«Чунăм сирĕншĕн çунатчĕ»
«Ыр çын вилет, ят юлать», — тенĕ чăваш мĕн авалтан. Чăнах çапла: çынсем юратакан ырă этем вилсен унăн ячĕ, чапĕ халăх чĕрине ĕмĕрлĕхех кĕрсе юлать. Ахаль çын пурнăçран уйрăлсанах унăн кун-çулĕ пĕтет, ăна аса илес пулсан та çынсем «çав çул вилнĕччĕ пулас-ха вăл» тесе çеç асăнаççĕ. Чаплă çын, ăслă çын — пачах урăхла — хăçан вилнине шутласа, ас туса тăма кирлех те мар пек туйăнать. Ун пек çын çуралнăранпа миçе çул çитнине вара халăх яланах ас туса тăрать, хăй юратнă çын çут тĕнчене килнĕ куна çутă уяв туса чыслать. «Вăл çурални кăçал 70, 75, 100, 110 çул çитрĕ» тет. Кунашкаллисем çинчен сăмах пуçарсан та халăхра ун çинчен сывă çын çинчен калаçнă пек савăнса пуплеççĕ, вăл тунă чаплă ĕçсем паян кунчченех халăхшăн калама çук хаклă иккенне асăнаççĕ. Чăвашсен чи паллă ывăлĕсенчен пĕрин — Иван Яковлев — çинчен те çаплах», — çырнă Геннадий Волков. Кăçал вара эпир Иван Яковлевич çуралнăранпа 170 çул çитнине паллă тăватпăр.
Чăвашсен аслă вĕрентекенĕ Иван Яковлев 1848 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи Пăва уесне кĕрекен /Халĕ Тутар республикинчи Теччĕ районĕ/ Кăнна Кушкинче çуралнă. Виççĕмĕш куннех вăл сĕм тăлăха тăрса юлнă. Унăн хушаматне хреснашшĕ ячĕпе çырса хунă. Ачана пăхса ÿстерме кÿршĕри суккăр Пахомов старик хăйсен çемйине илнĕ.
Çуралсанах чăваш халăхĕн ырă йăлипе тĕл пулнă Иван. Тăлăха юлнăскерне çемьене илсе пăхса ÿстересси, чăнах та, тăван халăхăмăрăн ырă йăли пулнă. Çак йĕрке хушнипех хăйсен урамĕнчи тин çеç çăмăлланнă хĕрарăм тăлăха хăйĕн ачипе йĕкĕреш пекех ĕмĕртсе ÿстернĕ.
Сакăр çула çитсен Иван Яковлева хиртенех, ăна усрава илнĕ çынсенчен ыйтмасăрах, Пăрăнтăкри утелни училищине вĕренме илсе кайнă. Пахомов старик, хăйне çавăтса çÿрекен ачасăр тăрса юлсан, хуйха ÿкнĕ. Шкул пуçлăхне кучченеçсем паркаласа Ивана шкулта вĕренессинчен хăтарма та хăтланса пăхнă, анчах усси пулман.
Пăрăнтăкра ачасене пĕрремĕш класран пуçласах вырăсла вĕрентнĕ. Чăваш ачисемшĕн\çакă калама çук тертлĕ пулнă. Çапах та Иван училищĕрен лайăх паллăсемпе вĕренсе тухать. Çавăнпах ăна пĕлĕвне ÿстерсе учителе тухма Чĕмпĕрти уес училищине яраççĕ. Анчах çав çулхи раштав вĕçĕнче вĕсене тин кăна уçăлнă çĕр виçекенсен класне куçараççĕ. Унтан вăл 1864 çулта ăнăçлă вĕренсе тухать, Сызрань уесĕнчи кантура çĕр виçекен пулса ĕçлеме вырнаçать.
Виçĕ çула яхăн тăрăшать кунта Иван Яковлевич. Вырăс, чăваш, тутар, мăкшă, çармăс ялĕсенче çÿрет. Чăвашсем патĕнче пулнă чух уйрăмах ватă çынсемпе калаçса ларма юратнă вăл, ăна ял пурнăçĕ, аваллăхпа çыхăннă ыйтусем кăсăклантарнă. Хăш-пĕр чăваш тутара тухса пыни Яковлева питĕ тĕлĕнтернĕ. Ваттисем каласа панă тăрăх, çав ялсенчи çынсем Христос тĕнне вăйпа йышăнтарнине хирĕçлесе хăйсен ирĕкĕпе мусульман тĕнне суйланă иккен. Вак халăхсен чĕлхипе чиркÿре те, шкулта та калаçма юраман. Çак пулăм чăвашлăх майĕпен пĕтсе пырассине пĕлтернĕ. Тăван тĕнне, культурине пăрахни халăха хăй тĕллĕн пĕтесси, историре йĕрсĕр çухаласси патне илсе пырать.
