Сăрă лектертĕм
«Хресчен сасси» хаçата кашни çулах çырăнса илетĕп. Усăллă сĕнÿ-канаш нумай пичетлени илĕртет. Манăн та ыйту пур. Тумтир çине лекнĕ çуллă сăрра мĕнле ямалла? Çĕнĕ халатах вараларăм-çке. Çийĕнчех асăрханă пулсан, тен, тасатма та пулатчĕ. Халĕ вара...
Людмила Алмазова. Муркаш районĕ.
Тăрăшсан халĕ те тасатма пулĕ. Хăвăра килĕшекен меслете суйласа илме сĕнетпĕр. 1) Вараланнă вырăна скипидарпа питĕ лайăх йĕпетсе вăл çемçелессе кĕтмелле. Çакăн хыççăн сăрра çăп-çăра тунă апат соди хутăшĕпе сăтăрмалла. Кайран шывпа çуса ямалла. 2) Бензина ацетонпа е скипидарпа хутăштармалла (растворитель пулĕ). Ваткăна хайхи шĕвекпе йĕпетсе вараланнă вырăна хĕрринчен варринелле сăтăрмалла. Юлашкинчен нашатырь спирчĕпе йĕпетнĕ ваткăпа усă курмалла. 3) Вараланнă вырăна çемçетмешкĕн маргаринпа е услам çупа сĕрмелле. Çемçелнĕ хыççăн скипидарпа, краççынпа е бензинпа сăтăрмалла. Унтан ытти чухнехи пекех çумалла. 4) Шурă пусма çинчи сăрра яма çапла хутăш хатĕрлемелле: пурă (извеç) порошокĕ, скипидар тата нашатырь спирчĕ хутăштармалла, вараланнă вырăна сĕрмелле. Темиçе сехет иртсен ăна ацетонпа, бензинпа е скипидарпа йĕпетнĕ пусма таткипе сăтăрмалла.
Асăрхаттарни: тиртен тунă е синтетикăран çĕленĕ япалана ацетонпа сăтăрса юрăхсăра кăларма пулать. Нашатырь спирчĕ вараланнă вырăн тĕсне улăштарни паллă. Çăм япалана сăрăран тасатнă чух вара, тип çупа усă курни аван.