕшÿллĕн «Çĕр пин юрă çĕршывĕн- че» культурăсен хушшинчи диалог иртрĕ. Ку шкул асăннă программăна кăçал пуçласа хутшăнать.

— Çакнашкал программа пуррине тахçанах илтнĕччĕ, — пĕлтерчĕ шкул директорĕ Людмила Жукова. — Пĕлтĕр эпир те унта хутшăнас тесе калаçусем ирттерме пуçларăмăр. Кăçал вара тĕрлĕ çĕршывран ачасене йышăнма тăрăшсах хатĕрлентĕмĕр. Пирĕн ачасене те ку шухăш килĕшрĕ. Тĕл пулăва «Чăваш Енпе паллаштарни» темăпа йĕркелес терĕмĕр. Пирĕн ача-пăча юхăмĕ ятарлă программа хатĕрлерĕ. Ют çĕршыв ачисене чăваш юрри-ташшипе, çи-пуçĕпе, тĕррипе паллаштарма шут тытрăмăр. Тĕрĕ ăсталăхĕн класĕнче кашни хăна хăйĕн валли сувенир хатĕрлерĕ. Программа спорт мероприятийĕпе вĕçленчĕ. Хăнасене кунти ĕç-пуçа хутшăнтарма тăрăшрăмăр. Çав вăхăтрах пирĕн ачасем вĕсемпе хутшăннă май хăйсем акăлчанла мĕнле пĕлнине тĕрĕслерĕç.

Чăваш Енри AFS центр ĕçченĕ Ада Шорникова Индипе тачă çыхăнса ĕçленине палăртрĕ. Чÿк уйăхĕн вĕçĕнче Шупашкарти шкул ачисен ушкăнĕ çав çĕршыва виçĕ эрнелĕхе кайĕ, çуркунне вара индуссем кунта килĕç.

Ку таранччен Чăваш Енри 100 ытла ача Европăпа Ази, икĕ Америка çĕршывĕсенче пулса курнă. Туссем сирĕн те çак программăна хутшăнас килет-и? Апла ĕмĕт-тĕллевĕре акăлчан чĕлхи вĕрентекенĕсене пĕлтерĕр тата чĕлхене лайăхрах вĕренĕр.

27-мĕш шкулти Аня Ефимова, сăмахран, AFS программăпа Италире пулса курнă.

— Пĕлмен çĕре кайма шиклентеретчĕ паллах. Анчах таврăнма — тата хăрушăрах. Мĕншĕн тесен ют çĕре кайнă чухне эсĕ нумай çĕнĕлĕх уçатăн, ку питĕ кăсăклă пулнăран хăнăхнă пурнăç патне таврăнас та килмест. Италире эпĕ ырă кăмăллă çемьере пурăнтăм, вĕсем маншăн тăван пекех пулса тăчĕç. Тата, паллах, итальянла пĕлетĕп эпĕ. Çулталăк çухатрăм пулин те вăл сая каймарĕ. Пурнăç опычĕ пуянланчĕ. Патшалăх экзаменне хатĕрленме тепĕр çул пур-ха манăн, — пĕлтерчĕ Аня. Малалла вулас...

 

Лариса ПЕТРОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.