Мĕнле шыв ĕçетпĕр?
Роспотребнадзор управленийĕн ятарлă учрежденийĕ ĕçмелли шывпа тивĕçтермелли пĕрлехи 1611 çăлкуçа эпидемиологи тĕлĕшĕнчен тĕрĕслесе тăрать.
Санитари-эпидемиологи йĕркине пăхăнманнисен шучĕ /10,2%/ çуллен пĕчĕкленет. Ытларахăшĕн /8,5%/ санитари хÿтĕлевĕн лаптăкĕ çук. Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Çĕмĕрле, Улатăр хулисене, Вăрнарпа Йĕпреç поселокĕсене пĕр вырăнта пуçтарăнакан хатĕрсенчен шыв уçласа çитереççĕ. Çĕр çинче пухăнакан — 6, çĕр айĕнчен уçлакан 16 çăлкуçран, пăрăхпа сечĕн 36 точкинчен шыв тĕслĕхне кашни уйăхра илсе пахалăхне тĕрĕслетпĕр. Кунсăр пуçне управлени учрежденийĕ ăна хуçалăх субъекчĕсем, шывпа тивĕçтерекен организацисем ыйтнипе палăртать. Гигиена мониторингĕн пĕтĕмлетĕвне уйăхсерен ЧР Министрсен Кабинетне, район-хула администрацийĕсене паратпăр.
Ĕçмелли шывăн санитари-хими кăтартăвĕсем иртнĕ 5 çул хушшинче улшăнмарĕç. Çакна артезиан шăтăкĕсенчен уçласа хăпартнипе, шывăн хими тытăмĕ улшăнманнипе ăнлантармалла. Кăçалхи 10 уйăхра — 641, çав шутра çĕр çинче пуçтарăнакан шыв пуххинчен 81 тĕслĕхе тĕпченĕ. 24,8% гигиена нормативĕпе килĕшсе тăмасть. Ку Раççейĕн вăтам кăтартăвĕнчен ытла мар. Микробиологи тĕлĕшĕнчен — 732, вăл шутра çĕр çинче пухăнакан шыв пуххинчен илнĕ 75 тĕслĕхе пахаланă. 2,05% норматива тивĕçтермен. Çакă Раççейĕн вăтам кăтартăвĕнчен лайăхрах. Паразит, вирус, радиологи енĕпе пурте çырлахтараççĕ.
Пахалăх пăрăхсенчех, сетьсене çитиччен, лайăхланни палăрать. Чăваш Енре ку тĕлĕшпе те çĕршывринчен аванрах. Тĕслĕхсен пысăкрах пайĕ — шывпа усă куракансен сечĕсенчен илни. Санитари-хими тĕлĕшĕнчен — 1,5 пине яхăн, микробиологи енĕпе 4 пин ытла тĕслĕхе тĕпченĕ. Вĕсен кăтартăвĕсем те федерацин вăтам шайĕнчен начар мар.
Пĕр вырăнта шыв пуçтарăнакан хатĕртен парса тăманнин пахалăхĕ япăхрах, мĕншĕн тесен чылайăшĕ пусă-çăла вараланасран хÿтĕлемест.
Шывра бор, лити, бари, тимĕр, сульфат, хлоридсем нормативра пăхнинчен ытларах. Вăл хытăрах. Çĕр айĕнчен уçланă хыççăн çынсем патне пăрăхпа çитериччен пахалăха лайăхлатмалли технологи нумай çĕрте çук е вăл начар. Вĕсене юплентерекен сетьсем киввипе, пăрăхсемпе шыв вĕçĕмсĕр парса тăманнипе те пахалăх начарланать.
Управлени пĕлтĕр тата кăçалхи 10 уйăхра планпа килĕшÿллĕн, унран ирттерсе тĕрĕслевпе административлă тĕпчев шыв управĕн, тасатăвĕн тата тивĕçтерĕвĕн 262 объектĕнче пурнăçланă . Вĕсенче санитари хÿтĕлевĕн лаптăкĕн проекчĕпе ăна ĕçе кĕртмелли план пулман. Шыв сечĕсемпе сооруженийĕсем санитари-техника тĕллевĕсене тивĕçтермен, пахалăх гигиена нормативĕсемпе килĕшсе тăман. Производствăра ăна палăртма лаборатори тĕрĕслевне йĕркелемен.
Санитари-эпидемиологи йĕрки ыйтнине пăхăнманшăн шыв парса тăрас енĕпе ĕçлекен 115 организацие 749,9 пин тенкĕлĕх штраф хутăмăр, çитменлĕхсене пĕтерме ыйтрăмăр. Шывпа тивĕçтерекен предприятисен ĕçне чарса лартма тата управлени маларах асăрхаттарнине пурнăçлама ыйтса судсене 10 ĕç çитертĕмĕр. Кунсăр пуçне шыв уçлакан вырăнсен санитари лаптăкĕн проектне, хÿтĕлев зонине тутарас, производствăра лаборатори тĕрĕслевне йĕркелес — çынсен таса шывпа усă курмалли правине тивĕçтерес — тĕллевпе судсене 8 тавăç тăратрăмăр. Пуринпе те управлени майлă йышăну кăларнă.
Асăннă проектсене тишкерсе санитари-эпидемиологи тĕлĕшĕнчен пĕтĕмлетме 38 заявлени йышăнтăмăр. 28-шне пурнăçлама ирĕк патăмăр, 10- шне лайăхлатма тавăртăмăр.
Ĕçмелли шыв пахалăхне аванлатассишĕн ял-хула тăрăхĕсенчи çынсене шывпа тивĕçтермелли хуçасăр объектсене вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен балансне илмелле. Сетьсене тĕрĕслесе тăмалла, вĕсене вăхăтра юсамалла е çĕннипе улăштармалла. Шыв уçлакан, ăна потребительсем патне çитерекен организацисен хăйсен вăйĕпе лаборатори тĕрĕслевне йĕркелемелле, санитари хÿтĕлевĕн проекчĕ хатĕрлемелле, шыва органика хутăшĕнчен тасатмалли, химин сиенлĕ элеменчĕсене пĕтермелли çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртмелле.
Надежда ЛУГОВСКАЯ,
Роспотребнадзор
управленийĕн пуçлăхĕ