Пур сăнарпа та кăмăллă артистка

14 Ака, 2017

Театр искусствин «Чĕнтĕрлĕ чаршав» конкурсĕн кăçалхи çĕнтерÿçисенчен пĕри — К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн актриси Эмилия Назарова. Вăл Владислав Николаевăн «Пихампар чунĕ манра» пьеси тăрăх Валерий Яковлев режиссер лартнă спектакльти Сипет сăнарĕпе «Хĕрарăм рольне чи лайăх калăплакан» номинацире мала тухрĕ.

«Аттесĕр пуçне — пурте педагог»

— Эмилия, каласам, тархасшăн: илемлĕ те сайра тĕл пулакан ята кам панă сана?

— Анне. Вăл вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Шкулта 40 çул вăй хурса тивĕçлĕ канăва тухрĕ, çав шутра юлашки 7 çулне директорта ĕçлерĕ. Чикĕ леш енчи литературăна питĕ нумай вулать. Çапла пĕр кĕнекери тĕп сăнар ячĕпе эпĕ те çÿретĕп. Аппампа пиччен ячĕсем те питĕ илемлĕ: Фаина, Вениамин.

— Эсĕ те аннÿ пекех вĕрентекен пулас темен-и?

— Пирĕн çемьере аттесĕр пуçне — пурте педагог. Аннен йăмăкĕ те, пиччĕшĕсем те шкул хыççăн Канашри педагогика техникумĕнче пĕлÿ илнĕ.

— Артист çулĕпе утмашкăн хăçан хатĕрленме пуçларăн?

— Шкулта вĕреннĕ вăхăтра клуб сцени çинчен анман та. Анне те Шупашкара тĕрлĕ мероприятие сăвă вулама, юрлама илсе каятчĕ. Педколледжра вара чăваш чĕлхипе литературин преподавателĕ Ольга Васильева: «Санăн артист пулмалла», — тесе хĕтĕртсех, концертсене явăçтарсах тăчĕ.

— Телейÿ пурах çав, культурăпа искусствăсен институтне колледжран вĕренсе тухнă çулах кĕнĕ.

— Шăпах вунă çул каялла колледжа хĕрлĕ дипломпа пĕтертĕм. Шкула ачасене вĕрентме каймашкăн ĕлкĕреймерĕм. Пĕррехинче аннен ĕç пÿлĕмне кĕрсен сĕтел çинче пĕлтерÿ асăрхарăм, хаçата хĕве вăрттăн пытартăм та киле вĕçтертĕм. Кайран унта палăртнă адреспа института ăсталăх енĕпе экзамен тытма пырса тухрăм. «Пиллĕк» илни ытти экзаменран хăтарчĕ. Çапла майпа СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев ертсе пыракан студин вĕренекенĕ пулса тăтăм.

«Эпир çиччĕн... пĕр тăван пекех»

— Институтра пĕрле вĕреннисем театрта миçен?

— Çиччĕн. Эпир пĕр тăван пекех туслă. Валерий Николаевич — ăста психолог, вăл пире пĕр чăмăра пуçтарчĕ, пĕр-пĕриншĕн кар тăма вĕрентрĕ. Каччăсем — Сергей Павлов, Женя Урдюков, Вася Иванов, хĕрсем — Аня Кудряшова, Оксана Драгунова, Света Захарова /халĕ Лукиянова/ тата эпĕ — пĕр команда пекех. Кашнин çĕнтерĕвĕшĕн савăнатпăр, кулянмалли тупăнсан пулăшма тăрăшатпăр. Çапла тума Яковлев вĕрентрĕ. Эпир ун аллине лекнĕшĕн питĕ савăнатпăр.

— Вăл питĕ çирĕп ыйтать теççĕ-çке.

— Тĕрĕс. Валерий Николаевич тепĕр чухне вăрçать те, анчах тарăхни иртсе кайсан ăна тата ытларах хисеплеме, юратма пуçлатпăр, мĕншĕн тесен вăл пире лайăх выляттарасшăн, спектакль пур енĕпе те йĕркеллĕ пултăр тесе тăрăшать. Яковлев куçĕ питĕ вичкĕн: кама мĕнле роль памаллине витĕр курать тейĕн.

«Трактирщицăри» Мирандолина пуласчĕ

— Сана эпир камитсенче курма хăнăхнă. Хăвна вара мĕнле сăнарсем килĕшеççĕ?

