Archive - Çĕртме 2018 - Чăваш хĕрарăмĕ

июня 30th

30 Çĕртме, 2018

Улăм пĕрчи те, йывăç турачĕ те çук

Вутпа шывăн ырри те, усалли те пурри çинчен ваттисем авалах каланă. Çакна, паллах, хамăр та аван тавçăратпăр. Этемлĕх вутсăр та, шывсăр та пурăнайман пулĕччĕ. Çав вăхăтрах шăпах вĕсем чи пысăк инкеке те çаврăнаççĕ. Асăрханмаллине асра тытмасан. Çапла, хăрушсăрлăх пирки самантлăха мансанах вутти те пурлăхсăр хăварать, шыв та инкек кăтартать…

30 Çĕртме, 2018

Хёяр

Теплицăри хăяра апатлантармашкăн им-çам çук-и? Апла тăк 1 литр банкине компост вырăнĕнчи çĕре илсе 1 витре шыва ямалла. Çак хутăшпа теплицăри 2-3 тăваткал метр лаптăкри хăяра шăвармалла. Çакăнти кăмрăк йÿçек газĕн витĕмĕпе хăяр ытларах тытăнать.

30 Çĕртме, 2018

Хыт кукарпа мĕн тăвас?

— Тиркетĕн апла... — уçăлса çÿреме килĕшменшĕн ÿпкелесшĕн пулчĕ пĕлĕшĕм. — Унччен те йĕрĕнтĕн. Манпа çÿремерĕн... — каллех чăкăлташрĕ вăл.
Эпĕ вара кăмăл çуккине çеç пĕлтертĕм. Ăçтан ку çулпа утрăм паян? Хама хам тарăхрăм та. Урăх сукмакпа пăрăнса иртнĕ тăк студент чухнехи тусăма тĕл пулас çукчĕ. Курнăçсан чарăнса калаçмасăр епле иртĕн?

30 Çĕртме, 2018

Шурă акăш хура курак пулмастех…

«Шăмат кун каçхине хăна­на­ çитĕр!», «Туя пырăр!», — йыхравлаççĕ хăнасене Санюкпа /ЧР халăх артистки Валентина Иванова/ Ануш /РСФСР, ЧАССР халăх артистки Нина Яковлева/. Анчах та уяв пулмасса пĕлмеççĕ-ха вĕсем…

30 Çĕртме, 2018

«Халăхăн пуянлăхне пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтартăм та шăрçаласа ярăм турăм»

Эй, тантăшсем, ял-йышсем,
Акатуя килнисем,
Мерчен кайăк юррине,
Улăп çинчен хунине,
Кунта пĕрле юрлар-и,
Улăп пекех пулар-и?

июня 23rd

23 Çĕртме, 2018

Шăнар — çăтмах кĕтесĕ, анчах унта çитмешкĕн çулĕ такăр мар

Йĕри-тавра илемлĕ хурăнсем çитĕнеççĕ. Пĕлĕте кармашма ĕлкĕрейменскерсем яла илем кÿреççĕ /вĕсене курсан «кунта милĕк хуçма лайăх-çке» текен шухăш амаланчĕ чи малтан. Мунча хутсан пĕр мăшăр тухса хуç та реххетлен кăна çĕнĕскерĕн ырă шăршипе!/. Йĕри-тавра та, ял урамĕнче те ÿсеççĕ вĕсем. Çурчĕсене йывăç хыçĕнче тупаймăн та…
Чечек ытамĕнче

23 Çĕртме, 2018

Ĕмĕр тăршшĕпех хĕрлĕхне çухатман

Ун чухне, 1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланни çинчен хыпар çĕршывĕпех çиçĕм хăвăртлăхĕпе сарăлнă. Çĕрпÿ районĕнчи Патăрьелте пурăнакан Людмила Белова йывăр çав вăхăта хăй чăтса ирттернĕ.

Pages