Комментари хушас

30 Çĕртме, 2018

«Халăхăн пуянлăхне пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтартăм та шăрçаласа ярăм турăм»

Эй, тантăшсем, ял-йышсем,
Акатуя килнисем,
Мерчен кайăк юррине,
Улăп çинчен хунине,
Кунта пĕрле юрлар-и,
Улăп пекех пулар-и?
Чăвашсен паллă фольклорисчĕ, Улăп халапĕсене пуçтарса сăвва хывнă Çуйăн Хĕветĕрĕ /Симон Федоров/ çуралнăранпа çĕртме уйăхĕн 27-мĕшĕнче 105 çул çитрĕ.

Вĕреничченех — вĕрентекен
Симон Федоров Çĕрпÿ районĕнчи Актай ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Ашшĕнчен, Федор Григорьевичран, ачаллах тăлăха юлнă вăл. Амăшĕ Агапия Дмитриевна ăна пĕчченех пăхса çитĕнтернĕ.
«Анне каланă тăрăх, эпĕ çуралсанах виçĕ çул хытă чирленĕ те мана мăнастире халалланă. Эпĕ ÿснĕ вăхăтра арсăр арăмсене хута кĕрекен çукран ялта хытах хĕсĕрлетчĕç. Анне вара мана хăйпе илсе пахчари çĕмĕрт айĕнче лара-лара макăратчĕ, авалхи пурнăç çинчен каласа-юрласа паратчĕ», — аса илнĕ çулсем иртсен Çуйăн Хĕветĕрĕ.
1931 çулта Хĕветĕр Çĕрпÿри иккĕмĕш сыпăклă шкултан вăхăтран маларах вĕренсе тухнă та Шупашкар районĕнчи Çатракассинче учительте ĕçлеме тытăннă. Çав çулах Куйбышеври План институтне вĕренме кĕнĕ. Аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн çамрăк специалист Эрĕнпур тата Воронеж облаçĕсенчи райплансенче председательте ĕçленĕ. 1938 çултан пуçласа 1940 çул вĕçлениччен Саратов облаçĕнчи СССР Ял хуçалăх банкĕн уполномоченнăйĕ пулнă.
Каярахпа Симон Федорович тăван тăрăха таврăнма шут тытать, анчах Шупашкарта нумаях пурăнаймасть, ăна Иваново хулинчи çарпа политика училищине вĕренме яраççĕ. Кĕçех Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланать. Çамрăк офицер Карели фронтĕнчи çапăçусене хутшăнать. 1943 çул вĕçĕнче йывăр аманать, килне иккĕмĕш ушкăн инваличĕ пулса таврăнать. Патшалăх банкĕн Чăваш республикинчи кантурĕнче, ытти тĕрлĕ çĕрте ĕçлет. Çапăçусенчи паттăрлăхшăн ăна Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе, I степень Тăван çĕршыв вăрçин орденĕпе, тĕрлĕ медальпе чысланă.

Усалран хăрамасăр…
«Эпĕ утмăл çичĕ çул хушши «Улăп. Чăваш эпосĕ» ал çырăвне тăхăр вариант таран çыртăм. Çиччĕмĕшне çухатрĕç те, питĕ хытă куляннипе вăй-халран кайрăм. Тен, ун çинчен пĕлтерме те кирлĕ марччĕ пуль? Анчах мана юлашки çулсенче «Улăп» ал çырăвĕсем тĕлĕкре «пире мĕншĕн мантăн?» тесе хĕсĕрлеме тытăнчĕç», — çырнă Çуйăн Хĕветĕрĕ.
Ачаллах Улăппа мĕншĕн кăсăкланма тытăннă-ха вăл?.. Пĕррехинче, 1924-25 çулсенче, хĕрсе утă çулнă вăхăтра сасартăк амăшĕ чирлесе ÿкнĕ. Хĕрарăм хушнипе ывăлĕ юмăç патне каять.
«Ялта çав юмăçа Феоктист Васильевич тетчĕç. Эпĕ ăна Хветÿк пичче тесе чĕнеттĕм. Хăйне вара вăл ÿсĕрĕлсен Актай турри вырăнне хуратчĕ. Юмăç пăхнă май: «Ерхипвар пуçĕнчи усал Оканя тытнă пулсан, тенкел, виççĕ шакка», — терĕ. Тенкел виçĕ хутчен шаккасен мана çапла каларĕ: «Аннÿне Ерхипвар пуçĕнчи усал тытнă. Çав усала халех çырлахтармасан аннÿ, тен, кĕçĕрех вилет».
Килте эпĕ анчах. Пичче ачасемпе лаша çитерме çĕр каçмаллах вăрмана кайнă. Аппа, тахçанах качча тухнăскер, хăй çемйипе урăх ялта пурăнать. Питĕ хăратăп пулсан та хĕвел анас умĕн Ерхипвар пуçĕнчи усала çырлахтартăм. Анне ик-виç кунтанах сывалчĕ, кайран час-часах хăй çумне чăмăртаса, пуçран ачашласа: «Улăп пекех пултăн, ачам», — тетчĕ. Тепĕр чухне эпĕ ăна шухăша ярсан вăл мана: «Улăп пекех пул», — тетчĕ», — çырнă Симон Федоров ачалăхне аса илсе.

