- Чăвашла верси
- Русская версия
Хёяр
Теплицăри хăяра апатлантармашкăн им-çам çук-и? Апла тăк 1 литр банкине компост вырăнĕнчи çĕре илсе 1 витре шыва ямалла. Çак хутăшпа теплицăри 2-3 тăваткал метр лаптăкри хăяра шăвармалла. Çакăнти кăмрăк йÿçек газĕн витĕмĕпе хăяр ытларах тытăнать. Теплицăра ĕне е кайăк-кĕшĕк каяшĕпе хутăштарнă шыв савăчĕ лартни усăллă. Енчен те çакăнта типĕ утă е пăчкă кĕрпи хушсан хутăш хăвăртрах йÿçет, çавна май йÿçек газ хăвăртрах сарăлать. Вăл хăяр тухăçне пысăклатать.
Комментари хушас