Комментари хушас

10 Раштав, 2016

Çĕр ăшĕнче те шыв пур

Ăсчахсене ĕненес тĕк — сахалах та мар: океанĕ-океанĕпе! Юлашки хут çакна Стив Якобсен ертсе пыракан Америка ученăйĕсен ушкăнĕ çирĕплетнĕ. Вĕсем Бразилире вулкана пула çĕр ăшĕнчен — 1000 километр тарăнăшĕнчен — вĕçсе тухнă алмаз татăкне тĕпченĕ. Унта шыв пурри палăрнă.

Маларах çакăн пек пĕтĕмлетÿ патне Канада ăсчахĕсем çитсе тухнă. Икĕ пĕтĕмлетĕве пĕрлештерсе вара çакна çирĕплетме пулать — Çĕр ăшĕнче Лăпкă океанран 10-20 хут пысăкрах шыв управĕсем пур.

Вĕсенчен те маларах çакна сейсмологсем те палăртнă. Планетăн тĕрлĕ вырăнне тĕпченĕ вĕсем. 600 ытла сейсмограмма кăтартăвне пĕрлештерни çакна çирĕплетнĕ — Еврази тата Çурçĕр Америка айĕнче темĕн пысăкăш шыв управĕсем вырнаçнă.

Акăлчан ăсчахĕсем те хăй вăхăтĕнче çак шухăшах палăртнă — вĕсем 1500 километр тарăнăшĕнчен тухакан углекислă газа тĕпченĕ. Анчах та вĕсене ун чухне никам та ĕненмен.

Шыв Çĕр ăшне мĕнле майпа лекме пултарнă? Çакна никам та калаймасть. Тен, планетăпа пĕрлех пулса кайнă? Тен, сăрхăннă? Тен, Çĕр хăй пĕр океан пулнă?

Çĕре пĕтĕмĕшле шыв илни — Библи историйĕ. Анчах та ăсчахсем çакă чăнласах пулма пултарнине çирĕплетеççĕ. Çапах та Çĕре пĕтĕмĕшле путармалăх шыв ăçтан тупăннă? Арарат тăрри кăна курăнса тăнă теççĕ вĕт. Уçлăхран астероид е комета ÿкнине пула цунами çĕкленнĕ тен... Е хăвăрт ăшăтнине пула пăрсем ирĕлнĕ. Е, пачах тепĕр май, шăнтнине пула пăр шыва хĕссе кăларнă. Çĕр тĕнĕлĕ куçма пултарнине палăртакан та пур.

Халĕ вара, юлашки тĕпчевсем хыççăн, тепĕр верси те çуралнă. Тен, Çĕр ăшĕнчи хайхи шывсем тапса тухнă? Вăл та пĕр вырăнта тăмасть вĕт. Хĕрсе çитнĕ хурантан шĕвек сирпĕннĕ пек Çĕр хăвăлĕнчи тăварлă вĕри шыв çиеле пĕрĕхсе тухма пултарнă. Тĕнче океанĕн шайĕ хăпарнă. Çитменнине, шыв пăсланнине пула çумăр пуçланнă — 40 кун та 40 çĕр лÿшкенĕ вăл. Вăт çапла шыва кайнă та Çĕр. Каярахпа вара шыв каялла сăрхăннă.

/http://county-news.com/.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.