Archive - 2017 - Хыпар

апреля 14th

14 Ака, 2017

Пур сăнарпа та кăмăллă артистка

Театр искусствин «Чĕнтĕрлĕ чаршав» конкурсĕн кăçалхи çĕнтерÿçисенчен пĕри — К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн актриси Эмилия Назарова. Вăл Владислав Николаевăн «Пихампар чунĕ манра» пьеси тăрăх Валерий Яковлев режиссер лартнă спектакльти Сипет сăнарĕпе «Хĕрарăм рольне чи лайăх калăплакан» номинацире мала тухрĕ.

14 Ака, 2017

Тепĕр Мăнкунччен лайăх пурăнасчĕ

Чăваш ялĕсенче йăла-йĕрке манăçман-и?

Ĕлĕк чăвашсем Мăнкуна епле уявланă? Паян çав йăла упранса юлнă-и? Тури чăвашсемпе анатрисен йăли-йĕрки пĕр-пĕринчен мĕнпе уйрăлса тăрать? Çак тата ытти ыйтăва шăпах Мăнкун умĕн хускатас терĕмĕр.

14 Ака, 2017

Тĕррисене сутмасть вăл

Укçа паян пур та, ыран — çук

Муркашри Роза Владимирова хваттерĕ музее аса илтерет. Стенасем çинче — хăй аллипе чун панă тĕрĕ-картинăсем. Ахальлисем мар, ĕлĕкхи художниксен произведенийĕсем тăрăх ăсталанисем.

14 Ака, 2017

Кăмăллă тĕлпулу

Хисеплĕ вулаканăмăрсем! Эсир те килти архивăрти кивĕ сăн ÿкерчĕксене "Хыпар" хаçат редакцине ярса пама пултаратăр. Унта сăнланнă çынсем е пулăм çинчен çырма тата сăн ÿкерчĕке кам, хăçан тунине палăртма ан манăр.

14 Ака, 2017

Кăçал чи лайăххи кам?

Ака уйăхĕн 9-мĕшĕнче «Шупашкар-Арена» пăр керменĕнче хĕллехи сезона пĕтĕмлетнĕ. Шупашкарти Олимп резервĕсен 2-мĕш спорт шкулĕ ирттернĕ мероприятие ЧР спорт министрĕ Сергей Шелтуков, Олимп чемпионки Елена Николаева, республикăри спорт федерацийĕсен тата спорт шкулĕсен ертÿçисем хутшăннă.

апреля 13th

13 Ака, 2017

Çурхи кун çулталăк тăрантарать

Иртнĕ эрнере Çĕрпӳ районĕнче çурхи ака-сухана хатĕрленсе ирттерессипе республикăри семинар-канашлу иртрĕ. Пухăннисем малтан «Авангард» тулли мар яваплă обществăн «Çĕрпӳ беконĕ» филиалĕн ĕçĕ-хĕлĕпе, хĕрӳ тапхăра мĕнле хатĕрленнипе паллашрĕç. Унтан канашлу Сăнав поселокĕнчи культурăпа спорт комплексĕнче тăсăлчĕ.

13 Ака, 2017

Тĕнче уçлăхĕпе туслашнă паттăрсем

Этемлĕх космоспа туслашма пуçланăранпа кăçал 60 çул çитет. 1957 çулхи юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче СССР Оборона министерствин ăслăлăхпа тĕпчев 5-мĕш полигонĕнчен /каярах вăл Байконур космодром ят илнĕ/ «Спутник» ракетăпа /Р-7/ Çĕрĕн пирвайхи искусствăллă спутникне тӳпенелле янă. Вăл 92 кун вĕçнĕ, планета тавра 1440 çаврăм тунă /60 млн км яхăн вĕçсе/.

Пирвайхи космос аппарачĕ ансат пулнă, çавăнпа ăна ПС-1 /простейший спутник\ ят панă.

13 Ака, 2017

Пурнăç çынни

Кĕçĕн Арапуçĕнче пурăнакан Николай Михайлович Селиванова чылай çул паллатăп — чĕрĕк ĕмĕртен те ытла-тăр.

Пĕлменни юлман та темелле кун пек чухне. Анчах кашни тĕл пулмассерен çĕннине илтетĕп те тĕлĕнмеллипех тĕлĕнетĕп унран. Хам çырнă очеркри сăмахсем аса килеççĕ:

13 Ака, 2017

Хĕвел пек ăшă çынсем

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Нарат Чакки ялĕнче пурăнакан Людмилăпа Валерий Даньковсене хĕвелпе танлаштарас килет манăн. Вĕсем пĕр-пĕрне килĕштерсе, ăнланса, пулăшса пурăнаççĕ. Туслă мăшăр хĕрпе ывăл çуратса çитĕнтернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă.

Pages