Комментари хушас

22 Кăрлач, 2016

Кертти йăхĕнчи Татьяна

Кил-çуртне те, хапхине те эрешпе илемлетнĕ вăл. Иртен-çÿрен кунта ÿнерçĕ пурăннине тÿрех асăрхать. Анчах Татьяна Малышева ÿкерес енĕпе çеç мар, алĕç тăвассипе те ăста. Ытларах вăл чĕнтĕр йĕппипе çыхма кăмăллать: эрешлĕ тутăр, кофта, тĕрлĕ калпак, алăк карри...

«Çамрăк чухне тĕрлеме юрататтăм. Каярахпа алса-чăлха çыхма вĕрентĕм. Упакассинче пурăнакан аппа çекĕлпе çыхма юратать. Унăн ĕçне курса хам та эрешлĕ тутăрсем çыхма вĕрентĕм. Халĕ чĕнтĕр йĕппине алăран ярас килмест», - кăмăллăн калаçать Татьяна Васильевна.

Кил-тĕрĕшре хĕрарăм валли ĕç тупăнсах тăрать. Вĕсене пурнăçланă хыççăн чун киленĕç патне туртăнать: е ÿкерет вăл, е çыхать. Ывăса тĕрлĕ сăрăпа эрешлеме кăмăллать. Ку тĕлĕшпе вăл ятарлă пĕлÿ илмен. Шкулта рисовани предметне Любовь Кузнецова тĕплĕ вĕрентнине пĕлтерчĕ хĕрарăм. Унăн ÿсĕмĕнче учительницăн тивĕçĕ пысăк пулнине палăртрĕ. Ÿнер ăсталăхне вăл çулран çул аталантарса пынă.

Ăс-тăн ăруран ăрăва юнпа куçнине калаççĕ. Ĕçченлĕх те çаплах. Ара, Татьяна Васильевнăн мăн аслашшĕ, Ентĕр Кертти /Гаврил Матвеевич Матвеев/, революцичченех Германие кайса шыв арманĕн схемине ÿкерсе килнĕ. Кайран ăна хăй ăсталанă. Чăваш хресченĕ инçе çула тухма шикленменни те тĕлĕнтерет. «Ÿнерпе кăсăкланасси мăн асаттеренех пырать. Кертти йăхĕнчисем пурте алĕçпе аппаланма юратаççĕ», - сăмах çумне сăмах хушрĕ Татьяна. Гаврил Матвеевич хăй вăхăтĕнче тăван ялĕнче, Хумри Ишекре, чиркÿпе прихут шкулĕ уçнине те пĕлтерчĕ вăл.

Районти, ялти куравсем унăн ĕçĕсемсĕр иртмеççĕ. Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен уявĕ тĕлне ялта унăн выставкине йĕркелесси пирки пĕлтерчĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Евграфов.

Тепĕр йăпанăç пирки те асăнса хăварас килет: Татьяна Малышева сăмавар пухма кăмăллать. «Пĕринче телекуравпа пĕр çын сăмавар пуçтарнине каларĕç. Çакна курнă хыççăн хамăн та шухăш çуралчĕ. Çапла вара кивĕскерсене çĕнĕ пурнăç парнелеме тытăнтăм. Унта-кунта йăваланса выртаканскерсене пухрăм, çуса тасатрăм. Ял-йыш та илсе килсе пачĕ. Халĕ пирĕн килте 15 сăмавар, анчах эпĕ ку хисеппе çырлахмастăп, малаллах пуçтаратăп. Вĕсенчен чи «ватти» - 19 ĕмĕрте кăларнăскер. Ăна пăхăртан ăсталанă. Хăшĕ-пĕри кăмрăкпа ĕçлет. Асатте сăмаварĕ те чиперех», - чунне уçать кил хуçи хĕрарăмĕ. Асăннă савăт-сапа хушшинче Германирен илсе килни те пур. Çырма-çатрара е кил-тĕрĕшре тĕссĕрленсе выртнăскерсем халĕ çÿлĕк çинче каçăрăлса ларнăн туйăнаççĕ. Çуса тасатнă май вĕр çĕнĕ пек курăнаççĕ. Кил хуçисем вĕсемпе пачах усă курмаççĕ.

Маларах Татьяна тĕрлĕ тетте пухассипе кăсăкланнă. Вĕсен шучĕ те самаях. Пулать вĕт пурнăçра çавнашкал лара-тăра пĕлмен çын. Пуçа пĕр-пĕр шухăш пырса кĕрсен ăна пурнăçламасăр лăпланмасть вăл. Ара, «Квартирный вопрос» телекăларăм курнă хыççăн пÿрт урайне кавир сарас вырăнне чечексем ÿкерсе илемлетнĕ Татьяна. Ăна час-часах улăштарса тăнине пĕлтерчĕ. «Пуçра - ăс, алăра - ĕç» тени тĕрĕсех çав.

Сад ĕрчетес тĕлĕшпе те тăрăшать. «Хамăр çитĕнтернĕ улма-çырларан лайăххи çук», - терĕ тăрăшуллăскер. Ывăлĕсем авланса çемьеллĕ пуличчен сад ĕрчетме шут тытнине те пытармарĕ. «Мăнуксем валли çимĕç ÿстересчĕ», - терĕ вăл. Мĕнех, ырă ĕмĕт пурнăçа кĕтĕрех.

Валентина ПЕТРОВА.

Йĕпреç районĕ, Хурамал ялĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.