Archive - 23 Ака, 2018 - Чăваш хĕрарăмĕ

23 Ака, 2018

Чун апачĕсĕр пурăнайман Платоновсем

Тăван кĕтес сиплĕхĕн хакне аякра пурăнса курнă çын аван туять. Ваттисем ахальтен çапла каламан-тăр: кайăк хăйĕн йăви еннеллех вĕçет. 

23 Ака, 2018

Чуна лăпкать… тасалăх

Пурнăç вак-тĕвекрен тытăнса тăрать. Чăн та, ăна асăрхасах та каймастпăр эпир, вышкайсăр пысăк ĕçсемпе пулăмсем кăна пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннăн туйăнать. Нумаях пулмасть ĕçпе пĕр районти хуçалăх ертÿçи патне шăнкăравларăм. Вăл ытла та ассăн сывланипе хам та сисмесĕр тенĕ пек сăлтавĕпе кăсăклантăм. «Мĕншĕн çуркунне çитет- ши? — тĕлĕнтерчĕ хайхискер. Эпĕ нимĕн чĕнме аптранине сиссе-тĕр, сăмахне малалла тăсрĕ: — Хĕллех лайăхчĕ. Нимĕн те курăнмастчĕ. Халĕ акă юр ирĕлсе пынă май мĕн кăна сиксе тухмасть!» Ертÿçе ăнланма пулать.

23 Ака, 2018

Пенсипе тивĕçтерес ĕçри улшăнусем çинчен

"Чăваш хĕрарăмĕн" тĕпелĕнче — Раççей пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕ Роза Кондратьева.

23 Ака, 2018

«Чунăм сирĕншĕн çунатчĕ»

«Ыр çын вилет, ят юлать», — тенĕ чăваш мĕн авалтан. Чăнах çапла: çынсем юратакан ырă этем вилсен унăн ячĕ, чапĕ халăх чĕрине ĕмĕрлĕхех кĕрсе юлать.