ЧĂРĂШ ЙĔКЕЛĔПЕ, ЛĂССИПЕ, ТУРАЧĔПЕ
Ялан ешĕл чăрăш - çĕр чăмăрĕ çинчи чи авалхи тата чи усăллă йывăçсенчен пĕри. Вăл микробсемпе кĕрешекен фитонцидсем питĕ нумай кăларать, вĕсем сывлăша çав тери лайăх тасатаççĕ.
Турачĕсен çамрăк вĕçĕсемпе, пулса çитмен йĕкелĕсемпе, лăссипе çÿлти сывлав çулĕсен чирĕсенчен, бронх астминчен, сыпăсен чирĕсенчен сипленме анлă усă кураççĕ. Тĕпрен илсен, чăрăш лăссин препарачĕсем шыççа, микробсене хирĕçле, тар кăларакан, ыратнине ирттерекен, ват шĕвекĕ, шăк хăвалакан витĕмпе палăрса тăраççĕ.