Хĕллехи апат
Ĕнене хĕлле тĕрĕс апатласан сăвăма самай ÿстерме пулать. Рацион утăпа, силоспа, сенажпа пуян пулни пĕлтерĕшлĕ. Анчах ытларах чухне сĕтлĕ ĕнене силоспа концентрат пама тăрăшаççĕ, çакă выльăхăн япаласен ылмашăвне улăштарать.
1,5 уйăха яхăн куккурус силосĕ çитерсен вар-хырăм ĕçĕ пăсăлать. Ытти йышши силоспа кăна апатласан та ĕне ацидоз текен чирпе аптрама тытăнать. Куккурус силосне утăпа е улăмпа хутăштарсан выльăх организмĕнчи йÿçеклĕх шайĕ йĕркеленет. Силосри йÿçеклĕхе чакарма тата ацидоз чирĕнчен хÿтĕленме ĕнене аммиак шывĕ, пурă е апат соди памалла.
Силоса кăшманпа, паткапа тата концентратпа çитермелли çинчен те манмалла мар. Углевод апачĕн талăкри нормине пайăн-пайăн /кунне 4-6 хут/ памалла. Пĕр хут апатланă чухне сĕт антаракан ĕнене 3-5 кг кăшман, 1-1,5 кг выльăх кăшманĕн нимĕрĕ /чĕрĕлле/, 1-1,5 кг концентрат çитермелле. Малтан силос тата концентратпа кăшманăн пĕр пайне, сĕт сунă хыççăн кăшманпа концентратăн тепĕр пайне памалла. Урăхла каласан, малтан ĕнешĕн тутлах мар апатран пуçламалла, кайран техĕмли çине куçмалла.
Хĕлле апата люцерна сенажĕпе пуянлатмалла. Унра тутлăхлă япаласем лайăх упранаççĕ тата йÿçеклĕх те сахал. Силоспа утта сенажпа улăштарни япаласен ылмашăвне япăхлатмасть, сăвăма та чакармасть. Сенаж çитерсен ĕне ытларах сĕт антарать, унри çу шайĕ те ÿсет.
Концентрата ĕнене пăруланă хыççăн çитерсен аван. Ку апата талăкра пайăн-пайăн 6 хутчен памалла, кашни хутĕнче – 2 килограмран ытла мар. Сĕтри çу шайне чакарас темесен концентрата натри ацетачĕпе е диацетачĕпе хутăштармалла /пĕр ĕнене талăкра – 100-150 грамм/.
Комбикорма ытларах чухне типĕлле параççĕ, çакă йÿçеклĕх шайне чакарма пулăшать. Енчен те шывра ислентерсе çитерсен хыççăнах утăпа апатламалла.