Комментари хушас

27 Кăрлач, 2016

ХУППИ ТЕ, ШĂММИ ТЕ

1. Шăнса пăсăлăсран хÿтĕлет. Витаминсемпе пуян пулнă май мандарин организма вируссем тапăннă тапхăрта шăнса чирлесрен хÿтĕленме пулăшать. Унăн фитонцичĕсем микробсене хирĕçле витĕмпе палăрса тăраççĕ. Унсăр пуçне çимĕç аскорбин йÿçекĕпе, кальципе, А, Д, К, В4 витаминсемпе, тиаминпа, рибофлавинпа, рутинпа пуян.

2. Мандарин - диета çимĕçĕ, унран ÿт хушăнмасть. Унри углеводсем организма энергипе тивĕçтереççĕ, клетчатка выçнине ирттерет, флавоноидсем апат ирĕлессине, пыршăлăх микрофлорине йĕркене кĕртеççĕ, вар хытнипе кĕрешеççĕ. Чи пĕлтерĕшли - йÿçĕ мандаринра калори питĕ сахал пулни.

Анчах ăна апат вырăнне çимелле мар, гастрит аталанма пултарать. Вăл çырткаласа илме кăна каять.

3. Пĕвершĕн паха. Çак цитрусăн çемçинче холин пур. Холин пĕверте çăва пухăнма памасть, вăл тасалассине лайăхлатать.

Çав вăхăтрах мандарин юнри холестерин шайне лайăх чакарать. Ăна куллен виçеллĕ çини атеросклероз аталанасран хÿтĕленме пулăшать.

Хуппи те питĕ усăллă. Унпа халăх медицининче юнри сахăр шайне чакарма усă кураççĕ.

Виçĕ мандарин хуппине тĕплĕ çумалла, 1 литр шыва ямалла, вăйсăр çулăм çинче 20 минут лартмалла. Шывне тăкмалла, хуппине çимелле. Кунне пĕрре сипленмелле. Курс - 2 эрне.

Ÿтĕн кăмпа чирĕ аптратсан сиенленнĕ тĕле кунне темиçе хут мандарин хуппипе сăтăрмалла.

Çак рецептсемпе усă курас умĕн тухтăрпа канашлама сĕнетпĕр.

Мандарин пайĕсем хушшинчи шурă чĕлкеме хăшĕсем тасатса пăрахаççĕ. Кăлăхах. Вĕсенче юн тымарĕсене çирĕплетеккен япаласем - глюкозидсем - пур.

Шăмми те паха. Паллах, ăна çиме юрамасть, анчах унран ÿт-пÿ валли целлюлита хирĕçле скраб хатĕрлеме пулать.

2 чей кашăкĕ тÿнĕ кофĕне тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, пиçĕхтерсе лартмалла. Кофĕне ĕçмелле, тĕпне юлнине мандаринăн 1 чей кашăкĕ вĕтетнĕ шăммипе хутăштармалла. Çак хутăша эрнере пĕрре душ хыççăн целлюлитлă вырăнсене сĕрмелле, 5-10 минут массаж тумалла. Курс - 1 уйăх.

Шута илме: мандарина хырăмлăхпа вуник пумăклă пыршă шыçсан /гастрит, язва, йÿçеклĕх пысăк/ çиме юрамасть, мĕншĕн тесен цитрус лăймака сийе вĕчĕрхентерет. Аллерги, нефрит, колит, гепатит чухне те çиме сĕнмеççĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.