Комментари хушас

23 Ака, 2018

Чуна лăпкать… тасалăх

Пурнăç вак-тĕвекрен тытăнса тăрать. Чăн та, ăна асăрхасах та каймастпăр эпир, вышкайсăр пысăк ĕçсемпе пулăмсем кăна пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннăн туйăнать. Нумаях пулмасть ĕçпе пĕр районти хуçалăх ертÿçи патне шăнкăравларăм. Вăл ытла та ассăн сывланипе хам та сисмесĕр тенĕ пек сăлтавĕпе кăсăклантăм. «Мĕншĕн çуркунне çитет- ши? — тĕлĕнтерчĕ хайхискер. Эпĕ нимĕн чĕнме аптранине сиссе-тĕр, сăмахне малалла тăсрĕ: — Хĕллех лайăхчĕ. Нимĕн те курăнмастчĕ. Халĕ акă юр ирĕлсе пынă май мĕн кăна сиксе тухмасть!» Ертÿçе ăнланма пулать. Йĕркелĕх-тасалăх пирки унран ыйтаççĕ вĕт, варалаканĕсем вара — ыттисем. Вăт шăпах çакăн пек самантсенче сиксе тухать те вак-тĕвеклĕх ыйтăвĕ. Калăпăр, пĕри канфет хутне урамра ывăтса хăвармасан, тепри пушă кĕленчене айккинелле вăркăнтармасан тавралăх çуркунне çÿп-çап айĕнче вăранмасть те çав… Анчах та пирĕншĕн ку, шел те — вак-тĕвек кăна. «Эпĕ пĕр хут татки пăрахнăшăн нимĕн те пулас çук» шухăшран… çÿп-çап купи çуралать.
Ку — ялта тейĕпĕр. Хулара лару- тăру урăхларах, ара, унта халăхĕ те ытларах. Пĕри çÿпĕлерĕ, тепри вараларĕ, нумай кирлĕ-и — çуркунне субботниксем йĕркелесе хамăрăн тирпейсĕрлĕхпех уйăхĕпех кĕрешетпĕр вĕт. Çитменнине, çÿп-çап урни патне çитейменнисем тасалăх акцийĕсене хутшăнасси те иккĕлентерет.
Тепĕр ыйту. Пурăнан пурнăçра çÿп-çапсăр ниепле те май çук. Апат пĕçернĕ майăн та мĕн чухлĕ пухăнать вăл. Ялта ăна — çĕр улми, сухан хуппине тата ыттине — пахчана сĕтĕрме пулать-ха. Хулара ăçта чикмелле? Унсăр пуçне йăлара тата темĕн тĕрлĕ каяш пуçтарăнать. Çапла ирĕксĕрех хула çумĕнчех çÿп-çап Арарачĕ /Эльбрусĕ, Казбекĕ…/ çуралать. Пурăна-киле, технологисем улшăнса-çĕнелсе пынă май, ăна та урăхларах упрама вĕренсе çитĕç-ха та, халĕ вара çав тăва тикĕслес ыйту çивĕч тăрать. Телее, лавĕ пĕр вырăнта тăмасть. Наци приоритетлă «Таса çĕршыв» проектпа килĕшÿллĕн Шупашкарти çÿп-çап купине рекультивацилес ĕç ăнăçлă пурнăçланса пырать. 2017 çулта çак тĕллевпе çĕршыв хыс-нинчен — 113,9 млн, республика 8,5 млн тенкĕ уйăрнă. Ятарлă укçа- тенкĕпе тĕллевлĕ тата туллин усă курнă. Кăçал ку ĕçе техника енчен йăлт вĕçлесшĕн, малалла биологи тапхăрĕ пуçланĕ. Çапла вара çынсен пурнăç пахалăхĕ палăрмаллах лайăхланĕ, Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисен, Шупашкар районĕн çыннисем ку вырăнта çÿп-çап пулнине кĕçех пачах та манса кайĕç. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.