Archive - 2016 - Хыпар
январь 28th
Рак хăçан шаклатать?
Тăшманпа кĕрешмелли чи тĕлĕнтермĕш меслетсенчен пĕрне шаклатакан рак шухăшласа тупнă. Хăйне чăрмав кÿрекене вăл шартлатнă сасă кăларса вĕлерет. Шаклатакан рак хăй питĕ пĕчĕкскер, унăн тăршшĕ тăватă сантиметр çеç. Хăйĕн хаччипе вăл хăлха хупланса лармалла сасă кăларать, çакă петарда çурăлнă пекех илтĕнет. Сăлтавĕ вара - хачă хăйне евĕрлĕхĕнче, унăн варри пушă пулнăран сасă тата вăйланать.
«Министр тирпейлÿçĕ вырăнне йышăнчĕ»
январь 27th
"Сывлăх", 3 /870/ №, 27. 01. 2016
Аптекăра ассортимент пуян
Вăрмар райповĕ Кавалра медицинăпа ветеринари аптека пункчĕ уçнăранпа ака уйăхĕнче çулталăк çитет. Вырăнти халăх та, таврари ялсенче пурăнакансем те унăн ĕçĕпе питĕ кăмăллă. Аптекăра ассортимент пуян, медицина препарачĕсем çителĕклĕ. «Халăх ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерме тăрăшатпăр ,- тет Т.В.Таратина маркировщица.
ХУППИ ТЕ, ШĂММИ ТЕ
1. Шăнса пăсăлăсран хÿтĕлет. Витаминсемпе пуян пулнă май мандарин организма вируссем тапăннă тапхăрта шăнса чирлесрен хÿтĕленме пулăшать. Унăн фитонцичĕсем микробсене хирĕçле витĕмпе палăрса тăраççĕ. Унсăр пуçне çимĕç аскорбин йÿçекĕпе, кальципе, А, Д, К, В4 витаминсемпе, тиаминпа, рибофлавинпа, рутинпа пуян.
2. Мандарин - диета çимĕçĕ, унран ÿт хушăнмасть. Унри углеводсем организма энергипе тивĕçтереççĕ, клетчатка выçнине ирттерет, флавоноидсем апат ирĕлессине, пыршăлăх микрофлорине йĕркене кĕртеççĕ, вар хытнипе кĕрешеççĕ. Чи пĕлтерĕшли - йÿçĕ мандаринра калори питĕ сахал пулни.
УРА АЙĔНЧИ ПИÇЕН
Пахчара сар пиçенпе / осот полевой/ тăрăшсах кĕрешетпĕр, вăл çумкурăк кăна мар, сиплĕ ÿсен-тăран пулнине чухламастпăр та.
Сар пиçенрен хатĕрленĕ препаратсем организма пĕтĕмĕшле çирĕплетекен, юна тасатакан, шыççа хирĕçле, ыратнине ирттерекен, бактерисене пĕтерекен витĕмпе палăрса тăраççĕ. Вĕсемпе тĕрлĕ шыçăран операци тунă хыççăн рак клеткисем çĕнĕрен аталанасран, юн кайсан, менструаци циклĕ пăсăлсан, варикоз, геморрой, вар-хырăм, пĕвер, пÿре, нерв чирĕсем аптратсан усă кураççĕ. Курăк сĕткенне шĕпĕне çухаличченех сĕрсе пурăнаççĕ.
ВĂРМАНА - ХЫР ЛĂССИ ПУХМА
Хĕл - хыр лăсси пухса хатĕрлемелли чи лайăх тапхăр. «Çывăракан» йывăçсен лăссинче эфир çăвĕсемпе С витамин нихçанхинчен те ытларах. Хыр лăссине типĕтме пир пусма çине сарса хумалла. Типсен йĕпписем хăйсемех тăкăнаççĕ. Вĕсене хупă банкăсемпе сивĕрех вырăнта икĕ çул таран упрама юрать.
Витамин шĕвекĕ
ТĂРĂШСАН ЛАЙĂХЛАТМА ПУЛАТЬ
Утнă чухне урасем ыратнин, варикоз, мышцăсен вăйсăрлăхĕ аталаннин малтанхи сăлтавĕ юн çаврăнăшĕ япăххинче пулма пултарать. Ăна лайăхлатма тухтăрсем çак мелсене сĕнеççĕ.
Туртма пăрахăр
Тÿрех мар пулсан та сигарет туртма пăрахмаллах. Чĕлĕмçĕсемшĕн ку питĕ пĕлтерĕшлĕ. Никотин сывлăха пĕтĕмĕшле сиенлĕ витĕм кÿнипе пĕрлех юн куçăмне питĕ хытă вăрахлатать.
Нумай утмалла