— Ку таранччен панă пур сăнарпа та кăмăллă эпĕ. Тĕрĕс, вĕсенчен ытларахăшĕ камитлĕ рольсем. Апла пулин те çирĕп характерлă.

— Сипет рольне мĕнле йышăнтăн?

— Ывăлăма Антона çуратичченех панăччĕ ăна. Тавах Валерий Николаевича мана кĕтсе илнĕшĕн. Декрет вăхăтĕнче çак сăнара хамра йăтса çÿрерĕм. Пуçран пĕр самантлăха та тухмарĕ. Ача çуратни те Сипете ăнланма пулăшрĕ пулĕ.

— Хăш енĕпе улăштарчĕ?

— Çынна итлеме, шухăшлама, ачашăн пăшăрханма... вĕрентрĕ. Çак сăнарпа хама пур енчен те уçса пама пултартăм пулĕ тетĕп. Режиссерăн кашни сăмахне, асăрхаттарăвне астуса юлас тесе ĕçлерĕм. Юрий Григорьев спектакль валли питĕ илемлĕ кĕвĕ çырнă. Сипет йăмăкĕнчен каçару ыйтма пынă самантра янăракан юрă чуна пырса тивет. Вăл та роле ăнланса калăплама пулăшрĕ.

— Хăв енчен ку роле мĕн хушрăн? Сипет юратăвне мĕнле хаклатăн?

— Кашни артист сăнара чĕри витĕр кăларать те хăйĕн шухăшлавĕпе пуянлатать. Упăшки хăйне юратманнине пĕлсе тăрсах унăн лайăх мар енĕсене каçарать. Çапла тума унăн юратăвĕ хистет, ачисем пурри те тытса тăрать. Тивĕçне лайăх ăнланать: пĕрре качча тухнă — яланлăхах. Эпĕ ăна хĕрарăм пек питĕ лайăх ăнланатăп, ăспа-пуçпа — каçарма пултараймастăп.

— Тата мĕнле сăнарсем калăплас килет?

— Карло Гальдонин «Трактирщица» камитĕнчи Мирандолина ролĕ пирки ĕмĕтленеттĕм. Халĕ хама драмăсенче куратăп.

— Çĕнтерÿçĕ пулнине мĕнле йышăнтăн?

— Ун пирки шухăшламан та. «Капустник» хыççăн хывăнма пуçланăччĕ кăна — сцена çине мана чĕнеççĕ. Награда илме Чăх тумĕпех тухма тиврĕ. Çынсем мĕнле хитре тумланса пынă! Пĕлнĕ пулсан вăрăм, чаплă кĕпе çĕлеттерĕттĕм.

— Укçан панă парнепе мĕн туянасшăн?

— Асăнмалăх хам валли мĕн те пулсан тата икĕ аннене — мăшăрăмăн Пашăн амăшĕпе хамăн аннене — кирлĕ чухне Антошăна пăхса пулăшнăшăн тав туса парнесем илĕп.

Надежда СМИРНОВА

 

ПИРĔН СПРАВКА

Эмилия Назарова /Ильина/ Канаш районĕнчи Ухман ялĕнче çуралса ÿснĕ. 2007 çулта Канашри педагогика училищинчен вĕренсе тухнă, 2011 çулта — Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институтĕнчен.

Институтра пĕлÿ илнĕ вăхăтра «Кĕтнĕ ĕмĕт» X республика конкурсне хутшăнса ЧР Театр ĕçченĕсен I степень дипломне, «Хавхалану, килсем!» программăра мала тухнăшăн «Чувашия» санаторин Хисеп грамотине, çавăн пекех институтри Ольга Ырсем ячĕллĕ конкурсра сăвă вуласа иккĕмĕш вырăн йышăннă тата çарпа патриотизм юррисен «Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисене халаллатпăр» фестивальти хастарлăхшăн, унта пысăк ăсталăх кăтартнăшăн Чăваш Ен ШĔМĕн I степень дипломне тивĕçнĕ.

Унăн актер ăсталăхĕ Людмила Сачковăн «Пĕртен-пĕрскерĕм» пьеси тăрăх лартнă спектакльти Суйкка, Петр Осиповăн «Икĕ каччăн пĕр шухăш» ĕçĕнчи Улюка, Александр Островскин «Чухăнлăх инкек мар» камитĕнчи Любовь Гордеевна сăнарĕсенче туллин уçăлнă.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.