Хĕллехи апат
Ĕнене хĕлле тĕрĕс апатласан сăвăма самай ÿстерме пулать. Рацион утăпа, силоспа, сенажпа пуян пулни пĕлтерĕшлĕ. Анчах ытларах чухне сĕтлĕ ĕнене силоспа концентрат пама тăрăшаççĕ, çакă выльăхăн япаласен ылмашăвне улăштарать.
1,5 уйăха яхăн куккурус силосĕ çитерсен вар-хырăм ĕçĕ пăсăлать. Ытти йышши силоспа кăна апатласан та ĕне ацидоз текен чирпе аптрама тытăнать. Куккурус силосне утăпа е улăмпа хутăштарсан выльăх организмĕнчи йÿçеклĕх шайĕ йĕркеленет. Силосри йÿçеклĕхе чакарма тата ацидоз чирĕнчен хÿтĕленме ĕнене аммиак шывĕ, пурă е апат соди памалла.