Комментари хушас

4 Утă, 2018

Шыв каçармасть

Шăрăх тăнă май республикăра çынсем шывра путасси палăрмаллах ÿсрĕ.
Асăрханусăр пулни, ишме пĕлменни, кĕçĕн çулти ачасем хăйсем тĕллĕн шыва кĕни, пĕвене, юхан шыва ÿсĕрле чăмни час-часах пысăк инкекпе вĕçленет. Юлашки икĕ эрнере Чăваш Енри шыв-шурта 12 çын путнă. Çав шутра 5-12 çулсенчи 4 ача. Çĕрпÿ, Канаш районĕсемпе Çĕнĕ Шупашкарта — икшер, Куславкка, Улатăр, Элĕк, Сĕнтĕрвăрри, Хĕрлĕ Чутай, Комсомольски тăрăхĕсенче пĕрер тĕслĕх шута илнĕ. Шыва путнă аслисенчен 8-шĕ ÿсĕр пулнă. Çăлавçăсем çак вăхăтра 7 ÿсĕре çăлса ĕлкĕрнĕ.
Ашшĕ-амăшĕн уйрăмах асăрхануллă пулмалла. Çĕртме уйăхĕн 27-мĕшĕнче республикăри пĕве-кÿ­лĕре кĕçĕн çулхи икĕ ача путса вилнĕ. Хĕрлĕ Чутай районĕнчи пĕр хушма хуçалăхра, пахчара, пĕве пĕвеленĕ. Вăл пысăк та мар темелле. Пилĕк çулти хĕрачана путса вилме çакă та çителĕклĕ пулнă. Çак кунах Çĕрпÿ районĕнчи ултă çулти арçын ача Ункă юхан шыва кĕнĕ те каялла тухайман. Юнашар аслисем пулманни, ишме пĕлменни пысăк инкекпе вĕçленнĕ.
Унччен маларах, çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче, Çĕнĕ Шупашкарта Атăлта сакăр çулти арçын ача путнă.
Çулталăк пуçланнăранпа республикăри шыв-шурта 8 инкек сиксе тухнă. Пĕрремĕшĕ Çĕнĕ Шупашкарта пулса иртнĕ. Шыва кĕме юраман çĕрте ишме юратни арçын пурнăçне татнă. Çăлавçăсем унăн ÿтне туртса кăларнă. Канаш районĕнчи Калиновкăри 49 çулти арçын, Куславкка тăрăхĕнчи 29-ти çамрăк та шывран ишсе тухайман.
Çĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕнче вара Сĕнтĕрвăрринчи пĕр техникумра вĕренекен 17 тата 18 çулти каччăсем юхан шыв урлă ишсе каçма хăтланнă. Хăюлланма вĕсем эрех те ĕçнĕ: 3 çухрăм чарăнмасăр ишесси утасси мар çав. Юхан шыв варрине çитсен çамрăксен вăй-халĕ пĕтнĕ. Вĕсем пулăшу ыйтса кăшкăрнине çăлавçăсем илтнĕ, вăхăтра çитсе туртса кăларнă.
Каникул вăхăтĕнче ачасем уçă чÿречерен ÿксе те час-часах шар кураççĕ. Çак сăлтавпах Шупашкарта 11 çулти ача пурнăçран уйрăлнă. Çул çитменнисемшĕн ашшĕ-амăшĕ яваплă. Çавăнпа вĕсене хăрушсăрлăх пирки аса илтермелле. Шыва кĕме кайсан куçран вĕçертмелле мар.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.