шыв

30 Çĕртме, 2018

Улăм пĕрчи те, йывăç турачĕ те çук

Вутпа шывăн ырри те, усалли те пурри çинчен ваттисем авалах каланă. Çакна, паллах, хамăр та аван тавçăратпăр. Этемлĕх вутсăр та, шывсăр та пурăнайман пулĕччĕ. Çав вăхăтрах шăпах вĕсем чи пысăк инкеке те çаврăнаççĕ. Асăрханмаллине асра тытмасан. Çапла, хăрушсăрлăх пирки самантлăха мансанах вутти те пурлăхсăр хăварать, шыв та инкек кăтартать…

10 Раштав, 2016

Çĕр ăшĕнче те шыв пур

Ăсчахсене ĕненес тĕк — сахалах та мар: океанĕ-океанĕпе! Юлашки хут çакна Стив Якобсен ертсе пыракан Америка ученăйĕсен ушкăнĕ çирĕплетнĕ. Вĕсем Бразилире вулкана пула çĕр ăшĕнчен — 1000 километр тарăнăшĕнчен — вĕçсе тухнă алмаз татăкне тĕпченĕ. Унта шыв пурри палăрнă.

Маларах çакăн пек пĕтĕмлетÿ патне Канада ăсчахĕсем çитсе тухнă. Икĕ пĕтĕмлетĕве пĕрлештерсе вара çакна çирĕплетме пулать — Çĕр ăшĕнче Лăпкă океанран 10-20 хут пысăкрах шыв управĕсем пур.

3 Çĕртме, 2015

Шыв çăмăлттайлăха каçармасть

Çуллахи ăшă кунсем кирек камшăн та пысăк савăнăç, уйрăмах - ачасемшĕн, вĕсен каникул пуçланчĕ-çке. Кану вăхăчĕпе усă курса пĕрисем яла васкаççĕ, теприсем шкул çумĕнчи е сывлăха çирĕплетмелли лагерьсене каяççĕ.

Pages