Тепĕр хут - юрату çинчен...
Юрату çинчен кунĕн-çĕрĕн пĕр чарăнми калаçма пулать, мĕншĕн тесен юрату çĕр çинчи чи хăватлă, чи илемлĕ, чи çепĕç туйăм. Вăл çынна пурăнма, ĕçлеме вăй парать. Çапла, юрату çинчен эпир сăмах çăмхине кăмăлтан сÿтетпĕр, пăшăл пăтти пĕçеретпĕр. Уйрăмах сăлтавĕ пур пулсан. Сăлтавĕ вара чăнах та пур, йĕркесен хушшинчине вулама çеç ан ÿркенĕр. "Чуна уçса калаçар" рубрикăн паянхи хăни виçĕ çул каяллах интервью пама шантарнă тусăм, паллă юрăç, тăрăшулăхĕшĕн ЧР Патшалăх Канашĕпе ЧР Культура министерствин Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ тĕрлĕ конкурс лауреачĕ, Чăваш Енри эстрада артисчĕсен союзĕн ертÿçи Алина ФЕДОРОВА.
- Алина, килĕшетĕн пуль: кашниех икĕ çыннăн çутă юратăвĕпе тĕвĕленсе тĕнчене юратма çуралать. Çак телей санран та пăрăнманах ĕнтĕ.
- Аттепе аннене те юрату çеç çывăхлатма пултарнă - ара, атте аннерен ытла та аслă пулнă-çке. Асамлă хăват анне чĕринче малтан хĕрхенÿ туйăмне тĕвĕлентернĕ, каярахпа вăйлă та çепĕç туйăма çаврăннă. Анне вăрçăран аманса таврăннă, сылтăм аллине çапăçу хирĕнче хăварнă, мăшăрне вăхăтсăр çухатса тăватă ачапа тăрса юлнă çулланнă арçынпа килĕштерсех çемье çавăрнă. Çак туйăм пире Володья пиччепе иксĕмĕре пурнăç панă. Аттене тĕтрери пек çеç астăватăп. Эпĕ тăватă çулта чухне вăл вăрçă суранĕсене пула куçне ĕмĕрлĕхех хупрĕ. Ял халăхĕ шÿте юратаканскере хисепленĕ. Вăрманçăра ĕçленĕскер чылай çемьене ырă тунă. Уявсенче ăна хăнана кăмăлпах чĕннĕ. Сулахай аллипе хуткупăс тытса çăмăл кĕвĕ кăларса çынсене ташлаттарса юрлаттарнă вăл. Мана та хăрах аллипе тытса чĕркуççи çине тăратса юрлаттаратчĕ. "Самолет вĕçет, моторĕ кĕрлет, ан кулян, савни, эп чичас килеп" такмак йĕркисем асра ĕмĕрлĕхех çырăнса юлчĕç. Тен, çак пулăм та кун-çулăма юрăпа çыхăнтарчĕ? Атте шалăвне, пенси укçине пиччене шанса панă, лешĕ нухрата вăрттăн кĕтесе пытарнă. Анне печенипе канфет илме ыйтсан та атте сăмахĕ уншăн саккун пулнă. Элĕк районĕнчи Исванкă ял лавккинчен пиччепе иккĕшĕ хул урлă сушкă çыххи çакса килсен анне курăк чейĕ хатĕрлетчĕ. Аттене çухатсан выçă ларас мар тесе анне пире 2 çухрăмри Йăлкăш ялне кĕтÿ пăхма илсе çÿретчĕ. Ирхи 5 сехетре вăрататчĕ. Эх, епле çывăрас килетчĕ. Кăнтăр вăхăтĕнче выльăхсем выртсан пиччепе иксĕмĕр юратнă сурăх çумне йăпшăнаттăмăр та тутлă ыйха путаттăмăр. Çумăр вăхăтĕнче чи малтан "тусăма" витеттĕмĕр, унпа çăкăра пайласа çиеттĕмĕр. Пĕррехинче кĕтÿре çÿренĕ чухне эпĕ тунката çине хăпарса тăнă та юрă шăрантарнă. Аппапа тусне эпĕ сĕрлени йăлăхтарнă пулмалла, мана тунката çинчен туртса антарнă та аванах лектернĕ. "Çапах артистка пулатăп", - эпĕ кăшкăрса йĕнине илтнĕ арçын хайхискерсене ятланă: "Ма хĕнетĕр? Тен, ÿссен паллă юрăçах пулĕ!"
- Сцена çинче хăвна аçун ачаш чĕрçи çинчи пекех туятăн-и?
- Унăн пилĕпех юрлатăп. Аттене çухатсан пурнăç самаях йывăрланчĕ. Анне кунĕ-кунĕпех фермăраччĕ. Виçĕ ачана пĕччен тăрантармалла-çке! Хырăм выççине епле манăн? Ĕçе кайиччен анне сак çине кашни ачи валли пĕрер кашăк сахăр песукĕпе пĕрер татăк çăкăр хурса хăваратчĕ. Пĕр-пĕринпе харкашмасăр çав апатпа кун кулаттăмăр. Эпĕ 4-мĕш класа çÿренĕ чухне кукамай вилчĕ, анне пире тăван ялне - Чăрăшкассине - илсе кайрĕ. Ĕç тĕлне пĕлсе çитĕнтĕмĕр. Аннене пулăшма фермăна çÿрерĕмĕр, колхоз уйĕнче пилĕк аврăмăр. Алла укçа кĕме пуçласан кăна пурнăç кăштах самайланчĕ. Хам тĕллĕн пурăнас килни тĕп хулана кайма хистерĕ. Анне мана, 15-ри хĕрне, хулана пĕччен кăларса ярасшăн пулмарĕ, çапах Шупашкарти чăлхапа трикотаж фабрикине вырнаçрăм. Светлана аппа патĕнче пурăнтăм. Çĕвĕçе вĕреннĕ вăхăтрах 2-мĕш çĕвĕ цехне ĕçе илчĕç, каçсерен вара вăтам пĕлÿ илме шкула васкаттăм.
- Тĕлĕнмелле, эпĕ те çав çулсенче фабрикăра радиоредакторта тăрăшрăм. Пирĕн çулсем юнашарах выртнă! Пĕрремĕш шалăва та пĕр вăхăтрах илнĕ тата! Малалла вулас...