Archive - Çу 2015 - Çамрăксен хаçачĕ
- Date
- Type
мая 21st
Пурнăç тути-масине курмасăрах - вăрçă вут-çулăмне
мая 14th
«Çамрăксен хаçачĕ» 19 (6060) №. 14.05.2015
"Поле чудес" кăларăмра каллех чăвашсем юрласа ташланă. 3 стр.
Ачасен çамки çине "иккĕ" паллă лартнă учителе явап тыттарнă. 4 стр.
Макăракан пĕчĕк ывăлне амăшĕ эрех ĕçтерсе çывăратнă. 4 стр.
Алина Федоровăпа Денис Пугач юрăçсене мĕн çыхăнтарать? 6 стр.
Васса Иванова: "Хĕр пулса çитрĕм, пуçа çыхма тутăр та çук". 11 стр.
"Ман хуняма та Алла Пугачевăран юлас темерĕ - çамрăккине тупрĕ". 12 стр.
“Шанăç телефонĕ” пулăшнипе
Наркотĕрĕслев федераци службин Чăваш Енри управленийĕн ĕçченĕсене «шанăç телефонĕ» преступниксен йĕрĕ çине ÿкме пулăшнă. Шупашкарта пурăнакан пĕр çын сисчĕвленсе шăнкăравланă.
Алăкĕ çук пулин те хĕлле - хупă, çулла - уçă
Телекăларăмра юрласа ташланă
"Поле чудес" телекăларăм ертÿçи Чăваш Ене тăтăшах килме тытăннăран халăхра "Леонид Якубович чăвашсене килĕштерет" теме тытăнчĕç. Телевизор пăхма юратакансем те кăларăма чăвашсем час-часах хутшăннине сисрĕç пулĕ. Нумаях пулмасть чăваш эстрада артисчĕ, Сĕнтĕрвăрри районĕн ентешлĕхĕн ертÿçи Андрей Кузнецов "Поле чудесра" ÿкерĕннине пĕлсен июнĕн 26-мĕшне /кăларăм эфира çав кун тухĕ/ кĕтме чăтăмлăх çитмерĕ - унпа маларах çыхăнтăмăр.
“Мăшăрăн ĕмĕтне пурнăçларăм”
Пĕр-пĕрне кура нумай ача çуратаççĕ
"Ача-пăча пÿрт тултарать", - тенĕ ваттисем. Чăн та, çемье ăшши çутă тĕнчене килнĕ тĕпренчĕксенчен те чылай килет. Вĕсем - ашшĕ-амăшĕн савăнăçĕ, куç тулли телейĕ. Кунпа Вăрнар районĕнчи Юпшик ялĕнче пурăнакан Земфира Африканова та килĕшмесĕр тăраймарĕ. Мăшăрĕпе 4 ачи 35-ри хĕрарăмшăн - пĕтĕм пурнăç.