Комментари хушас

3 Çĕртме, 2015

Шыв çăмăлттайлăха каçармасть

Çуллахи ăшă кунсем кирек камшăн та пысăк савăнăç, уйрăмах - ачасемшĕн, вĕсен каникул пуçланчĕ-çке. Кану вăхăчĕпе усă курса пĕрисем яла васкаççĕ, теприсем шкул çумĕнчи е сывлăха çирĕплетмелли лагерьсене каяççĕ. Каникула кирек ăçта ирттерсен те ачасен хăрушсăрлăх çинчен самантлăха та манмалла мар.

Ачасене сăнасах тăмалла

Çакăн пирки Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн Пĕчĕк карапсен патшалăх инспекцийĕн центрĕн Шупашкарти уйрăмĕн патшалăх инспекторĕсем тăтăшах аса илтереççĕ: ку темăпа вĕсем май уйăхĕнче шкулсенче профилактика урокĕсем, практика занятийĕсем ирттернĕ, халĕ вара лагерьсене кайса тĕлпулусем, викторинăсем йĕркелеççĕ.

«Ачасене официаллă майпа уçнă пляжсенче тата çакăн валли ятарласа йĕркеленĕ вырăнсенче çеç шыва кĕмеллине аса илтеретпĕр. Шупашкарти пляжсенче çăлавçăсем дежурствăра тăраççĕ, çăлав хатĕрĕсем те пур. Буексемпе палăртнă çĕрте çеç ишме юранине, унтан шалалла кайсан карапсем айне лекес хăрушлăх пуррине пĕлтеретпĕр. Темиçе çул каялла пĕр арçын катер айне лексе алăсăр тăрса юлнăччĕ. Карапсем çинчисем буексен леш енчи çынна тÿрех асăрхамасан та пултараççĕ, çавăнпа кашниех асăрхануллă пулмалла, правилăна асра тытмалла. Кимĕпе е ытти хатĕрпе ярăнас текенсен çăлав жилетне тăхăнма манмалла мар. Ачасен аслисемсĕр шыва кĕме юрамасть!» - каласа кăтартрĕç çÿлерех асăннă уйрăмăн патшалăх инспекторĕсем Сергей Аршиновпа Александр Порфирьев. Вĕсем пĕлтĕр май уйăхĕнче Шупашкарти пĕр пляжра пулнă инкеке аса илчĕç. Ун чухне тĕп хулари 10-мĕш шкулта вĕренекенсем учителĕпе пĕрле Атăл хĕррине кайнă. Арçын ачасем шыва кĕмешкĕн тесе чупсах кайнă, 12 çултискер ишме пĕлменрен путса вилнĕ.

Яла аслашшĕ-асламăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ патне канма каякансем те шăрăх вăхăтра пĕве е кÿлĕ хĕррине васкаççĕ. Вĕсен те хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнмаллах. Çитменнине унта нимĕнле пост та, çăлавçăсем те çук-çке, кÿлĕ тĕпне те водолазсем тĕрĕслемен. «Эпир кунта пĕлтĕр шыва кĕнĕ, пурте йĕркеллех пулнă, кăçал та çаплах пулĕ», - темелле мар. Тен, çак хушăра юханшыв тĕпне юшкăн ларнă, явапсăр хăшпĕр çын тĕрлĕ çÿп-çап пăрахса тултарнă? Пĕлтĕр кунта шыв тарăнччĕ тесе тÿрех çÿллĕ çĕртен те сикме юрамасть, çулталăк хушшинче шыв ăшăхланма та пултарать. Унсăр пуçне ялта хăй тĕллĕн тĕрлĕ конструкци ăсталама юратакансем пур: темĕнле бутылкăсем тупаççĕ, вĕсене çыхаççĕ, сулă пекрех япала тăваççĕ те унпа ярăнаççĕ. Пĕве варрине çитеççĕ те - хайхи хатĕр арканать - çынсем шыва чăмаççĕ. Ишме пĕлменнин путас хăрушлăх пысăк. Çак самантсем çинчен ачасене тĕплĕн ăнлантаратпăр», - каласа кăтартаççĕ патшалăх инспекторĕсем.

Шел, ялсенче инкек ытларах та тухать çав. Акă, кăçал май уйăхĕн вĕçĕнче Канаш районĕнчи пĕве урлă хывнă кĕперпе 5-ри арçын ача велосипедпа каçас тенĕ. Пĕчĕкскер шыва ÿкнĕ. Унăн кĕлеткине çав кунах вырăнти çынсем туртса кăларнă. Июнĕн 1-мĕшĕнче, акă, Етĕрне районĕнче путма пуçланă ачана çăлнă, 2005 çулта çуралнăскерне Етĕрне районĕн тĕп больницине ăсатнă. «Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕ! Ачăрсене вĕсем темле тархасласа ыйтсан та хăйсем тĕллĕн çеç шыв çывăхне ан ярăр. Ывăл-хĕрĕре юханшыв хĕрринче те, шыва кĕрсен те куçран ан вĕçертĕр. Телефонпа калаçса е урăх сăлтавпа тимлĕхе ан çухатăр! Шыв шÿтсене юратмасть», - асăрхаттараççĕ С.Аршиновпа А.Порфирьев.

