Вырăс упăшки чăваш хуплăвне кăмăллать

26 Ака, 2018

Тăван тăрăхран аякра пурăнсан та Алена Татамирова чăвашлăхшăн çунать. Санкт-Петербургри пĕр аптекăра тăрăшаканскертен эмел туянма пыракансем: «Сирĕн калаçу хăйне евĕр. Эсир хăш халăх хĕрĕ?» — тесе ыйтсан: «Чăваш», — хуравлать пике. «Эпĕ çакăнпа мăнаçланатăп, вăл мана çын тунă», — палăртрĕ чиперкке.

Комсомольски районĕнчи Аслă Чурачăкра çуралнăскер Питĕре мĕнле çитнĕ-ха? Алена шкул хыççăн Чĕмпĕрте фармацевта вĕреннĕ. Колледжри пĕр мероприяти те унсăр иртмен. Алена сцена çинче яланах чăваш юррисене шăрантарма тăрăшнă. Ăна кура Чĕмпĕр чăвашĕсем те хăпартланнă, унпа пĕрле юрланă, ташланă. Хулара çулленех иртекен «Сарпике», «Шăпчăк сасси» конкурссенче пултарулăхĕпе паллаштарнă чăваш хĕрĕ. Колледжа хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕскере Питĕрте практика тухма сĕннĕ, общежитире пÿлĕм панă. Алена аякри хулара аптекăра ĕçе вырнаçнă, çав вăхăтра И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн экономика факультетне вĕренме кĕнĕ.
Питĕрте чăваш пĕрлешĕвĕсем пур-ши? Çак ыйту пикене унта пурăнма куçнăранпа канăç паман. Алена вĕсене интернетра ятарласа шыранă. Çапла Питĕрти Артемий Павлов, Ленинград облаçĕнчи Валерьян Гаврилов ертсе пыракан чăваш пĕрлешĕвĕсемпе çыхăнса ĕçлеме тытăннă. Унти чăвашсем тĕрлĕ мероприяти ирттереççĕ, пухăнса тăван халăх юррисене шăрантараççĕ. «Кĕмĕл сасă», «Чăваш пики» мероприятисене çулленех йĕркелесси йăлана кĕнĕ. Пĕлтĕр Алена хăй те «Чăваш пикине» хутшăннă. Çĕнтернĕ те Питĕр чысне хÿтĕлеме Чăваш Ене килнĕ. Вăл каланă тăрăх, çĕнтерме мар, чи малтан унăн Санкт- Петербургра чăвашсем пуррине, вĕсем тăван культурăна аталантарассишĕн çуннине кăтартас килнĕ. Конкурса тĕплĕн хатĕрленнĕ вăл: хуплу пĕçернĕ, чăвашла юрă шăрантарнă.
Алена питĕ юрлама кăмăллать. Пике ку ăсталăха ялти клубри кружока çÿресе аталантарнă. Çак енĕпе аслă пĕлÿ илесси пирки те ĕмĕтленнĕ. Хăçан та пулин юрă çыртарас шухăшпа пурăнать халĕ халăх тата эстрада юррисене кăмăллаканскер. Хальлĕхе вăл Питĕрти «Парне», «Эреш» фольклор ушкăнĕсем кашни эрнерех ирттерекен репетицисене çÿреме тăрăшать. Ушкăнпа пĕрле те, уйрăм та юрлать вăл. «Кевер» хореографи ушкăнĕпе пĕрле час-часах пĕр-пĕр номер хатĕрлет. Сăмах май, «Кевер» Питĕрти халăх юратăвне çĕнсе илнĕ. Ушкăна Финляндире те, Эстонире те пĕлеççĕ. Артистсем унта час-часах тухса çÿреççĕ-мĕн. Питĕрте чăваш ачисен «Асамат» ансамблĕ те пур.
Аякри Санкт-Петербургра 6 пине яхăн чăваш пурăнать. Анчах чылайăшĕ хулапа облаçре чăваш пĕрлешĕвĕсем пуррине пĕлмест. Интернетра сарăлакан хыпарсене курсан вĕсем те ыттисем патне туртăнаççĕ, тĕрлĕ мероприятие хутшăнасшăн çунаççĕ. Кăçал Питĕре ЧНКн тĕрлĕ регионĕнчи ха-старĕсем çитнĕ. Алена Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан чăваш çамрăкĕсемпе паллашнă, халĕ вĕсемпе çыхăну тытать. Иртнĕ эрнере Иван Яковлева халалласа хулара Чăваш чĕлхи кунĕсем иртнĕ. Вырăс халăх библиотекинче Александр Федоров ÿнерçĕн, чăваш кĕнекисен куравĕсене йĕркеленĕ.
Нумаях пулмасть Алена çемье çавăрнă. Вырăс каччипе Иванпа вăл ĕç вырăнĕнче паллашнă. Бел-городра пурăннăскер Питĕре аслă пĕлÿ илме килнĕ те унтах юлнă. Пĕр компанире медицина инженерĕ пулса тăрăшаканскер час-часах командировкăна çÿрет. Пĕр уйăх каялла Шупашкара та килнĕ. Кунта ĕçлекенсемпе паллашсан: «Манăн мăшăр чăваш», — тесе мухтаннă. Вăл Аленăпа пĕрле чăваш пĕрлешĕвĕсем ирттерекен мероприятисене час-часах çÿрет. Чăвашла ăнланмасть пулин те унран юлмасть вăл. Мăшăрĕ тăван культурине еплерех юратнине лайăх пĕлет. Алена тепĕр чухне унпа чăвашла перкелешет, хăш-пĕр сăмахсене вĕрентет. Иван кăмăллакан хуплăва та час-часах янтăлать. Малалла вулас... 
 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.