Archive - Ака 2018 - Çамрăксен хаçачĕ

апреля 26th

26 Ака, 2018

Вырăс упăшки чăваш хуплăвне кăмăллать

Тăван тăрăхран аякра пурăнсан та Алена Татамирова чăвашлăхшăн çунать. Санкт-Петербургри пĕр аптекăра тăрăшаканскертен эмел туянма пыракансем: «Сирĕн калаçу хăйне евĕр. Эсир хăш халăх хĕрĕ?» — тесе ыйтсан: «Чăваш», — хуравлать пике. «Эпĕ çакăнпа мăнаçланатăп, вăл мана çын тунă», — палăртрĕ чиперкке.

26 Ака, 2018

Çын - йĕп мар, çапах çухалать…

Наташа Бендер акан 17-мĕшĕнче килтен тухса кайнă та таврăнман, 27-рискер ăс-тăн пăтрашăннипе аптăрать. Шупашкарти 75 çулти Геннадий Якимова та ачисем кĕтсе илеймен.

26 Ака, 2018

Çĕр улми пуçтарса… çул сарнă

Патăрьел районĕнчи Чăваш Ишекĕнчи Александр Иванов ку тăрăхра пурăнакансемшĕн — тĕслĕх шайĕнче. Хăй умне пысăк ĕмĕт-тĕллевсем лартакан, малалла ăнтăлакан çамрăк арçынна ял халăхĕ шанать, хисеплет... Ял тăрăхĕн депутатне виççĕмĕш хут суйлани те ахальтен мар пулĕ.

Амăшне хĕрхеннĕ

26 Ака, 2018

Шедевр торт пĕçерсе чăвашлăха аталантараççĕ

Чăваш Ене килекен сумлă хăнасене мĕнпе тĕлĕнтереççĕ-ши? Юлашки вăхăтра вĕсем валли парнелĕх торт хатĕрлеме ыйтаççĕ иккен! Кама мĕнли килĕшнине маларах пĕлме тăрăшаççĕ. Чăвашсен чи сумлă парнесенчен пĕри — кĕпе. Çавна шута илсе пĕр çынна чăваш кĕпи-торт парнеленĕ. Унта ваттисен сăмахне çырнă. «Кĕпи пĕттĕр, пуçĕ юлтăр» тенĕ. Хайхискер тĕлĕннипе парне торт пулнине ĕненмен.

апреля 19th

19 Ака, 2018

«Раççей мисĕн» каччăпа çÿреме юрамасть

Кунашкалли 22 çул каялла пулнăччĕ. «Раççей мисĕ» конкурсра Шупашкар пики Александра Петрова çĕнтернĕччĕ. Тĕлĕнмелле илемлĕ, черчен пикен çĕнтерĕвĕ модель çулне суйланă ытти хĕре те çак ята тивĕçме хавхалантарнă-тăр. Акă тинех!

19 Ака, 2018

Пилĕк мăнукне ура çине тăратать

2017 çулхи чÿк уйăхĕнче Комсомольски районĕн прокурорĕ ячĕпе ыйту çитнĕ. Тăлăх каччă Ю. пурăнмалли çурт-йĕрпе çыхăннă йывăрлăхсене асăннă, хăйĕн правине хÿтĕлеме ыйтнă. Пĕртăванĕсемпе кукамăшĕ патĕнче кун кунлаканскер 2011 çултах черете тăнă. Унтанпа 6 çул иртнĕ. Çамрăк пурăнакан çуртра ытла хĕсĕк пулнă...

Амăшĕ те, кукамăшĕ те

Pages