ÇАНТАЛĂКРАН КИЛСЕН
Çак сĕнÿсем чи малтанах çанталăк улшăнса тăнине сисĕмлĕ çынсене кирлĕ пулма пултараççĕ. Хĕллехи сивĕ кунсене лайăхах чăтса ирттерес тесен вĕсен мĕн тумалла-ха?
Гипертони чухне
- 100-шер грамм курагана, типĕ иçĕме, хура сливăна вĕтетмелле, 1 лимон сĕткенĕпе тата 100 грамм пылпа хутăштармалла. Кашни кун выç хырăмла 1-ер апат кашăкĕ çимелле. Курс - 1 уйăх.
- 1 пай пилешрен тата 2 пай панулмирен пĕçернĕ варени çимелле.
- Рационра тăвар кунне çур чей кашăкĕнчен ытла пулмалла мар, кунне 1 шăл та пулин ыхра çимелле.
Гипотони чухне
- Кунне 2 хут апатчен 20 минут маларах ылтăн тымар /родиола розовая/ экстрактне - 10-шар тумлам е календула настойкине 20-шер тумлам ĕçмелле.
- Апата куркума тата гвоздика хушмалла.
- Ĕнсене сăтăрмалла, кача пÿрнене чĕрне кăкĕ тĕлĕнче хыттăн хĕстермелле те ямалла.
Шăнса пăсăласран
- Иммунитета çирĕплетекен чей ĕçмелле. Пĕр ывăç шур çырлине /клюква/, хăмла çырлине е хура хурлăхана тин вĕренĕ шыва ямалла, 10 минут пиçĕхтерсе лартмалла.
Е пĕтнĕкпе /мята/ матрÿшке /душица/ чейĕ хатĕрлемелле.
- Кашни кун 10-15-шер тумлам эхинацея, женьшень е элеутерококк настойки ĕçмелле.
- Сăмса ăшне кунне 2 хут тăварлă ăшă шывпа çумалла - вăл вируссене пĕтерет.
Сыпă ыратсан
- Тăварлă çыхă хумалла. Марльăна çичĕ сий туса хуçлатмалла, 10 процентлă тăвар шĕвекĕнче йĕпетмелле, пăрмалла, ыратакан сыпă çине хурса бинтламалла. Компреса 10 сехет тытмалла.
- Ментоллă маçпа е пластырьпе усă курмалла.
- Сельдерейĕн чĕрĕ çулçисенчен сĕткен юхтармалла, кунне 2-шер чей кашăкĕ ĕçмелле.1 апат кашăкĕ тымарне тин вĕренĕ 2 стакан шыва ямалла, 4 сехет лартмалла. Кунне 3 хут апат умĕн 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле.
- Сырлан /облепиха/ çулçин шĕвекĕ те лайăх пулăшать. 1 апат кашăкĕ çулçа 1 стакан шыва ярса 10 минут вĕретмелле. Малтанхи калăпăшне çитерме вĕренĕ шыв хушмалла. Кунне 2 хут çуршар стакан ĕçмелле.