Archive - 2014 - Хресчен сасси
апреля 16th
Мĕншĕн тÿлевлĕ?
Пирĕн «Первомайск» хуçалăха Михаил Владимирович Петров ертсе пырать. Вăлах – «Малалла» хуçалăх ертÿçи те. Эпир, колхозра ĕçленĕскерсем, çĕр пайне хуçалăха панă. Вăл унпа усă курать. Хамăр çĕр çинче çитĕнтернĕ тыр-пула пире укçалла сутать. «Малалла» колхозникĕсем çав тыр-пула тÿлевсĕрех илеççĕ.
Эпĕ 36 çул механизаторта ĕçлерĕм: комбайнерта, трактористра вăй хутăм. Халĕ пенси укçипе тырă туянатпăр. Çын пуçне 50-шар кило пачĕç. Вăл чăх усрама та çитмест.
Алексей Смирнов. Патăрьел районĕ.
апреля 11th
Çăмарта хуппи пулăшĕ
Эпир кунта хăнара
Çын ĕмĕрĕ хăналăх. Шутлă çулсене тирпейлĕ те сăпайлă, ăс-тăнпа та вăй-хăватпа пурăнсан ватлăхра ÿкĕн-мелле пулмĕ.
Пĕлтĕрхи кăтартусем тăрăх – Шăмăршă районĕнче арçынсен вăтам ĕмĕрĕ 63 çулпа, хĕрарăмсен 77 çулпа танлашнă. Пурнăçран уйрăлса кайнисен 25,6 проценчĕ ĕçлеме пултаракан вăй питти çынсем пулнă. Нумайăшĕ ĕçкĕпе иртĕхнĕ. 17-шĕ вара çакăнса вилнĕ.
Мĕн сăлтавпа ăссăрла çак утăма тунă-ха вĕсем? Пурнăçĕ çав таран хĕсĕнсе çитнĕрен-ши е эрех-сăмакун тыткăнĕнчен хăтăлаймасăр ăс-тăнĕ арпашăннăран-ши?
Лайăх курасчĕ
Венăсем тухсан
Сăрă лектертĕм
«Хресчен сасси» хаçата кашни çулах çырăнса илетĕп. Усăллă сĕнÿ-канаш нумай пичетлени илĕртет. Манăн та ыйту пур. Тумтир çине лекнĕ çуллă сăрра мĕнле ямалла? Çĕнĕ халатах вараларăм-çке. Çийĕнчех асăрханă пулсан, тен, тасатма та пулатчĕ. Халĕ вара...
Людмила Алмазова. Муркаш районĕ.
апреля 9th
Çĕр улми ÿстерекенсене - субсиди
Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви федерацин аграри ведомствине вырăнти экономикăшăн пĕлтерĕшлĕ тăхăр программа тăратнă. Иккĕшне пăхса тухнă та ĕнтĕ. Республикăра мелиорацине тата çĕр улми туса илессине аталантарма Раççей бюджетĕнчен укçа уйăраççĕ. Пĕлтĕрхи пекех шăвармалли техника туянма тăкакăн 50 процентне саплаштараççĕ. Иртнĕ çул хуçалăхсем çак субсидипе анлăн усă курнă.
Сÿрелеме тухнă
Республикăри чылай хуçалăхра çурхи ĕçсем пыраççĕ. Акционерсен "Батыревский" пĕрлешĕвĕнче кĕрхисене 1055 гектар çинче, нумай çул ÿсекен курăксене 300 гектар çинче апатлантарнă. Тутлăхлă выльăх апачĕ хатĕрлеме май паракан курăк пуссине сÿрелеме тухнă.
Çĕр улми лартма хатĕрленсе ăна 1920 тонна яровизациленĕ. Тепĕр 1080 тоннине кăчкăлантарма хунă.
Кооперативсен съездĕнче
Кăçалхи ака уйăхĕн 3-4-мĕшĕсенче Санкт-Петербург хулинче пĕтĕм Раççейри агропромышленноç куравĕ йĕркеленĕ, çак анлă мероприяти шайĕнче ялти кооперативсен II съезчĕ иртнĕ. Унта Раççей Федерацийĕнчи 76 регионран 700 ытла çын хутшăннă. Чăваш Ен делегацине (унта Сĕнтĕрвăрри, Тăвай, Муркаш, Красноармейски, Шупашкар районĕсенчи ял хуçалăх производство кооперативĕсенчен, Чăвашпотребсоюзран хутшăннă) "Агро-Инноваци" КУП директорĕ Николай Васильев ертсе пынă.