- Чăвашла верси
- Русская версия
Тăлăхсем кил ăшшине туйса ÿсчĕр
"Тăлăх турата тăвăл та хуçать", - тенĕ ваттисем. Ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă ачасене те йывăр. Аслисен кĕçĕннисене хăй вăхăтĕнче тивĕçлĕ воспитани памалла. Анчах тĕпренчĕкĕсене çуратсанах пăрахса хăварнине, ĕçкĕпе иртĕхекен ашшĕ-амăшĕ ачисем çине алă сулнине епле ăнлантарма пулать-ши? Пĕчĕкренех аслисене кÿренсе, воспитани мĕнне пĕлмесĕр ÿснĕ шăпăрлан тÿрĕ чунлă, ĕçчен пуласси иккĕлентерет. Чĕрчунсемпе кайăксем те тĕпренчĕкĕсене пăрахмаççĕ те, этем варĕнче тĕвĕленсе çут тĕнчене килнĕ ачинчен сивĕннĕ ашшĕ-амăшне мĕнле йышăнмалла? Юрать, тĕнчере ырă çынсем пур. Вĕсене пула тăлăхсем çемье ăшшине туйса ÿсеççĕ. Паян "ÇХ" тусĕсене Шупашкар районĕнчи Çĕнĕ Тренкассинче тĕпленнĕ Степановсен йышлă çемйипе паллаштарас килет.
Патăрьел районĕнче Ульяновка поселокĕнче çуралса ÿснĕ Владислав Васильевичпа Комсомольски районĕнчи Кĕçĕн Çĕрпÿелте кун çути курнă Вера Даниловăна шăпа Йĕпреç тăрăхĕнче паллаштарнă. Вĕсене иккĕшне те Липовка шкулне ачасене вĕрентме янă. Пурăна-киле çемье чăмăртанă вĕсем, Тренкассинче тĕпленнĕ. Степановсем виçĕ ача çуратса ÿстернĕ. Çулсем сисĕнмесĕр шунă. Виççĕшĕ те ÿссе çитĕннĕ, çемьеллĕ пулнă. Пÿртре ача сасси янăрамасан кичем-çке. Вера Даниловна телевизорпа "Найди меня, мама" кăларăм пăхма юратнă. Пĕррехинче шкула тăлăх ачасене пулăшакан ыркăмăллăх марафонĕн хастарĕсем килнĕ. Çапла Степановсем нумай шухăшламан - ача опекăна илме тĕллев тытнă. 2008 çулта вĕсем Шупашкарти ача çуртĕнчен Вадима илсе килнĕ. 9-ти арçын ача воспитани тĕлĕшĕнчен çирĕпех пулман. Вăл ача çуртĕнче çĕрлехи 2 сехетчен компьютер умĕнче вылянине, çав вăхăтра воспитатель çывăрнине каласа кăтартнă. Вăл килсенех: "Сирĕн компьютер пур-и?" Малалла вулас...
Комментари хушас