Амăшĕн пилĕпе пÿрнĕ телей

23 Apr, 2018

Яланах ĕçлĕ, халăх хушшинче пулакан çынна ушкăнран уйăрса тинкеререх сăнасси йăлара çук пирĕн. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, Чăваш наци конгресĕн хастар пайташĕ, вĕрентÿпе ăслăлăх комитечĕн ертÿçи Геронтий Никифоров та — яланах куç умĕнче. Хăйне ялан лăпкă тытакан, пĕлĕш-паллакана сывлăх суннă май ăшă куллипе çуталакан кĕре ÿтлĕ арçын ăста вĕрентекен, тăван республикăн маттур патриочĕ пулнине чылайăшĕ пĕлет-ха. Вăл 5 ачашăн тĕнчери чи лайăх ашшĕ пулнине вара тĕшмĕртекен пур-ши?

Ачаран упракан тупра

Г.С.Лебедев ячĕллĕ Чăваш наци интернат лицейĕнче 30 çул ĕçленĕ педагогăн вĕрентÿ ĕç-хĕлĕнчи тÿпи чăнах та пысăк. Маларах музыкăпа тарăн пĕлÿ паракан 3-мĕш интернат шкул шутланнă асăннă организацире, хулари пĕлÿ çурчĕсен йышĕнче пуçласа чăваш чĕлхипе литератури вĕрентме тытăннă учитель-çке Геронтий Лукиянович! Раççей Президенчĕ Владимир Путин вĕрентекенсене хавхалантарса 100 пинлĕх грант пама пикенсен ăна Чăваш Ен вĕрентекенĕсен йышĕнче чи малтан илнисен ушкăнĕнче Геронтий Никифоров та пулнăччĕ. Тăван сăмах илемне чунпа туяканскер çак туртăма çитĕнекен ăрура вăратассишĕн тăрăшассине пурнăç тĕллевне çавăрнă çын мĕнле çемьере çитĕннĕ? Кам ху-скатнă унра тăван чĕлхене хаклас туйăма? Малтанах çакăн çинчен пĕлес килчĕ.
— Çĕрпÿ районĕнче Хурамал Туçа ялĕнче çуралнă эпĕ, — çемье, шăпа пирки çапла пуçларĕ вăл сăмаха. — Атте Лукиян Никифорович, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннăскер, малтанхи мăшăрĕпе нумаях та пурăнайман — вăрманта çапă касма кайсан хĕрарăм хытă шăнса вилнĕ. Икĕ ачаллă арçынна качча пынă анне Перасковья Захаровна виçĕ пăхаттир çуратнă. Шел, ачисене мăшăрĕпе пĕрле ура çине тăратма пÿрмен ăна — 49-та атте сарăмсăр вилнĕ. Улттăра çурма тăлăха юлнă эпĕ. Ачалăхăм çапла сăпкари пек канлĕ иртмен. Ĕçпе пиçни вара кăмăла хытарма, кĕлеткене тĕреклетме витĕм кÿнех. Аннене колхоз правленийĕн çуртне вут хутса ăшăтма шаннăччĕ. Пĕр машина вутта шăпăрлансем хамăрах тататтăмăр, анне çурса шаршанлатчĕ. Çиччĕре чухне лаша кÿлме вĕреннĕ. Çавăнтан вара колхоз ĕçне çыпçăннă та кашни çулла шкул тумĕ, кĕнеке-тетрадь, уй-хир сумки туянмалăх хамах укçа ĕçлесе илнĕ. Тăххăрмĕш класс хыççăн çăвĕпе ĕçлесе вара велосипед туянтăм. Ĕмĕтĕмри япалана перекетлĕн тыткаланă. Çĕмĕрĕлмен «урхамахăм» çамрăклăха аса илтерекен тупра вырăнĕнче — ăна ялта халĕ те упратăп.
Перасковья Захаровнăн ывăлĕсем хăйсен хушшинче кил хуçалăхĕнче кам мĕншĕн яваплине пĕлсе тăнă. Аркадий — тимĕр-тăмăра авма-хуçма, Геронтий — йывăçа каскалама- савалама, Геннадий вара кукăль-çăмах, шÿрпе-пăтă пĕçерме ăста пулнă. Çулсем иртсен ачаран хăнăхнă ĕç чун киленĕçне çаврăннă, амăшĕ патне çемйисемпе пухăнмассерен кашни хăйĕн ĕçне пикеннĕ.

