Пенсипе тивĕçтерес ĕçри улшăнусем çинчен

23 Ака, 2018

"Чăваш хĕрарăмĕн" тĕпелĕнче — Раççей пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕ Роза Кондратьева.

— Паян пирĕн республикăра 370 пин пенсионер пурăнать. Халăхăн 30 проценчĕпе танлашать ку. Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмне пĕлтĕр тĕрлĕ ыйтупа пулăшу ыйтма 651 пин ытла çын пынă. Пенсие тухнă хыççăн та ĕçлекенсем Чăваш Енре 72 пин те 500 çын /пенси илекенсен 20 проценчĕ/.
— Тивĕçлĕ канура та ĕçлекенсене пенси мĕнле йĕркепе тÿлеççĕ?
— Ĕçлекен пенсионерсем 2016 çултанпа страховани пенсине планпа пыракан индексацисĕр илеççĕ. 2018 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пуçласа пенсионерсене ĕç пăрахнă хыççăн страховани пенсине индексацие шута илсе тепĕр хут пăхса тухса тÿлеме пуçламалли вăхăта ылмаштарнă. Текехрен пенсионер ĕçлеме пăрахнă хыççăнхи уйăхăн 1-мĕш числинченех ăна индексациленĕ пенси пама пуçлаççĕ. Пенсие тепĕр хут шутласа памалли срокĕ малтанхи пекех юлать, анчах ĕçлеме пăрахнă хыççăнхи уйăхсемшĕн хушса тÿлеççĕ.
Акă, сăмахран, çын 2018 çулхи пуш уйăхĕнче ĕçлеме пăрахнă. Вара малалла çакăн пек йĕрке: ăна ĕçпе тивĕçтерекен акан 15-мĕшĕччен пуш уйăхĕшĕн тăратакан отчетра вăл ĕçлекен çын шутланать. Çу уйăхĕнче Пенси фондне ака уйăхĕшĕн паракан отчет çитет: унта çак çын ĕçлеме пăрахни паллă пулать. Çĕртмере вара пенси виçине тепĕр хут шутласа çирĕплетеççĕ. Утă уйăхĕнчен пенсионера çĕнĕрен шутланă хыççăн хушăннă суммăна кĕртсе пенси тÿлеççĕ. Ăна ака уйăхĕнчен пуçласа шутлаççĕ, тепĕр майлă каласан, пенсионер ĕçлеме пăрахнă хыççăнхи виçĕ уйăхĕшĕн те хушма тÿлев илет.
— Индексациленĕ пенси виçи пĕчĕкленме пултарать-и?
— Ĕçпе тивĕçтерекен ĕçлекен çыннăн пĕр-пĕр тапхăрĕ çинчен тĕрĕс мар информаци панă хыççăн унăн пенсине индексациленĕ пулсан йăнăша тÿрлетсе Пенси фондне çĕнĕрен отчет тăратмалла. Ун хыççăн вара, саккунпа килĕшÿллĕн, пенси виçине çĕнĕрен çирĕплетмелле. Эппин, çак çынна пенсие индексацие шута илмесĕр, ĕçлекен çынна панă пек параççĕ.
Тата çакна та шута илмелле: малтан ĕçлемен пенсионер индексаци умĕн, 2017 çулхи раштавра, ĕçе вырнаçнă пулсан унăн пенсине кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче индексациленĕ пулса тухать. Раççей пенси фондне вăл ĕçлени çинчен сведени çитсен, пушăн 1-мĕшĕнчен пуçласа, ăна пенси ĕçлекен пенсионера панă пек — индексацисĕр — тÿлеççĕ.
Пенсипе тивĕçтерес ĕçре тата мĕнле çĕнĕлĕхсем пур?
— Пенси памалли ятарлă йĕркепе килĕшÿллĕн, 2018 çулта страховани пенсине илме тытăнас тесен ĕç стажĕ — 9 çултан кая мар, пенси балĕсем 13,8 чухлĕ пулмалла. Ĕç стажĕ, тĕрĕссипе, яланах малти вырăнта пулнă. 2015 çулччен вăл 5 çулран кая мар пулнă, халĕ вара çулсеренех пĕрер çул хушăнса пырать. 2025 çул тĕлне ватлăх çитнипе страховани пенсине илме пуçлаканăн ĕç стажĕ 15 çултан сахал пулмалла мар, пенси балĕ 30-па танлашмалла.
Çак кăтартусене çын пенси çулне çитсен пăхса тухаççĕ. Пенси шутласа пама каярах пырсан та вĕсем улшăнмаççĕ. Сăмахран, 2018 çулта арçын 60 тултарать. Анчах унăн ĕç стажĕ 8 çул анчах. Эпир маларах каларăмăр ĕнтĕ — вăл 9-тан сахал пулмалла мар. Çак çын тепĕр çулталăк ĕçлесе кирлĕ чухлĕ балл пухсан çеç унăн страховани пенсине илме ирĕк пур.
