Лайăх курасчĕ

11 Ака, 2014

Куç çивĕчлĕхне ÿстерме çак рецептсем пулăшма пултарĕç.

Ытларах кĕтмел (брусника) çырли çимелле: тин татни те, йÿçĕтни те, варени туни те юрать.

Кунне 2 хут апат умĕн 1 сехет маларах çур стакан чухлĕ петрушка настойĕ ĕçмелле: тин вĕретнĕ 1 стакан шыва 1 кашăк петрушка çулçи ярса пĕр сехет кĕтмелле, сăрăхтармалла. Анчах пÿре тата шăк хăмпи шыççи чухне петрушкăпа сипленме юрамасть.

Куç япăх курсан хăмла çырли чечекĕпе е çулçипе вĕретнĕ чей усăллă. Кунне 2-3 хут пĕрер стакан ĕçмелле.

Ватлăхра та куç аван куртăр тесен каçхине валериан настойкине шăршламалла. Малтан сăмсан пĕр шăтăкĕпе, унтан тепринпе 10-шар хут сывласа илни куç çивĕчлĕхне ÿстерĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.