«Эпĕ — хăватлă халăхăн пĕр пĕрчи…»

28 Ака, 2018

«Фигаро унта, Фигаро кунта…» «Севильский цирюльник» опера либреттин авторĕн Стербинин çак каларăшĕ тĕнчипех сарăлнă. «Çын таçта çитме те ĕлкĕрет» тенипе пĕр килет вăл. Чăвашла — «пĕр ури унта, тепри кунта…» Роза Степанова юрăç çинчен сăмах пуçарсан чи малтан çак каларăш аса килчĕ. Чăннипех те, ăçта кăна çитсе кама кăна савăнтарман хăйĕн шăнкăр-шăнкăр юхакан çăл куç евĕр сассипе! Халь кăна Чăваш Енри пĕр мероприятире куракана тыткăнлать вăл хăйĕн пултарулăхĕпе, тепре пăхнă çĕре таçта тухса вĕçтерме те ĕлкĕрнĕ. «Эпĕ килте мар-ха, Беларуçре /Мускавра, Çурçĕрте…/», — тет вара ун патне телефонпа шăнкăравласан. Нумаях пулмасть Наци библиотекинче иртнĕ пултарулăх каçĕнче Роза Витальевна çинчен нумайăшĕ çапла каласа кăтартрĕ.
«Ара, çуркунне çитрĕ. Тĕнче вăранать. Уяв мар-и вара ку? Çак ятпа хамăн концерта йĕркелесе тăван-пĕтене, тус-юлташа пуçтарас килчĕ», — каласа кăтартать юрăç пултарулăх каçĕ пирки сăмах хускатсан. Çине-çинех çĕнĕ юрăпа, капăр та хÿхĕм çи-пуçпа савăнтарчĕ вăл уява пухăннисене. Роза Степанова пултарулăхне ентешĕсем сума сунине çирĕплетсе сцена çине юрăç хăй çуралнă ялти — Шупашкар районĕнчи Шемшерти — пултарулăх ушкăнĕ кăна мар, çак тăрăхри Юртукассисем те тухрĕç. «Роза — пирĕн те», — мăнаçлăн саркаланчĕç аслă çултисем сцена çинче. Роза Витальевнăн амăшĕ çав ял хĕрĕ пулнă иккен. Клавдия Ивановна 11 ачаллă çемьере ÿснĕ. Тăванĕсенчен пĕри ултă çултах вилнĕ. Тепри Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен таврăнайман. Паян вара амăшĕн тăванĕсенчен виççĕн кăна юлнă. Çулсем иртеççĕ, мĕн тăвăн? Клавдия Ивановна хăй те кĕçех 80 тултарать.

