- Чăвашла верси
- Русская версия
Алăкĕ çук пулин те хĕлле - хупă, çулла - уçă
Эпир, журналистсем, кирлĕ-кирлĕ мар çĕре "сăмса чикме" шутсăр юрататпăр. Хальхинче Красноармейски районĕнчи Çырмапуç клубĕ пирĕн куç тĕлне пулчĕ. Ял хĕрринче вырнаçнăскере асăрхамасăр майĕ те çук. Ларать çапла çурт - алăкĕ çук та кĕмесĕр епле чăтас? Ун умĕнче, стоянкăри евĕр, çăмăл машинăсем тăратчĕç. Урамсенче çул начаррипе çакăнта лартса хăвараççĕ-мĕн. Акă икĕ арçын автомобилĕ умĕнче чакаланатчĕ. Ку пÿрт культура çурчĕ иккенне çавсенчен пĕлтĕм те.
Шапашкăран таврăннă
Фойере сĕтел, пукансем вырнаçтарнă, теннис сĕтелне пуçтарса хунă. Кунта кирек кам та кĕрсе тухма, ларса канма пултарать. Канасси-мĕнĕ ĕнтĕ - эрех-сăра ĕçесси... Акă сĕтел çинче пушă кĕленче ларатчĕ. Зал, ытти пÿлĕм алăкĕсене çăрапах питĕрсе илнĕ. Тĕрĕссипе, тирпейсĕр теме çук ку вырăна. Урамра та çÿп-çап йăваланнине курмарăм, хыт-хура пусман, çурт чÿречисем те ванчăк мар. Йĕркеллĕ çуртах темелле. Ĕçлет-и ку клуб е çук-и? Çакна пĕлес килчĕ. Урамра тĕл пулнă арçынсем каланă тăрăх, ĕçлет вăл, анчах çулла çеç.
Лавккара яланах çын пулаканччĕ, ял-йышпа сăмах ваклас тесе çавăнталла утрăм. Чăнах та, йăнăшмарăм иккен: лавкка умĕнче пĕр ушкăна курнăшăн савăнтăм. Кăнтăр кунĕнче харăсах çавăн чухлĕ яша хăш ялта тĕл пулатăн тата? Кунта авă çăмăл машинăсемпех килсе тулнă. Ял тăрăхĕн депутачĕпе Анатолий Семеновпа паллашрăмăр. "Ĕнер кăна Мускавран килсе çитрĕç çамрăксем. Халĕ çапла "отходняк" параççĕ-ха", - тÿрре кăларма тăрăшрĕ лавкка хыçнелле утакансене. Руслан ятли кăна манпа калаçма хапăл турĕ, ыттисем çырманалла васкарĕç. Нумай тăмарĕç, пушатнă кĕленчене çавăнтах пăрахса хăварчĕç те "хурçă учĕсене" утланса саланчĕç. Русланран та усси пулмарĕ. "Эсĕ качча кайман-и?" тесе аптăратнăскертен кирлине ыйтса пĕлеймерĕм...
"Эсир ялти клуба кĕрсе çÿретĕр-и?" - кăсăклантăм яшран.
"Симĕс ресторан" уçăлчĕ те халĕ клуб кирлĕ-и вара?" - хуравларĕ вăл. Малалла вулас...
Комментари хушас