Тĕп хулара иртекен Çуркуннепе Ĕç уявĕн программи самай пуян. Йăлана кĕнĕ пекех, савăнăçлă мероприятисен ярăмне халăх Шупашкарăн тĕп урамĕсемпе утни уçĕ. Общество организацийĕсен, тĕрлĕ предприяти- учреждени ĕçченĕсем, çамрăксем хутшăннипе йĕркеленекен колоннăсене вĕрсе калакан оркестр ертсе пырĕ. Хулан кашни районĕнчен пухăнакан ушкăнсем В.Чапаев скверĕнче 9 сехетре тĕл пулĕç. Ленин проспектĕнчен пуçласа Хĕрлĕ тÿреме çити тăсăлакан хаваслă марш 10 сехетре пуçланĕ.
«Кристина Нестеровăпа Данил Егорова палларăр-и? Вĕсем — пĕчĕк Нарспипе Сетнер — Шупашкарта йĕркеленĕ Пĕтĕм чăвашсен Акатуйне уçнăччĕ», — пуçларĕ калаçăва Патăрьел районĕнчи Анат Тăрмăш шкулĕнчен килнĕ Вера Еремеева. Çав самант, чăн та, тÿрех куç умне тухрĕ. Данил Егоров, тĕслĕхрен, çак конкурсра I степень лауреачĕ ята 4-мĕш хут тивĕçрĕ. Кăçал Николай Исмуковăн «Лаштра юман» сăввипе жюри членĕсене тыткăнларĕ вăл. Ятарласах ентешĕн сăввине суйланине те пытармарĕç конкурса килнисем.
Реклама тарăхтарса çитерчĕ-и? Çапла пулмасăр! Телевизор вĕçĕмсĕр тĕрлĕ эмеле мухтани, хĕрарăмсемшĕн мĕнле, каçарăр, прокладка лайăхрах пулни, ытти пирки шавлани çитмест — телефонпа та татти-сыпписĕр СМС килет. Юлашки вăхăтра вара хăйсен таварне, пулăшу ĕçĕсене сĕнекенсем шăнкăравласах чăрмантарма пуçларĕç…
«Вăрман — çĕр-аннемĕр ÿпки», — вĕрентнĕ пире мĕн ачаран. Йывăç-курăк пĕлтерĕшĕ капашсăр пысăккине ăша хывса çитĕннĕ эпир. Вăрман лартмалли куна нумай çĕршывра паллă тăваççĕ. Уяв çамрăк хунав лартассипе, вăрман-катана тасатассипе çыхăннă. Çак кун совет тапхăрĕнчех экологи чи пысăк уявĕсенчен пĕри пулса тăнă. Вăрман лартас ĕçе шкул ачисене явăçтарасси вара XIX ĕмĕр вĕçĕнче йăлана кĕнĕ. Раççейре ку акци ака-çу уйăхĕсенче иртет. Унта ватти те, вĕтти те хутшăнать.
Пурнăç вак-тĕвекрен тытăнса тăрать. Чăн та, ăна асăрхасах та каймастпăр эпир, вышкайсăр пысăк ĕçсемпе пулăмсем кăна пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннăн туйăнать. Нумаях пулмасть ĕçпе пĕр районти хуçалăх ертÿçи патне шăнкăравларăм. Вăл ытла та ассăн сывланипе хам та сисмесĕр тенĕ пек сăлтавĕпе кăсăклантăм. «Мĕншĕн çуркунне çитет- ши? — тĕлĕнтерчĕ хайхискер. Эпĕ нимĕн чĕнме аптранине сиссе-тĕр, сăмахне малалла тăсрĕ: — Хĕллех лайăхчĕ. Нимĕн те курăнмастчĕ. Халĕ акă юр ирĕлсе пынă май мĕн кăна сиксе тухмасть!» Ертÿçе ăнланма пулать.