Комментари хушас

13 Ака, 2017

Çурхи кун çулталăк тăрантарать

Иртнĕ эрнере Çĕрпӳ районĕнче çурхи ака-сухана хатĕрленсе ирттерессипе республикăри семинар-канашлу иртрĕ. Пухăннисем малтан «Авангард» тулли мар яваплă обществăн «Çĕрпӳ беконĕ» филиалĕн ĕçĕ-хĕлĕпе, хĕрӳ тапхăра мĕнле хатĕрленнипе паллашрĕç. Унтан канашлу Сăнав поселокĕнчи культурăпа спорт комплексĕнче тăсăлчĕ.

Çурхи ĕçсем пуçланиччен шутлă кунсем юлчĕç. Кăçал республикăра 320 пин гектар çинче сухаласа акмалла. Çав шутра çуррине яхăн пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем, 34 процент çĕр улми йышăнмалла. Иртнĕ çул «иккĕмĕш çăкăр» япăх сутăннипе унăн лаптăкĕ чакма та пултарĕ.

Кĕрхисем 96,6 пин гектар йышăннă. Хăш-пĕр районта вĕсене апатлантарма тухнă ĕнтĕ. Вăрлăх хуçалăхсенче çителĕклех. Анчах ака уйăхĕ тĕлне кондицилли 86 процент кăна пулнă. Патăрьел, Вăрнар, Йĕпреç, Пăрачкав, Елчĕк районĕсенче кăтарту пысăкрах. Кăçал уй-хире минерал удобренийĕ 20 пин тонна хывма палăртнă. Анчах ăна çуррине яхăн кăна кӳрсе килнĕ. Улатăр, Канаш, Муркаш, Етĕрне, Тăвай тăрăхĕсенче вăл уйрăмах сахал. Ял хуçалăх техникин 90 ытла проценчĕ юсавлă. Çунтармалли-сĕрмелли материалсем вара çителĕксĕр. Улатăр, Хĕрлĕ Чутай, Муркаш, Шупашкар, Шăмăршă районĕсенче кирлин çурри те çук.

Хуçалăхсем çулсеренех юхăнса выртакан пулăхлă çĕре пусă çаврăнăшне кĕртеççĕ. Анчах усă курман лаптăксем чакас вырăнне хушăнса пыни тĕлĕнтерет. Акă 2016 çулхи пуш уйăхĕ тĕлне 97 231 гектар çĕр пушă выртни палăрнă. Хуçалăхсен кăтартăвне ĕненес пулсан пĕлтĕр 27 322 гектар лаптăка сухаланă. Кăçал вара усă курмасăр выртаканни каллех 71 пин гектара çитнĕ. Мĕнле майпа? Чăннипех пуç ватмăш! Хушма икĕ пин гектарĕ пĕлĕтрен персе аннă тейĕн. Кăтартăва лайăхлатма ӳстерсе çырни куç умĕнчех. Кама улталатпăр?

— Кăçал 25 пин гектара яхăн пусă çаврăнăшне кĕртмелле. Хисепе ӳстерсе кăтартни хамăрах ура хурать. Йывăрлăха пĕрле татса памалла, — терĕ ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов. — Хальхи вăхăтра инвесторсем 50 пин гектар çĕре арендăна илме хатĕр. Анчах лаптăксем тĕрлĕ вырăнта пулнипе, докуменчĕсене йĕркелесе çитерейменнипе пысăк инвесторсене явăçтарма кансĕр.

Кăçал çуркунне ир килессе кĕтни кăлăхах пулчĕ. Çур акине каярах тухатпăр. Çанталăк сасартăк ăшăтса ярсан тăпра хăвăрт типет. Çавăнпа ака-сухана кĕске вăхăтра ирттерме хатĕр пулмаллине каларĕ министр. Йывăр тапхăрта пĕр-пĕрне пулăшма ыйтрĕ.

Çурхи ĕçсене вăхăтра ирттерме республикăри аграрисене 1,8 млрд тенкĕ кирлĕ пулать. Тăкакăн пысăк пайне — 1,3 млрд тенкине — патшалăх пулăшăвĕ шучĕпе саплаштараççĕ. Сезон ĕçĕ-хĕлĕ валли кĕске вăхăтлăх кредит илессипе чăрмав çук.

Çурхи кун çулталăк тăрантарать тенĕ. Ака-суха вăхăтра, йĕркеллĕ иртесси ăна мĕнле хатĕрленнинчен нумай килет.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.