Тĕррисене сутмасть вăл

14 Ака, 2017

Укçа паян пур та, ыран — çук

Муркашри Роза Владимирова хваттерĕ музее аса илтерет. Стенасем çинче — хăй аллипе чун панă тĕрĕ-картинăсем. Ахальлисем мар, ĕлĕкхи художниксен произведенийĕсем тăрăх ăсталанисем.

Мартин-Кавель Франсуа, Пьер Огюст Ренуар, ыттисен тĕнчипе паллă картинисен сюжечĕсемпе пурнăçланăскерсем чуна ăшăтаççĕ, куçа илĕр­теççĕ. Роза Геннадьевна çак ĕçпе вун икĕ çул каяллах çывăхланнă. Ун чухне вăл районти ĕçпе тивĕçтерекен центрта вăй хунă. Тивĕçлĕ канăва тухсан вăхăт тата ытларах пулнă, тĕрĕ ăшне пуçĕпех кĕрсе ÿкнĕ. Çав вăхăтрах Роза Геннадьевна сывлăх пирки те манмасть. Муркашри физкультурăпа спорт комплексĕнчи бассейна çÿрет. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.