Капан ăшĕнчи ылтăн йĕп
1928 çулта Çĕрпÿри иккĕмĕш сыпăклă шкулта вĕреннĕ чухне чăвашсен паллă этнографĕпе, «Тăхăрьял» авторĕпе Григорий Тимофеевпа пĕр хваттерте пурăннă Çуйăн Хĕветĕрĕ. Григорий Тимофеевич ачасене чăваш чĕлхи вĕрентнĕ.
«Эпĕ, шкул ачи, ун патне час-часах каçпа кайса лараттăм. Пĕрре Григорий Тимофеевич Чăваш кĕнеке издательствинчен кулянса килсен мана нумай тытса ларчĕ. Эпĕ, сăмах юхнă май, ăна аннерен илтнĕ Улăп çинчен çÿрекен халап-юмаха каласа патăм. Вăл мана çавăн пек сăмахлăха аннерен анчах мар, ытти çынсенчен те çырса илме хушрĕ. «Улăп — халăх паттăрлăхĕ… — терĕ вăл лăпсăркка хура çÿçне пÿрнисемпе тураса. — Ним тума та çук, халь эпоссемпе интересленмеççĕ. Йывăр! Ун пирки халăхра темшĕн табу пур. Табу тени — чару тени пулать. Çав табу тăрăх, Улăп чăваша таврăнмалла. Унччен, вăл киличчен, ун çинчен сÿпĕлтетсе çÿреме юрамасть. Атту çич ют Улăп килес вăхăта пĕлсен шентермексене ÿпĕнтерсе çулне татать. Кам та кам халăх чарăвĕнчен тухать, çав çын хăй вилĕмĕпе мар, халăх ылханăпе вилет. Çитменнине, хальхи вăхăтра Улăппа пачах интересленмеççĕ. Айвансем çавна та чухламаççĕ вĕт, Çимăн! Ваттисем вилсе пĕтеççĕ, вĕсемпе пĕрле халап-юмах та. Хальхи вăхăтра хăш-пĕрисем, аслисем, пысăк вырăнта ларакансем, чăваш эпосне халăх хушшинче ятарласа пухса, çĕнетсе, вăйлатса халăх хушшинче тепĕр хут сарасси вĕсенчен килет пулсан та «ку мĕн тума кирлĕ» тесе хураççĕ, — терĕ тарăхса. — Анчах эсĕ çакна ан итле. Пуçтар Улăп халапĕсене, йĕркене кĕрт. Унсăрăн вĕсем, капан ăшĕнчи ылтăн йĕп пекех, çухалĕç…»
Çавăнтанпа вара эпĕ халăх хушшинче Улăп çинчен çÿрекен халап-юмаха пуçтарма тытăнтăм», — çырнă Симон Федорович.
Урлĕ-пирлĕ те,
тăрăх та…
Улăп çинчен çÿрекен халап-юмаха вăл ял çыннисенчен кăна мар, таврари çынсенчен те çырса илнĕ.
«Халап-юмах шыраса Чăваш Республикине урлă-пирлĕ те, тăрăх та утса тухрăм, çĕр-çĕр ялта пултăм. Тутар республикинче те, Эрĕнпур, Самар, Сарă ту тата Пенза облаçĕсенче те, Çĕпĕрте те çÿремелле пулчĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче те Улăп çинчен манмарăм. Политĕçчен пулнă май Улăппа ытти халăх паттăрĕсем тăван çĕршыва тăшмансенчен мĕнле сыхлани çинчен каласа параттăм, легендăсем çырса илме те вăхăт тупаттăм», — каласа кăтартнă Симон Федоров пурнăçне халалланă ĕç пирки.
Йывăрлăхсем те пайтах пулнă Çуйăн Хĕветĕрĕн пурнăçĕнче. Профессионал çыравçăсенчен чылайăшĕ ăна ăнланман, «Улăп» эпоса кăларма чăрмантарнă. Пĕррехинче, Пăва тăрăхĕнчи Кипеккасси ялĕнче, тĕттĕм урампа Улăп çинчен шухăшласа пынă чухне вăл çурхи сивĕ шыва кĕрсе ÿкет. Юрать-ха Краснов-Кĕçĕнни поэт килĕнче ăна ăшшăн кĕтсе илет, çи-пуç улăштарса сипленме пулăшать. Вăрçăра аманса таврăннăран хăлхи илтменрен ятарлă аппаратпа командировка удостоверенийĕсĕрех ялсем тăрăх халап-юмах пуçтарса çÿренĕшĕн пĕррехинче, Вăрнар районĕнче, «шпион» тесе милици аллине те пама тăнă ăна.
«Улăп çинчен çÿрекен халап-юмах пухнă вăхăтра темле йывăрлăх пулчĕ пулсан та, Г.Тимофеев сăмахĕнчен тухмарăм. Халăх çинче çÿрекен халапсене, тĕрлĕ вариантне шутламасăр, çĕре яхăн çырса илме ĕлкĕртĕм», — палăртнă этнограф.

