Archive - 16 Пуш, 2017 - Çамрăксен хаçачĕ
Ура ыратсан та ташлама тивет
Тулли кĕлеткеллĕ хĕртен чылай чухне: «Санран нихăçан та балерина пулмасть», — тесе тăрăхлаççĕ. «Çамрăксен хаçачĕн» паянхи хăни экономист профессине юратмасть. Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн артистки, ЧР Пуçлăхĕн стипендиатки Ульяна Альпидовская сцена валлиех çуралнă. Шупашкарта çуралса ÿснĕскере амăшĕ /сăмах май, вăл Чăваш халăх артистки Татьяна Альпидовская/ театра пĕчĕк чухнех çавăтса килнĕ. Хĕрача кулиса хыçĕнче артистсен хусканăвĕсене тимлĕн сăнанă. Çавăн хыççăн унăн балет шкулне çÿрес кăмăл çуралнă. Ульяна 6-7 çулта чухне гимнастика секцийĕнче ăсталăхне туптама тытăннă. Вăл халĕ кордебалетра çеç мар, уйрăм та ташлать.
«Тĕрмере çуралнă эпĕ…»
Тĕрмесенче /следстви изоляторĕсенче/ ача çурчĕсем — улттă. Мускаври 6-мĕш СИЗО пуçлăхĕ Татьяна Кириллова каласа панинчен /2013 çулхи нарăс уйăхĕнче тухнă «Казенный дом» хаçатран/:
Чăваш халăх юррине шăрантарма амăшĕнчен вĕреннĕ
«Чуна уçса калаçар» рубрика тĕпелĕн паянхи хăни — Роза БЕЛЯЕВА вĕрентекен, юрăç, сăвăç тата композитор. Унăн пултарулăхĕпе тахçантанпах интересленетĕп. Вăл йĕркеленĕ «Юрату.ru» ушкăнăн юррисене нумай илтнĕ. Роза Беляева Чăваш радиовĕнчи «Кайри-мала» хит-парадра пĕрре мар çĕнтерÿçĕ пулнă, Çĕрпÿ районĕн администрацийĕн вĕрентÿ тата социаллă аталану пайĕ йĕркеленĕ конкурсра «Çулталăкри вĕрентекен» ята çĕнсе илнĕ, Чăваш эстрада артисчĕсен союзĕ çулталăк вĕçĕнче ирттерекен «Çулталăкри юрă» конкурсра «Çулталăкри чи лайăх юрă» номинацире мала тухнă.
Музыка «генералĕ»
Кану центрĕсем, клубсемпе радиостанцисем йышлансах пыраççĕ. Кашниех хăйне евĕрлĕхĕпе халăха илĕртмелле тăрăшать. Ку ĕçре шăпах ди-джейăн /акăлчан чĕлхинчен: DJ, disc – jockey – «диск – жокей»/ тÿпи пысăк. Вăл музыка композицийĕсем тупса хатĕрлессишĕн, ăна клубра, радиохумсем çинче янăраттарассишĕн яваплă. Музыка «генералĕнчен» мĕнле кăмăл, сывлăш, стиль хуçаланни килет. Денис Григорьев, DJ DENIS DEN ятпа çÿрекенскер, хăйĕн карьерине 13 çулта чухнех пуçланă. Халĕ вăл — Чăваш Енри тата Атăлçи тăрăхĕнчи чи лайăх ди-джейсенчен пĕри.
Çĕтĕк çăпатине хурăн хуппипе çыхса таврăннă
Шăпа пĕрисене асар-писер çил-тăман евĕр туллать, теприсене çутă та тумхахсăр ăраскал пиллет. Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Атнар ялĕнче пурăнакан 95 çулти Анисия Яковлевăн пилĕкне пурнăç пĕкĕ пек авнă. Çамрăк чухне Анисия Степановна хурăн пек яштака пÿ-силлĕ пулнă, унра вăй-хăват тапса тăнă, аллинче кирек мĕнле ĕç те вĕренĕ. Тăхăр теçетке çула хыçа хăварнă кинемее иртнине аса илме çăмăл пулмарĕ. Унăн вăхăта парăнман çивĕч ăс-тăнĕнчен, ырă кăмăлĕнчен тĕлĕнтĕм. Малалла вулас...