Балсем тата ĕç стажĕ çитмесен пенси тÿлеççĕ-и?
— Кун пек чухне социаллă пенсипе тивĕçтерме пултараççĕ: ăна 5 çул каярах — арçынсене 65 çултан пуçласа, хĕрарăмсене 60 çултан пуçласа параççĕ. Социаллă пенси виçине çирĕплетмелли йĕрке пур. Социаллă пенсипе ытти тĕрлĕ хушма тÿлев виçи пенсионерсен хамăр регионти пурăнма кирлĕ минимумран пĕчĕкрех пулсан çыннăн çав минимума çити федераци социаллă хушма тÿлев илсе тăма ирĕк пур. Чăваш Республикинче пенсионерăн пурăнма кирлĕ виçи кăçал 7953 тенкĕпе танлашать.
— Пенси балĕ мĕн чухлĕ пухăннине мĕнле пĕлмелле?
— Кашни çын хăйĕн пенсийĕпе çыхăннă кирек епле ыйтăва та Раççей пенси фончĕн сайтĕнчи «Граждансен уйрăм кабинечĕ» электронлă сервиспа усă курса пĕлме пултарать. Унта пенси балĕн шутне те, ĕç стажне те пĕтĕмпех кăтартнă. Хăш вăхăтра, ăçта, мĕн чухлĕ ĕçлени, ĕçпе тивĕçтерекен страховани взносне мĕн чухлĕ тÿлесе тăни, шалу шайĕ — тĕплĕ информаци пур. Çавăн пекех пенсин пухăнса пыракан виçи çинчен те, вăл шутра пухăнакан пенсине йĕркелеме патшалăхăн софинансировани программине хывнă взноссем çинчен те пĕлме пулать. Электронлă сервиса халăх лайăх йышăнать: пĕлтĕр çак сервиспа 9,6 млн хут усă курнă.
Унсăр пуçне харпăр хăйĕн пенси прависем пирки "Госуслуги" портал урлă та, Раççей пенси фончĕн Клиентсен служби урлă та пĕлме пулать. Сăмах май, пенси çинчен Раççей пенси фончĕн сайтĕнчи харпăр хăй /личный/ кабинет урлă выписка ыйтса яма пулать. Документа заявка панăранпа 10 кун хушшинче çын хăй суйланă меслетпе, çав шутра почта урлă та, ярса параççĕ.
Кашнийĕнех тивĕçлĕ пенси илес килет. Мĕнле сĕнÿсем пама пултаратăр?
— Хуравĕ ансат: ĕçлемелле тата, чи кирли — официаллă майпа. Пенси фончĕн официаллă сайтĕнчи Харпăр хăй кабинетĕнче счет çине укçа куçнине сăнасах тăмалла. Ĕç паракан сирĕн шут çине пĕтĕм укçана куçарнипе куçарманнине тĕрĕслемелле. Страховани пенсине илме хĕрарăмсен 55 çула, арçынсен 60 çула çитмелле, вĕсен кирлĕ чухлĕ ĕç стажĕ тата пенси балĕ пулмалла. Пулас пенси виçи документпа çирĕплетнĕ ĕç стажĕнчен тата тÿлесе пынă страховани взносĕ мĕн чухлĕ пулнинчен килет.
Пенси фончĕн пресс-служби ака уйăхĕнчен пуçласа социаллă пенсисем ÿсесси çинчен пĕлтерчĕ.
— Раççей Правительствин 2018 çулхи пушăн 20-мĕшĕнчи 302-мĕш Постановленийĕпе килĕшÿллĕн, пĕлтĕр Раççей пенсионерĕсен пурăнма кирлĕ виçи ÿснине шута илсе, ака уйăхĕнчен пуçласа патшалăх пенсине илсе тăракансен пенсине 2,9 процент ÿстереççĕ. Тĕпрен илсен, ку соци-аллă пенси илекенсене пырса тивет, çав йышах вăрçă инваличĕсемпе вăрçа хутшăннисем, çар службинче вилнĕ çынсен ашшĕ-амăшĕ, техногенлă катастрофăсенче инкек тÿснĕ тата ытти тĕрлĕ категорири çынсем кĕреççĕ. Хушăннă пенсие илме тивĕçлисем ĕçленипе ĕçлеменнине шута илмеççĕ.
Социаллă пенсин вăтам виçи çумне 224 тенкĕ хушăнать, вăл 7 пин те 900 тенкĕпе танлашать, инвалид ачасемпе 1-мĕш ушкăнри ачаран инвалид пулнă çынсен пенсийĕ 12 пин те 400 тенкĕпе танлашать.
— Ĕçлекен пенсионерсен пенсийĕсене пăхса тухаççĕ-и? Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.