Юбкăллă Фигаро

Роза Витальевна, такам та юратмалли хĕрарăм эсĕ. Сăну-пуçу çырла пек, чун тасалăхĕ ачалла ачаш куçунта палăрса тăрать. Телейлĕ çын кăна çакăн пек пулма пултарать-тĕр…
— Хама чăнласах телейлĕ теме пултаратăп. Чи çывăх çыннăм — анне — çумра. Çакăнтан хакли урăх пур-ши пурнăçра? Маншăн, çитĕнĕвĕмсемшĕн савăнать вăл. Хам та асанне те, кукамай та пулса тăтăм пулин те анне паян та çаплах мана сĕнÿ-канашпа пулăшать. Хăй юратакан юрăсене ытларах юрлама ыйтать. Ывăлăмпа хĕрĕм — куç тулли. Виçĕ мăнукăм савăнтарса тăраççĕ мана. Çак йышпа темĕнле йывăрлăха та парăнтарма пулать.
Çурхи шыв пек кĕрлесе-шавласа иртсе кайрĕ санăн уяву. Паян мĕнле шухăш-кăмăлпа пурăнатăн?
— Шухăшĕ нумай. Тата илемлĕ сăвăсемпе юрăсем çырса юрлас килет. Вĕсене халăх патне çитерес килет.
— Аякка кайиччен ыйтам-ха: кампа ĕçлеме ытларах кăмăллатăн?
— Ю.Сементер, С.Асамат, Р.Сарпи, Г.Матвеева, З.Сывлăмпи сăввисемпе çырнă юрăсем ытларах репeртуарта. Вĕсене В.Александров, А.Павлов, В.Ильдяков, С.Асамат кĕвве хывнă.
Санăн пултарулăхупа пуçласа «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатăн ял- хулара иртнĕ уявĕсенче паллашнăччĕ. Чăнласах ытарайми хитре сассу. Яланхи ыйтăва парам-ха. Ăçтан çак пултарулăх? Юрласси мĕнрен, камран пуçланнă санăн?
— Пирĕн йăхра атте енчен те, анне енчен те ташша-юрра питĕ ăста пулнă. Тăвансем купăс, баян, балалайка, гитара каланă. Çавăнпах-тăр хама мĕн ас тăвассах юрлатăп. Чунра савăк — юрлатăп. Кăмăлăм пусăрăнчăклăхне те юрăпах ирттеретĕп. Хам вĕçĕмех юрланине хам та сисместĕп.
Сцена çине профтехвĕрентĕвĕн юрăпа ташă ансамблĕнче /ертÿçи Б.Быков/ тухрăм. Унтан «Сăрнай» халăх фольклор ушкăнĕнче пултарулăха туптарăм. Ушкăн ертÿçи Н.Эриванов патне Н.Карлин композитор тăтăш пырса çÿретчĕ. Николай Сергеевич сассăма илтрĕ те хистесех пĕччен юрлама сĕнчĕ. Пĕрремĕш хут пĕччен Чăваш халăх поэчĕн П.Афанасьевăн тăван ялĕнче — Тутарстанри Çĕн Йĕлмелĕре — юрларăм. Аван йышăнчĕç. Ку вара малалла ĕçлеме хавалантарчĕ. Çапла сцена çине тухнăранпа 35 çул та çитрĕ.
— Эсĕ чăнласах таçта та çитсе пултарулăхупа тыткăнлатăн. Беларуçрен те çĕнтерÿпе таврăннине пĕлсе савăнтăмăр. 2001 çулта вара Пĕтĕм чăвашсен «Кĕмĕл сасă» фестивалĕнче çĕнтернĕччĕ.
— Юрлани сахал пек, ыттисемпе тупăшса та пăхас килет. Чулхулара иртнĕ фестивальсенче Раççей халăхĕсен ассамблейин дипломĕпе, ăна Р.Абдулатипов алă пуснă, икĕ хутчен, 2004, 2006 çулсенче, чысларĕç. Чăваш наци конгресĕн культура комитечĕн пайташĕ пулнă май çула тăтăшах тухатпăр. Сарă ту, Байкал тăрăхĕнчи Акатуйсене хутшăнма тÿр килчĕ. Тюмень чăвашĕсемпе Сурхурире савăнтăмăр пĕрле. Нумаях пулмасть Улăпăмăр çуралнă Кăнна Кушкинчен Иван Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине паллă туса таврăнтăмăр. Кĕçех Тюмене Чăваш культурин кунĕсене уявламашкăн çула тухма хатĕрленетпĕр. Чăваш Ен пирки вара каламăп та. Çитмен ял сахал-тăр. Унсăр пуçне пĕр-пĕр музей мероприятие йыхравлать-и е шкула чĕнеççĕ-и — яланах хаваспах хутшăнатăп. Çĕртме уйăхĕнче вара каллех Беларуç кĕтет.
— Мĕнле лекнĕ-ха эсĕ унта?
— Беларуçре унта пурăнакан халăхсен хушшинчи фестивале ирттересси йăлана кĕнĕ. ЧНК çав вăхăтри ертÿçи Г.Архипов сĕннипе пĕрремĕш хут 2006 çулта тухса кайнăччĕ Гродно хулине. Пĕчченех. Ун хыççăн темиçе те хутшăнма май килчĕ çав фестивале. Чи малтанах суйлав çирĕп тапхăрĕ витĕр тухмалла. Ăнăçсан — фестивале чĕнеççĕ. Çапла 2012 çулта наци вокалпа эстрада черетлĕ конкурсне йĕркелерĕç. Жюрире — сумлă профессорсемпе искусствоведсем. Оркестр вылянă май чĕрĕ сасăпа — кашни солистăн хăйĕн халăхĕн чĕлхипе — юрламалла. Фонограмма пир-ки унта сăмах та пулма пултараймасть. Пĕрремĕш вырăн йышăнтăм ун чухне. Халĕ акă суйлав тапхăрĕ витĕр каллех ăнăçлă тухрăм. Умра — черетлĕ конкурс.