Çак хăрушлăха туйса илнĕ 16 çулти çĕр виçекен халăх еткерне упраса хăварма, ăна малалла аталантарма наци шкулĕ кирлине туйса илет, хăй умне тăван халăха çутта кăларма çирĕп тĕллев лартать. Çакна пурнăçлас тесен унăн чи малтан хăйĕн нумай вĕренсе пысăк пĕлÿ илме тивнĕ. Тĕрлĕ йывăрлăха çĕнтерсе 1866 çулта вăл утелни кантурĕнчи ĕçрен хăтăлма май тупать. 1867 çулта Чĕмпĕрте арçын ачасен гимназин V класне вĕренме кĕрет. 1868 çулта Иван Яковлевич хваттерĕнче шкул йĕркелет. Çапла Иван Яковлев гимназист тăрăшнипе Чĕмпĕрте чăваш шкулĕ уçăлать. Вăл пĕтĕм чăваш культурин чĕрĕлÿ çăл куçĕ пулса тăрать. Чăвашсене авалхи тĕнпе хĕсĕнсе пурăнассинчен те, тутарланса каяссинчен те хăтарса хăварать.
1870 çулта Яковлев гимназирен ылтăн медальпе вĕренсе тухать те çав çулах Хусанти университета çул тытать. Чăваш шкулĕн ĕçĕсене çав вăхăтра Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи халăх учителĕсен инспекторĕ Илья Ульянов ертсе пынă. Вĕренекенсене вырăнти гимнази преподава-телĕсемпе хулари ĕçлĕ çынсем хавхалантарса тата пулăшса тăнă.
Университетра вĕреннĕ çулсенче Иван Яковлев çĕнĕ чăваш алфавичĕ туса хатĕрлет, чăвашла букварьсем, Матфей, Марк тата Лука çырнă Евангелисем, «Христос православи тĕнĕн никĕсĕсем» т. ыт. кĕнеке пичетлесе кăларать.
Вырăсларан куçарса чăвашла кĕнекесем кăларни вырăс культурипе паллашма май туса панă, чăваш литература чĕлхине малалла аталанма çул уçнă.
1875 çулта Иван Яковлевич университетран вĕренсе тухать. Ăна чăваш шкулĕсен инспекторĕн тивĕçне пурнăçлама шанаççĕ. Çак çулах вăл уçнă вĕренÿ учрежденийĕ Раççейри чăвашсен тĕп шкулĕ пулса тăрать, 1890 çулта унран учительсем хатĕрлекен шкул, 1917 çулта — семинари, 1920 çулта халăха вĕрентес ĕç институчĕ туса хунă.
Иван Яковлев хăй пуриншĕн те лайăх тĕслĕх пулма тăрăшнă. Вăл çамрăк чухнех халăх сăвви-юррине пухнă. Илемлĕ произведенисем çырни вара — чăваш литературине аталантарассишĕн ĕçленин пĕр пайĕ çеç. Кунсăр пуçне вăл çамрăксене ашшĕ пек пăхса, вĕрентсе ÿстернĕ. Иван Яковлев ăс парса çитĕнтернĕ çыравçăсен йышне чи малтанах Константин Иванова, Николай Васильев-Шупуççыннине кĕртмелле. Аслă вĕрентекенĕмĕр пулăшса пынипех И.Иванов, И.Юркин, Г.Кореньков, М.Акимов, Ф.Павлов, Трубина Марфи тата ыттисем те чăвашсен паллă çыравçисем пулса тăнă.
1917 çул тĕлне Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен 1000 ытла учитель вĕренсе тухнă. Вĕсен хушшинче педагогсем çеç мар, ăсчахсем, композиторсем, художниксем, патшалăх деятелĕсем, ĕçпе вăрçă паттăрĕсем те пур.
Хăйĕн вĕренекенĕсемпе пĕрле Иван Яковлевич чăваш литературин малтанхи илемлĕ произведенийĕсене, халăх юррисен чи паха тĕслĕхĕсене пичетлесе кăларать, шкул театрĕ, хĕлĕхлĕ, вĕрсе каламалли тата симфони оркестрĕ, хĕрарăмсен тата арçынсен хорĕсем, хутăш хор йĕркелет. Ял хуçалăх фермин вĕрентÿпе производство лапамне аталантарса пырса унăн усăллă лаптăкне 300 гектара çитерет. Ферма халăх хушшинче агрономин малта пыракан пĕлĕвĕсене сарнă, хресченсене çĕнĕ техникăпа, пысăк тухăçлă ял хуçалăх культурисен тĕсĕсемпе паллаштарнă. Яковлев халăха вĕрентсе çутта кăларас ыйтусемпе кăна çырлахман, уншăн хуçалăхпа экономика ыйтăвĕсем те чуна çывăх пулнă. Çавăнпах наука пĕлĕвĕсене анлăрах сарма тăрăшнă вăл.
Чăваш халăхне çутта кăларас тĕлĕшпе Яковлев вăй-халне хĕрхенмесĕр тăрăшнă. Вăл чăвашсене хуçалăхпа культура енчен вырăс халăхĕпе пĕр шая çитерме ĕмĕтленнĕ, Раççей халăхĕсен хушшинчи туслăхпа пĕр танлăха çирĕплетессишĕн ырми-канми ĕçленĕ. Малалла вулас...