Комментари хушас

Тĕп хулара иртекен Çуркуннепе Ĕç уявĕн программи самай пуян. Йăлана кĕнĕ пекех, савăнăçлă мероприятисен ярăмне халăх Шупашкарăн тĕп урамĕсемпе утни уçĕ. Общество организацийĕсен, тĕрлĕ предприяти- учреждени ĕçченĕсем, çамрăксем хутшăннипе йĕркеленекен колоннăсене вĕрсе калакан оркестр ертсе пырĕ. Хулан кашни районĕнчен пухăнакан ушкăнсем В.Чапаев скверĕнче 9 сехетре тĕл пулĕç. Ленин проспектĕнчен пуçласа Хĕрлĕ тÿреме çити тăсăлакан хаваслă марш 10 сехетре пуçланĕ. Николаев космонавт урамĕпе Ленин проспекчĕн хĕресленĕвĕнче йĕркеленĕ сцена çинче хуçаланакан юрă-ташă ăстисем пĕрле утма тухнă халăха уяв туйăмĕ парнелĕç.
Ленин проспектĕнче, К.Маркс урамĕнче, Республика тÿремĕнче майлаштарнă интерактивлă лапамсем уява тухнă çынсен кăмăлне çĕклеме пулăшĕç. Вĕсенчен кашнин хăйĕн тематики пулĕ. Аниматорсем, пултарулăх ушкăнĕсем, уяв лапамĕсен ертÿçисем утакансене хаваслăн кĕтсе илĕç.
Хĕрлĕ тÿремре те тунсăхлама тивмĕ. Кунта Шупашкарти ĕç коллективĕсен, общество организацийĕсен, вĕренÿ учрежденийĕсен демонстрацине ирттерме палăртаççĕ. Концертра вара хулари чи лайăх пултарулăх ушкăнĕсем хăйсен ăсталăхĕпе паллаштарĕç. 18 сехетре Атăл кÿлмекĕ хĕрринче уявăн савăнăçлă каçхи программи пуçланĕ.
Çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче Шупашкарти культурăпа кану паркĕсенче те кăсăклă чылай ĕç- пуç йĕркелеме палăртаççĕ. Лакрей вăрманĕнче, сăмахран, «Юрă-кĕвĕллĕ çуркунне» фестиваль старт илĕ. А.Г.Николаев ячĕллĕ ача-пăча паркĕнче вара 12 сехетре интерактивлă анимаци программине хута ярĕç.
Уява таврашĕнче халăх йышлă пухăннине кура хăрушсăрлăх ыйтăвĕсене çирĕп пăхăнни кирлех. Çавна май колоннăсем утнă вăхăтра хулари транспорт çÿревне сахаллатĕç. Хĕрлĕ тÿремре уяв программи пынă вăхăтра вара çынсене турникет урлă тĕрĕслесе кĕртĕç. Хула ертÿлĕхĕ, хăрушсăрлăх органĕсем çакнашкал мерăсене йышăнни халăха инкекрен сыхлассипе çыхăннине ăнланма ыйтаççĕ.

Зинаида СТЕПАНОВА, Республикăри вĕрентÿ профсоюзĕн председателĕ:
— Çу уйăхĕн 1-мĕшĕ — ĕçлекен халăхăн уявĕ. Çак куна эпир, профсоюз хутлăхĕнче тăрăшакансем, хамăр пирки аса илтермелли кун пек те йышăнатпăр. Мĕнле тĕллевпе пурăнатпăр, мĕн хумхантарать пире, ĕçлекен йыша? Çакăн çинчен уççăн калаçни уявăн хаваслăх кÿрес витĕмне пĕртте чакармасть. Çулталăкăн илемлĕ тапхăрĕнче — çут çанталăк хĕл ыйхинчен вăраннă вăхăтра — пулакан праçнике халăх йышлăн хутшăнни вăл Çу уйăхĕн 1-мĕшне чăнах та кĕтнине çирĕплетет. Тĕрлĕ тĕслĕ хăмпăсемпе, чечексемпе, ялавсемпе хула урамĕсем тăрăх ушкăнăн-ушкăнăн утни тĕрлĕ ÿсĕмри, тĕрлĕ тытăмра ĕçлекен çынсен пĕрлĕх туйăмне вăйлатать. Юрă-кĕвĕ ытамĕнче çума-çумăн пыни кăмăла та çĕклет.

Ирина ИВАНОВА.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.