«Качча кайнă» юрăсем

— Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, композиторсем ятарласа сан валли юрăсем çыраççĕ. Эсĕ вĕсене халăх умне кăларатăн та… кĕçех çак юрăсене ыттисем те шăрантарма пуçлаççĕ. Кÿренмелле мар-и? Юрă та вăл санăн ачу пекех вĕт-ха. Ачана вара çын аллине парас килмест. Çапла «Пулăпăр-ха пĕрле», «Çичĕ чÿрече», «Хĕвел çаврăнăш», «Шухăшăм», «Чечексем», «Юратупа уйрăлу» юрăсем «качча кайрĕç»…
— Кÿренмелле-ха та… Анчах та мĕн тăвăн? Çакна чарса лартма пултараймастăп, мĕншĕн тесессĕн эпĕ юрă авторĕ мар. Тата çынпа харкашса-çапăçса çÿреме те юратмастăп.
— Апла пулсан кала-ха: мĕнле çын эсĕ?
— Каларăм ĕнтĕ: вăрçăнма юратмастăп. Пуçланă ĕçе тирпейлĕн вĕçне çитерме тăрăшатăп. Тата… юлташсене сутмастăп. Е туслă эпĕ, е çыхăнăва пачах та йĕркелеместĕп.
— Капла каласан ыйтмасăр чăтаймастăп ĕнтĕ: сана хăвна сутнă-и?
— …Пĕрре кăна та мар. Юлташсем те, çывăх çын та.
Питĕ йывăр çакна чăтса ирттерме. Хуçăлмасăр малалла утма мĕн пулăшрĕ?
— Çумра чăн-чăн тус-юлташ пулни. Вĕсем маншăн чăн тĕрек пулчĕç. Такăнсан та ÿкме памарĕç. Лăплантаракан ăшă сăмахпа та пулăшрĕç.
Пурин те шкапра пĕр-пĕр скелет пурах теççĕ. Санăн халăхран пытармалли мĕн пур?
— Пытармалли нимĕн те çук. Ăçта, кампа каятăп — пĕтĕм сăн ÿкерчĕке социаллă сетьсене вырнаçтаратăп. Кăмăл пуррисем пурте кĕрсе пăхма пултараççĕ. Халĕ интернет пур та — питĕ аван. Пурнăçăм — тĕкĕр çинчи пекех. Чуна кăна никама та кĕртес килмест.
Юлашки вăхăтра тепĕр киленĕçпе тĕлĕнтертĕн — тĕрлеме пуçларăн. «Кĕмĕл сасă» фе-стивале хальхинче ăста пек хутшăнтăн — унта йĕркеленĕ куравра санăн алă ĕçĕсемпе килентĕмĕр.
— Ку та — чун валли, чапа тухас тесе алла йĕппе çип илмен. Малтанах ачамсемпе мăнукăмсене вĕтĕ шăрçаран ятран турăш тĕрлесе патăм. Унтан кăткăсрах ĕçсем пурнăçлас килчĕ: мăй çакки, масмак, тухья... Икĕ çул аппаланатăп çапла. Халĕ ĕнтĕ саккаспа та хатĕрлетĕп вĕсене. Крас-ноярск, Нижневартовск, Кемĕр хулисенчи хĕрарăмсем питĕ кăмăллă манăн япаласемпе.

Çунатлă ĕмĕтсем

— «Шухăш нумай» терĕн те, ĕмĕтÿсем те анлă-тăр?
— Çапла. Чи кирли — ĕмĕтсем пурнăçланса пыраççĕ! Тăван халăх историйĕпе шкулта вĕреннĕ чухнех кăсăкланаттăм. Несĕлĕмĕрсем авал пурăннă вырăнсене çитсе курас килетчĕ. И.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче вĕреннĕ чухне çак туртăм татах та вăйланчĕ кăна. Чунра чăвашлăх туйăмĕ тарăн тымар ячĕ. Ĕмĕтĕмсем çитсе пыраççĕ. Пĕлтĕр чунçÿревре Севастопольте, Фанагорире пулса куртăмăр. Чуна тĕпрен хумхатрĕ ку. Çул çÿреме питĕ юрататăп. Сарă ту тăрăхĕнче питĕ килĕшнĕччĕ. Байкал… Мĕн чухлĕ ĕмĕтленнĕ унта çитмешкĕн! Ку ĕмĕт те пурнăçланчĕ.
— Пурнăçланайман ĕмĕтÿсем пур-и-ха?
— Камчаткăна çитсе курас килет! /Кулать. — Авт. /. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.