«Аннен — пуянрахчĕ»
Улăп çинчен калакан халап-юмаха вăл чăн малтан, паллах, ял халăхĕнчен çырса илнĕ. Амăшĕ Агапия Дмитриева та нумай юптарнă. Ыттисемпе пĕрле Петр Тимофеев та /ялта ăна Ирçе Петри тенĕ/ юмах яма юратнă.
«Петр Тимофеевич сĕм-суккăрччĕ, хура пÿртре пурăнатчĕ. Вăл кăмака çумĕнчи сак çине ларатчĕ те кукăр чĕлĕмне мăкăрлантарса çурçĕр иртичченех юмах яратчĕ. Çав юмахсен хушшинче Улăп çинчен те илтме пулатчĕ!
Петр Тимофеевич юмах яма ăста пулсан та, аннен Улăпĕ унăннинчен пуянрах сăнлăччĕ, интереслĕрехчĕ», — аса илнĕ улăпçă çулсем иртсен.

Сухаçă та, сăвăç та, çар çынни те
«Эпĕ историк мар, тĕпчевçĕ те мар. Эпĕ улмуринче халăхăн ылтăнран та хаклă пуянлăхне пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтараканĕ кăна. Эпĕ утмăл çул ытла, лăпсăркка çырă çÿçлĕ ачаран пуçласа шап-шурă пуçлă старик пуличченех, халăхăн ылтăнран та хаклă пуянлăхне ятарласа шырарăм. Сармантейĕн сарă чăххи пек халăхăн ылтăнран та хаклă саланчăклă пуянлăхне пĕрчĕн-пĕрчĕн сăха-сăха пуçтартăм та пурçăн çип çине шăрçаласа ярăм турăм. Манăн пĕртен-пĕр ĕмĕт: Улăп çинчен калакан халап-юмаха, вĕсем питĕ сахал упранса юлнă пулсан та, пуянлатса, çичĕ тăрăллă сăрт пек капмарлатса, эпос шайне çитерсе халăх хушшине тепĕр хут сарасси.
Ман шутпа, 700-800 çул каярах пирĕн аслă ват асаттесемпе асаннесен ĕмĕтне, савăнăçне, ăслăлăхне, ăсталăхне палăртакан паллă мифсене, паттăрла тата сутмалли юмахсене, вĕсем тĕрлĕ ĕмĕрте, тĕрлĕ сăлтавпа çуралнă пулсан та, тĕрлĕ вăхăтра иртнĕ ĕçсене Улăп тавра энциклопедилле пĕрлештерсе халăх хăй эпосне хывнă», — тенĕ Çуйăн Хĕветĕрĕ.
«Улăп. Чăваш эпосĕ» — чăвашăн сăвăласа çырнă паттăрла халапĕ. Çак кĕнекене кĕнĕ чылай халап-юмах халăх историйĕпе çыхăнать пулсассăн та, вăл истори кĕнеки мар. Унти Улăпăн паттăрла ĕçĕсем те истори хронологийĕпе тÿр килмеççĕ. Çав халапсем тĕрлĕ вырăнта, тĕрлĕ вăхăтра çуралнă, хăйне евĕр аталаннă.
Улăп халăх сăмахĕнче — кĕтÿç те, сухаçă та, чÿк пуçĕ те, сăвăç та, юрăç та, кĕçлеçĕ те, çурт-йĕр лартакан та, çар çынни те.
Улăп хăвачĕ
«Улăпа» çырнă чухне мана чăваш халăх поэчĕ Çемен Элкер, чăваш халăх писателĕ Илпек Микулайĕ сахал мар пулăшрĕç. Анчах вĕсем чăваш эпосĕ уйрăм кĕнекепе тухасса кĕтсе илеймерĕç», — çырнă Çуйăн Хĕветĕрĕ.
1947 çулта эпосăн Çемен Элкер редакциленĕ варианчĕ пичетленнĕ. Ачасем валли кĕскетнĕ вариант 1980 çулта «Улăп халапĕсем» ятпа тухнă. 1996 çулта вара Чăваш кĕнеке издательстви «Улăпа» туллин кун çути кăтартнă, унта мĕн пур 40 юрă кĕнĕ. 2009 çулта вара «Улăп» вырăсла пичетленнĕ. Ăна Аристарх Дмитриев куçарнă.
«Çуйăн кĕнекине вулама сĕннĕ май çакна калассăм пур. Улăп тăпри çинче ларса кансан вăй кĕрет теççĕ. Çак кĕнекен те çакăн пек асамлăх пур. Уншăн хисеплĕ халапçăмăра пысăк тав! Ку ĕçе тума мĕн тери тÿсĕм, тăрăшу, халăха юратни кирлĕ пулчĕ-тĕр», — çырнă Геннадий Юмарт.
Чăн та, Симон Федорович тăван халăхшăн, чăваш йăли-йĕркишĕн, историшĕн питех те пĕлтерĕшлĕ ĕç туса хăварнă.
Симон Федоров 2002 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче çут тĕнчерен уйрăлнă.
Татьяна НАУМОВА хатĕрленĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.