Аслисем те шар кураççĕ

Чăваш Енре шыва кĕмелли тапхăр официаллă майпа июнĕн 1-мĕшĕнче уçăлчĕ. Çапах çанталăк шăрăх тăнăран нумайăшĕ чылай маларах кĕме пуçланă. Çакна эпир май уйăхĕн 28-мĕшĕнче - ун чухне ведомствăсен хушшинчи комисси /унăн йышĕнче МЧС, ШĔМ, Роспотребнадзор тата хула администрацийĕн ĕçченĕсем пулчĕç/ Шупашкарти 4 пляжа тĕрĕслер - хамăр та курса ĕнентĕмĕр. Шыв кирлĕ таран ăшăнсах та çитменччĕ ун чухне, çапах ишсе-чăмпăлтатса канас текенсем сахалăнах марччĕ. Пляжсенче канмалли условисене лайăх йĕркеленĕ: çăлав тата медицина посчĕсене кирлĕ хатĕрсемпе тивĕçтернĕ, матрос-çăлавçăсемпе медицина ĕçченĕсем дежурствăра тăраççĕ, информаци стенчĕсем те, кимĕсемпе çăлав жилечĕсем те пур, кану лаптăкĕн чиккисене те палăртнă. Пĕчĕк карапсен патшалăх инспекцийĕн центрĕн Шупашкарти уйрăмĕн пуçлăхĕ Михаил Мамутин каланă тăрăх - пляжсенче шыв тĕпне 2 метр тарăнăш тĕрĕсленĕ.

Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх - республикăра кăçал 15 пляж уçма палăртнă, вĕсенчен 11-шне хута янă ĕнтĕ /июнĕн 1-мĕшĕ тĕлне/. Çавăн пекех районсенче шыва кĕмелли тата халăха канмалли ятарлă вырăнсем уçма йышăннă. Шел, 13 районпа 2 хулара çакнашкал вырăнсем йĕркелессине шута хуман. Хăйсен тăрăхĕнче инкек пулмасса шанаççĕ-ши? Правительствăн чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата сирсе ярас, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комиссийĕн кăçалхи апрель уйăхĕнче иртнĕ ларăвĕнче çакнашкал статистикăпа паллаштарчĕç: «Çынсем шыва путса вилнин тĕп сăлтавĕсем - ятарлă оборудованипе тивĕçтермен вырăнсенче шыва кĕни, çав шутрах - эрех ĕçсе ÿсĕрĕлсен шыва кĕни /75%/. Пăтăрмахсенчен ытларахăшĕ - 83% - республикăри пĕчĕк юханшывсенче, пĕвесемпе кÿлĕсенче пулать».

Акă, май уйăхĕн вĕçĕнче Муркаш районĕнчи пĕр арçын юлташĕсемпе пĕрле пĕве хĕрринче пулнă, хаяррине сыпнине пăхмасăр шыва кĕме шут тытнă. Шел, каялла ишсе тухайман. Кÿкеç поселокĕнче те çавнашкалах пăтăрмах тухнă. Иртнĕ канмалли кунсенче Шупашкар районĕнче 34-ри хĕрарăм путнă. Муркаш районĕнче пулнă тепĕр инкек çинчен РФ СК ЧР Следстви управленийĕн информацийĕнче çапла палăртнă: «Юлташĕсен компанийĕнче канакан арçын пĕвен тепĕр çыранне ишсе каçнă, каялла таврăннă чухне çуррине çеç çитнĕ, хăй путма пуçланине пĕлтерсе кăшкăрнă та курăнми пулнă. Юлташĕсем ăна пулăшма васканă, анчах тусне тупайман. Тепĕр темиçе сехетрен унăн кĕлеткине водолазсем тупнă». Тăванĕсем арçын темиçе кун маларах çеç 27 çул тултарнине, вăл пулă тытмалли тетелпе çыхланса вилнине пĕлтернĕ. Хальхи вăхăтра судпа медицина экспертизи ирттереççĕ.

Паллах, çанталăк шăрăх тăнă вăхăтра шыва кĕресех килет. Çапах шыв хĕрринче каннă чухне тимлĕхпе асăрханулăх çинчен самантлăха та манас марччĕ. Шыв çăмăлттайлăха каçармасть! Çăлав службин телефонĕсене аса илтеретпĕр: 01 - стационар телефонпа, 112 - кĕсье телефонĕпе.

 Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.