«Тĕрмере çуралнă эпĕ…»

Тĕрмесенче /следстви изоляторĕсенче/ ача çурчĕсем — улттă. Мускаври 6-мĕш СИЗО пуçлăхĕ Татьяна Кириллова каласа панинчен /2013 çулхи нарăс уйă­хĕнче тухнă «Казенный дом» хаçатран/:

— Ирĕкре ниепле те хăварайман хĕрарăмсене тепĕр чухне виçĕ çула çитмен ачисемпе пĕрлех тĕрмене хупаççĕ. Вĕсене питĕ лайăх пăхаççĕ. Уйрăм диетăна пăхăнтараççĕ. Мăн хырăмлисене, çуратма вăхăт çитсен, больницăна ăсатаççĕ. Хуралта тăватă çынран кая мар тăрать. Вĕсем айăпланакансенчен пĕр самантлăха та уйрăлмаççĕ. Ачине çуратнă чухне те пĕрлех тăраççĕ. Нимĕн те тăваймăн — йĕрки çапла.

Çуралнă кунĕнче тĕрмене килет

Амăшĕсемпе пĕрлех ачисем те кунтан тухса кайичченех тĕрмере шутланаççĕ. Шел те, питĕ йывăр пулăм ку. Кунта çуралнисен хушшинче темĕнле шăпаллă çын та пур. Пĕрисен çулĕ уçă, йĕркеллĕ, теприсен вара пурнăç кустăрмине питĕ йывăррăн тĕкме тивет. Пытарма кирлĕ мар: кун пеккисем пĕрремĕшĕсенчен чылай ытларах.

СССР спорт мастерне, гимнастика енĕпе тĕнчипе палăрнă чемпионкăна Елена Карпухинăна пĕлмен çын Раççейре çук та пуль. Вăл… Мускаври Бутырка тĕрминче çуралнă. Преступлени тунăшăн кирпĕч шутлама янă амăшĕпе унта икĕ çула çитиччен пурăннă. Амнисти пулнипе амăшĕ Еленăна кукамăшĕ патне илсе кайнă, унта вăл пурнăçăн аслă çулĕ çине тухиччен кун кунланă.

Елена Алексеевна хăйĕн çуралнă кунне темиçе хутчен те тĕрмере, унта вăй хуракансемпе, хуçалăх ыйтăвĕсене тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен отряд çыннисемпе пĕрле, паллă тунă. Паллă спортсменка следстви изоляторĕнчи УФСИН ĕçченĕсене учрежденире культура ыйтăвĕсене аталантарма пулăшнăшăн тав тунă, ют çын хуйхине ăнланма пултарнине палăртнă. Елена Карпухина Бутыркăна пушă алăпа пыман. Тĕрме ĕçченĕсене тата унта кирпĕч шутлакансене вăл курупки-курупкипе печени тата чей парнеленĕ. Сергей Есенин, Владимир Высоцкий, Джек Лондон кĕнекисене парса савăнтарнă. Малалла вулас...

v-kurse-voronezh.ru сайтран илнĕ сăнÿкерчĕк.

 

Ирина ПЕТРОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.