«Эпир кайсан ялта кам юлĕ?»

Хăш-пĕр ялта çамрăксене кăнтăрла хунарпа шырасан та тупаймăн. Пачах çук мар-ха вĕсем. Чылайăшĕ пысăк укçа шыраса ют хулана шапаша каять. Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Атнар ялне çитсен вара тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтĕмĕр. Кунти «Коминтерн» ЯХПКра чылай çамрăк ĕçлет. 30 çула çитменнисем — 12-ĕн! Маттурсем! Ял аталанăвĕшĕн тăрăшаççĕ, тăван тăрăха юратаççĕ. Тепри пулсан ялта мĕн пур тесе хулана тухса тарĕччĕ…

Машина, хваттер туяннă

Пысăк çак хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх ферми темиçе те. Ÿркенмесен ĕçле кăна. «Кунта условисем хуларинчен япăх мар», — çапла каларĕç пире çамрăксем. Хулара ав хăш-пĕр çын 7-8 пин тенкĕ шалупа аран сыпăнтаркаласа пурăнать. Ку укçапа шывшăн, газшăн тÿлемелле, апат-çимĕç туянмалла… Атнарти хуçалăхра тăрăшакан çамрăксем пытармарĕç: вĕсене шалăвне аван тÿлеççĕ. Çавăнпах вĕсен хулана каяс шухăш та çук.

Наталия Егорова ĕçе Туктамăш ялĕнчен çÿрет. 29-тискер кунта 2010 çултанпа тăрăшать. Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче экономиста вĕреннĕскер алла диплом илнĕ хыççăн икĕ эрнеренех ĕçе вырнаçнă. Вăл Атнарти ЯХПКра декрет отпускне кайнă пĕр хĕрарăм вырăнĕнче 2 çул тăрăшнă. Кайран Наталия район центрĕнче страхлакан агентра ĕçлеме тытăннă. «Коминтернра» бухгалтер вакансийĕ пуррине пĕлсех каялла таврăннă вăл. Малалла вулас...

Ирина КОШКИНА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.