Хĕвел пек ăшă çынсем

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Нарат Чакки ялĕнче пурăнакан Людмилăпа Валерий Даньковсене хĕвелпе танлаштарас килет манăн. Вĕсем пĕр-пĕрне килĕштерсе, ăнланса, пулăшса пурăнаççĕ. Туслă мăшăр хĕрпе ывăл çуратса çитĕнтернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă.

Пăрчăкан пек вăр-вар та ĕçчен чăваш хĕрарăмĕ темĕн тума та пĕлет. Пушă вăхăтра ӳкерчĕксем ӳкерет, тĕрлет. Мăшăрĕ аякка ĕçлеме çӳренĕ вăхăтра кил тĕрĕшре пăта та çапать, аллине пăчкă та тытать, лобзикпа тĕрĕ те касса кăларать. Çĕвĕ машини умĕнче çĕрĕ-çĕрĕпе ларма та хатĕр: ачисемпе мăнукĕсем валли япала çĕлет. Унсăр пуçне ялти культура çурчĕн чаршавĕсене, чӳрече каррисене те хăех хатĕр-лесе çакнă.

Куç илеме юратать тенешкел пур çĕрте те чечек ӳстерет Людмила Геннадьевна. Вĕсем патне кĕрсен тухас килмест. Çулла вара пахча тулли çеçке ешерет.

Кил хуçи хĕрарăмĕ килен-каяна та тарават. Ахальтен мар ĕнтĕ Даньковсем 2008 çулта хăйсен хуçалăхĕнче музейпа хăна çурчĕ уçнă. ЧР Культура министерстви пулăшнипе музей пуянланнă, хушма çуртсем çĕкленнĕ. Вĕсем патне тĕрлĕ çĕртен хăнана килеççĕ. Паянхи куна 27 çĕршыв çынни экскурсире пулнă. Ĕçчен те хастар хĕрарăм туристсене чăваш апат-çимĕçĕпе, кăпăклă сăрапа сăйлать. Унсăр пуçне вĕсене хăна çуртĕнче усраççĕ, концертсемпе савăнтараççĕ, авалхи ĕç хатĕрĕсемпе паллаштараççĕ.

Людмила Данькова, асăннă районти Октябрьски салинче çуралса ӳснĕскер, Çĕрпӳри культурăпа çут ĕç училищинчен вĕренсе тухнă хыççăн Нарат Чаккинчи культура çуртне ĕçлеме вырнаçнă. Кунта ăна ертӳçĕ ĕçне шанса панă. Çамрăк хĕр вырăнти хора çĕнĕрен чĕртсе тăратнă, «Шăнкăрав» пултарулăх ушкăнĕ тата драмкружок йĕркеленĕ. Вăхăт нумай та иртмен Нарат Чакки хорĕ таврара кĕрлеме тытăннă, районти конкурссене хутшăнса ят-сум çĕнсе илнĕ. Виçĕ çул каярах асăннă хор йĕркеленнĕренпе 90 çул çитнине чаплă паллă турĕç ентешсем. Уява чылай пултарулăх ушкăнĕсем хутшăнса илем кӳчĕç. Людмила Геннадьевна тăрăшнипе ялти культура вучахĕ сӳнмест, вăйлăн тĕлкĕшет. Вăл çитĕнӳсемпе лăпланса ларма пĕлмест, малаллах талпăнать.

Тĕлĕнмелле, мăшăрĕ те хăй пекех юрра-кĕвве юратать, хут купăспа ăста вылять. Сăмах май, Людмилăшăн та вăл шанчăклă тус вырăнĕнчех. Алăри купăсне тăсса ярсан пĕтĕм хуйхă-суйхă, пăшăрхану сирĕлет. Вырăнти культура çурчĕн ĕçченĕсем тăрăшнипе ялта тĕрлĕ уяв иртет. Халăха савăнтарма, юрлаттарма-ташлаттарма пултараççĕ вĕсем.

Маттур та сăпайлă хĕрарăма ял-йыш хисеплет, сума сăвать. Паллах, пултарулăхне кура ăна тĕрлĕ парнепе, Хисеп хучĕсемпе чысланă.

Даньковсем пек хастар, маттур çынсем пулсан ял пĕтместех. Хĕвел шевли пек çутатаççĕ, ăшăтаççĕ вĕсем пире.

Николай АГАКОВ.

Николай АГАКОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.