Хаклă парне

Геронтий Лукиянович пуплевĕнче «анне» сăмах тăтăш илтĕнет. Çакă вăл уншăн пурнăç парнелекен кăна мар, чăннипех тĕнчери чи çывăх çын пулнине çирĕплетет. Перасковья Захаровна çинчен аса илÿ тĕрленчĕкĕ те хайланă вăл. Унăн хăш-пĕр сыпăкĕпе хамăрăн вулакана та паллаштарас килет: «...Çуллаччĕ. Ăшă çумăр хыççăн аннепе иксĕмĕр арман патĕнчи улăха эрет кăмпи /пĕрисем ăна карта, теприсем çерем кăмпи теççĕ/ татма кайнăччĕ. Ĕлĕк шыв арманĕ пулнă вырăнта халĕ йăм-расем çеç кашласа лараççĕ. Вырăнĕ çеремлĕ. Çумăр хыççăн яланах кăмпа тапса тухать унта. Ун чухне те нумай шăтнăччĕ. Чупа-чупа кăмпа татнипе ывăннă ĕнтĕ, 5-6 çулти ачан киле каяс килнĕ. Икĕ пĕчĕк карçинккана йăтса килелле тапрантăмăр. Ывăннăскер утайми пултăм. Анне çавна асăрхасан мана «кутамкка» турĕ те малаллах талпăнчĕ. Халĕ çав самант куç умне яр уççăн тухса тăрать, чуна ăшăлăхпа çупăрлать, пурăнма вăй-хал парать». Е тата салтак атти тăхăнсан отпуска килни çинчен калакан çак йĕркесем чуна пырса тивеççĕ: «Çар тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланине кура 1,5 çулталăкран киле 10 кунлăха курма килсе кайрăм. Чаçе таврăннă чухне анне хуплу тата така какайне кăмакара типĕтсе парса ячĕ. Мĕн тери кăмăлпа юратса çирĕç унăн кучченеçне юлташ салтаксем. Чăваш апат-çимĕçĕ тĕрлĕ халăх ачисене питĕ килĕшрĕ. Кун çинчен аннене çырупа çырса пĕлтертĕм».
Çирĕккасси Туçа ялĕнчи вăтам шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухсан Геронтий Никифоров Çĕнĕ Шупашкарти 9-мĕш техника училищинче электромонтер специальноçне алла илме пĕлÿ пухнă. Уйăхне 36 тенкĕ илекенскер пĕрремĕш стипендирен амăшĕ валли парне туяннă.
— Илемлĕ тутăра чÿк уйăхĕн 7-мĕшĕнче уява кайсан çыхтартăм. Аннен куççулĕ тухрĕ, ман çине пăхса: «Парнерен парне патне çитмелле пултăр», — терĕ. Унăн пилĕ çитрĕ: халĕ ав ачасем, мăнуксем хамăра парнепе савăнтарма васкаççĕ. Вĕренекенсен ăшă саламĕсемпе парнисем те — татти-сыпписĕр, — ку сăмахсем вашават Геронтий Лукияновичăн чунлăхне тепĕр хут çирĕплетеççĕ.

Асанне юмахĕпе

Çемьеленнĕ тапхăр çинчен сăмах пуçариччен çакна уçăмлатса хăвармаллах: электромонтерпа чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ хушшинче мĕнле те пулин çыхăну пур-им? Техника специальноçĕллĕ çын гуманитари сулăмĕллĕ профессие епле кÿлĕннĕ?
— Ачалăхăм асанне Анастасия Гордеева каласа панă юмахсемпе те асра юлнă. Вăрăм хĕл каçĕсенче кăмака çинче çывăраттăмăр — ыйхă килмелĕх халап калатчĕ ватă. Хитре сăнлă асанне суккăрччĕ, ăна çавăтса çÿреттĕмĕр. Тăван сăмахлăх илемне туйма вăлах хăнăхтарчĕ пулас — чăваш çыравçисен кĕнекисене тăтăш вулаттăм, вăтам классенче вĕреннĕ чухне «Пионер сасси» /халĕ «Тантăш»/ хаçата çыркалама та пуçларăм. Салтак аттине хывсан И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУри хатĕрленÿ уйрăмне кайрăм. Унта... шăпа пÿрнĕ мăшăра, Элĕк район пикине Ольгăна тĕл пултăм, — çирĕмрен иртнĕ яша арăмĕпе те чăваш чĕлхине юратниех çыхăнтарни куç кĕрет. — Мĕнле паллашнине паянхи пекех ас тăватăп. Ака уйăхĕн 1-мĕшĕ, Кулăш кунĕ. Общежитири çамрăксем ташă каçне пухăннă. Ольăпа вальс çаврăннă май ури çине юриех пусрăм — пĕрре, тепре... Вăл эпĕ унпа хĕрпе каччăлла сăмах пуçласшăннине сисрĕ.
Таса туйăмпа никĕсленнĕ çемьере малашне хăшĕн мĕн тумаллине шăпа хăех татса парать: завода ĕçлеме вырнаçнă Ольга ача амăшĕ пулса тăрать, çамрăк кил хуçи Геронтий куçăн майпа вĕреннĕ хушăрах ĕçлет те.
Студент чухнех икĕ пепкеллĕ ашшĕ пулса тăнă Геронтий Никифоровшăн ача çитĕнтерме çăмăлах пулман çав вăхăт, иртнĕ ĕмĕрĕн сакăр вуннăмĕш çулĕсен вĕçĕ, халĕ те манăçа тухман. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.