Archive - Авăн 2016 - Хыпар

сентября 28th

28 Авăн, 2016

Хĕл хырăмĕ аслă. Пурте пахчаçимĕç хатĕрлеççĕ

Шупашкар администрацийĕ çурла уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа юпа уйăхĕн 16-мĕшĕччен тĕп хула халăхне ял хуçалăх продукцийĕпе тивĕçтерес тĕллевпе «Кĕр мăнтăрĕ-2016» уйăхлăх ирттерет.

28 Авăн, 2016

КИСЛОРОДПА ТИВĔÇТЕРЕТ

Сывлав гимнастикин комплексĕ ÿпкене çирĕплетет, ăна кислородпа çителĕклĕ тивĕçтерме пулăшать. Ку шăннипе пуçланакан чирсен тапхăрĕнче уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Ан ÿркенĕр! Хăвăра килĕшнĕ хăнăхтарусене те пулин пурнăçлăр.

28 Авăн, 2016

ÇУМКУРĂК МАР, СИПЛЕВÇĔ

Авалхи паллă сиплевçĕ Авиценна хĕрлĕ клевера /чавка пуç/ сиплĕ витĕмĕпе женьшеньпе танлаштарнă, унăн сĕткенĕ сурана ÿт илтернине, шĕвекĕ шăк хăвалама пулăшнине палăртнă.

28 Авăн, 2016

Çĕрулмине хирте хăварас марччĕ!

Авăн уйăхĕн 26-мĕшĕ тĕлне çĕрулмин 42,3 процентне кăларнă, 71665 тонна пухса кĕртнĕ. Çулталăк каяллахи кăтартусем 92,4 процент тата 197503 тонна пулнă. Тухăç чылай пысăкрах /сăлтавĕ пĕлтĕр культура çитĕннĕ тапхăрта нÿрĕк ытларах ÿкнинче/. Çумăрлă çанталăк хресчене каллех тĕрĕслерĕ.

28 Авăн, 2016

Кадастр хакне – паян, налука – çулталăк пуçламăшĕнче

Кăçал граждансен тата организацисен куçман пурлăхăн 67 объекчĕ тăрăх кадастр хакне коррекцилеме май килнĕ. 

Pages